Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Физкультурник кунĕпе саламлани
10.08.2018Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Физкультурник кунĕпе саламлани

Хисеплĕ ентешсем, спорта юратакансем!

Сире Физкультурник кунĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

 Ку уяв спортсменсемшĕн те, тренерсемшĕн те, спорт юхăмĕн ветеранĕсемшĕн те, ҫавăн пекех сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнакансемшĕн те ҫывăх. Шăпах сирĕн ҫитĕнĕвĕрсене кура Чăваш Ене спортпа чи туслă регионсен йышне кĕртеҫҫĕ.

Эпир спорт инфратытăмне ҫĕнетсех пыратпăр, массăллă спорта аталантарма тата спортра пысăк ҫитĕнӳсем тума, Чăваш Енĕн спорт резервне хатĕрлеме условисем йĕркелетпĕр. Паян республикăра пурăнакан кашни ҫыннăнах физкультурăпа тата спортпа туслашма май пур.  Сывлăх кунĕсене, ытти мероприятие пĕтĕм халăх хапăл туса йышăнать.

Чăваш Енре спорт чăннипех вăйлă аталанать. Юлашки ҫулсенче ачасемпе ҫамрăксен тата адаптаци спорчĕ вăй илсе пырать. Влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсем те хăйсен тĕслĕхĕпе спорта аталантарнине кăтартаҫҫĕ. Вĕсене кура республикăри ытти организаци-учреждени, предприятисем ушкăнпа спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаҫҫĕ.

Спорт бази лайăх пулни регионта республика, Пĕтĕм Раҫҫейри тата Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусене, тĕрлĕ ӳсĕмри ҫынсем валли сиплев мероприятийĕсене ăнăҫлă ирттерме май парать. Чăваш Енĕн 2018 ҫулхи спорт календарьне спортăн 66 тĕсĕпе Пĕтĕм Раҫҫейри - 50, республикăри 400 ăмăртăва кĕртнĕ. Тăрăшса ĕҫленин усси пурах. Чăваш спортсменĕсем тĕрлĕ шайри пысăк ăмăртусенче ҫĕнтереҫҫĕ, физкультурăпа тата спортпа туслашнисен хисепĕ те республикăра ҫулсеренех ӳсет. Пирĕн пĕрлехи ĕҫе, сывă общество йĕркелессине тӳпе хывакансене пурне те тав тăватăп, ҫирĕп сывлăх, тăнăҫлăх, спортра, куллен пурнăҫра ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемпе ăнăҫу сунатăп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                          Михаил Игнатьев

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика