Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  "Вӑрман юмахӗ" санатори территорийĕнчи обсерватортан 27 ҫын тухнӑ
16.04.2020"Вӑрман юмахӗ" санатори территорийĕнчи обсерватортан 27 ҫын тухнӑ

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин "Лесная сказка"  сывлăха ҫирĕплетекен санаторинче пурăнакан 27 ҫынна асăрхавран кăларнă.  Вĕсем пурте унта тухтăрсен сăнавĕнче тăнă пулнă.  Мĕншĕн тесен маларахри тапхăрта COVID-19 чирĕпе чирлекенсемпе хутшăнса хăйсем ҫине ҫак амака илме пултарнă имĕш.  Обсерваторине килнĕ хыҫҫăн, тӳрех вĕсене тухтăрсем ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăларнă,  йĕркене пăхăнма 14 кунлăха карантина янă.  Вăл вăхăтра медицина ĕҫченĕсем ҫынсене темиҫе хут та тĕрĕслев витĕр кăларнă, чир-чĕр вĕсен пур тесе ҫирĕплетмен. Апла пулсан вĕсем сывă. Халĕ вăл 27 ҫынна, тĕпчев ĕҫĕсем хыҫҫăн, киле яма йышăннă.   

Санаторинче хальлĕхе тата та 32 ҫын тăрса юлнă.  Ҫывăх вăхăтра ҫитес кану кунĕсенче вĕсене те киле яма йышăну тăвăҫ специалистсем.     

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика