Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  «ПĔРЛЕ» Чӑваш Ен аталанӑвӗн фончӗ республикӑра анлӑн ӗҫлеме пуҫланӑ
30.04.2020«ПĔРЛЕ» Чӑваш Ен аталанӑвӗн фончӗ республикӑра анлӑн ӗҫлеме пуҫланӑ

В республике презентовали Фонд развития Чувашии «ПĔРЛЕ»Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, «ПĔРЛЕ» фондӑн попечительсен канашӗн пӗрремӗш ларӑвне ирттернӗ. Ыр кӑмӑллӑх организацине йӗркелес шухӑш Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн  тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн тата республикӑри пысӑк предприятисен пӗрлехи ӗҫӗнче пуҫланнӑ.

"Ку пуҫару коронавирус инфекципе кӗрешес енӗпе пысӑк ӗҫ вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ. Кунта икӗ тӗп ҫул пулнӑ. Пӗрремӗшӗ - эпир, паллах, экономика пулӑшӑвӗпе мерӑсем ҫинче ӗҫлерӗмӗр. Анчах та ҫак йывӑр вӑхӑтра пулӑшу кирлӗ ҫынсене те хавхалантармалла пулнӑ. Сӗнӳсем те республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен питӗ нумай пулчӗҫ. Паллах ӗнтӗ, ҫак ӗҫе пӗр пек йӗркелес тесен, ҫакна ӑнланмалла та уҫӑмлӑ тӑвас тесен, ырӑ кӑмӑллӑх фондне йӗркелени вырӑнлӑ. Паллах, эпир хамӑр енчен ҫавнашкал фонд йӗркеленине ырларӑмӑр", - ӑнлантарнӑ Олег Николаев.

Халӗ юридически енчен формальноҫсене пурне те пурнӑҫланӑ. Халӗ республикӑри предприятисем хӑйсен таварӗсемпе тата укҫа-тенкӗпе коронавируспа кӗрешме пӗрле пӗр фонд урлӑ кирлӗ ҫынсене ырлӑх-пурлӑх пулӑшӑвне йӗркелес ӗҫе йӗркелеме пултарӗҫ.

Регион Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан  Чӑваш Ен аталанӑвӗн "ПĔРЛЕ" фонд коронавирус инфекцийӗсене хирӗҫ кӗрешнӗ вӑхӑтра кӑна мар, пӗтӗм республикӑри ырӑ кӑмӑллӑх пуҫарӑвӗсемпе идейисене пӗрлештерсе усӑ курса малалла та ӗҫленине палӑртнӑ.

"Малалла фонд ӗҫӗ-хӗлне ытти направленисене пулӑшма ярӗҫ. Ҫакӑ халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗхсӗр юлнисене пулӑшу парасси те, ку вӑл спорт аталанӑвӗ те, чи малтанах ача-пӑча, ку вӑл пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксене пулӑшмалли темиҫе форма та пулма пултарать. Нумай ӗҫ пулма пултарать. Эпир ҫак фондпа тачӑ ҫыхӑну тытса хаваспах ӗҫлӗпӗр", - палӑртнӑ Олег Николаев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика