Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Антон Силуанов ирттернĕ видеоканашлура наци проекчĕсемпе епле ĕҫлесе пынине тарăн сӳтсе явнă
10.07.2019Антон Силуанов ирттернĕ видеоканашлура наци проекчĕсемпе епле ĕҫлесе пынине тарăн сӳтсе явнă

Ход реализации национальных проектов обсужден на селекторном совещании у Антона СилуановаУтă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш ҫумĕ – Раҫҫей Федерацийĕн финанс Министрĕ Антон Силуанов видеоканашлу мелĕпе ирттернĕ пулăма хутшăннă.  Кун йĕркинчи тĕп ыйту – наци проекчĕсемпе ĕҫлесе пырасси, палăртнă мĕнпур тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртесси.   

Канашлу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем регионсен шайĕнче наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртме финанс тĕлĕшĕнчен укҫа-тенкĕпе епле тивĕҫтерсе пыни пирки сӳтсе явнă, мониторинга тишкернĕ. Халăха ĕҫпе тивĕҫтересси, тухăҫлăха ӳстересси ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă.  Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас ыйтусем те актуаллă пулнă.   Видеоканашлăва пухăннисем ҫăмăллăх кредичĕсем пирки те чарăнса тăнă. Предпринимательсен пĕрлехи реестрне йĕркелесси ҫинчен, ял хуҫалăхне, агропромышленноҫ комплексне вăй илтерессипе ҫыхăннă условисем пирки сӳтсе явнă.  

Регионсенчи ĕҫсене хакламалли методикăна ҫĕнетме сĕнӳ тăратнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Тепре чухне халăх йышĕ те кăтартусене палăртма витĕм кӳрет, апла пулсан ун ҫине те тимлĕх уйăрни вырăнлă тенĕ вăл.  Паллă, ялта пурăнакансен хуларисенчен тупăш пĕчĕкрех, ку енĕпе те виҫе пĕр пек пулма пултараймасть. Чăваш Енре ялта пурăнакансен йышĕ чăнласах та, ытти регионсенчен нумайтарах, ҫакна кăтартусем хăйсемпех ҫирĕплетеҫҫĕ.  

Антон Силуанов Раҫҫей Федерацийĕн Правительствинче ятарлă методика хатĕрленнине хыпарланă. Хуласене инвесторсем явăҫтарасси тĕп тĕллевсенчен пĕри, апла пулсан ыйтăва куҫран вĕҫертме юраманнине асăннă пуҫлăхсем. «Бюджетри кашни тенкĕ ҫумне инвестици 3 е 5 тенкĕ хывăнса пымалла.  Пуҫаруллă предпринимательсен ятарлă территорисенче ĕҫлемелле. Вĕсене валли ҫăмăллăх меслечĕсемпе те усă курма майсем йĕркелесе памалла», – тесе каланă вăл.   Антон Силуанов хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май, пĕлтерĕшлĕ сĕнӳсене пăхса тухса тишкерме шантарнă, Ҫĕнĕ Шупашкар пирки те ыйтăва уҫăмлатассине каланă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика