Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Время помогать» ыркăмăлăх акцийĕн ертӳҫипе Александр Ефимовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
16.05.2018Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Время помогать» ыркăмăлăх акцийĕн ертӳҫипе Александр Ефимовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Ҫу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Время помогать» ыркăмăлăх акцийĕн ертӳҫипе Александр Ефимовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Палăртнă фонд ҫулталăк каялла, ҫу уйăхĕнче 2017-мĕш ҫулта йĕркеленнĕ. Ҫак организаци сусăр ачасене, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнисене тĕрев пама тăрăшать.  

Асăннă тапхăр хушшинче фонд сахал мар ырă ĕҫ халăхшăн тума ĕлкĕрнĕ.  Ачасене валли  тӳлевсĕр концертсем, походсем йĕркеленĕ.  Кăҫалхипе иккĕмĕш ҫул фонд Пĕтĕм тĕнчери Ачасене хӳтĕлемелли кун концерт-марафон ирттерет.

Пуласлăхра фондăн пысăк плансем пур-ха.  Регион тулашĕнчи ҫынсем те ырă ĕҫе асăрхама ĕлкĕрнĕ.  Сывлăх енчен хавшанă, сусăр ачасен пултарулăхне ӳстерсе пыма май паракан ятарлă план та пăхса хăварнă тесе пĕлтернĕ Александр Ефимов.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертӳҫĕне пуҫаруллă ырă ĕҫшĕн мухтанă, тав сăмахĕсем каланă.  «Ачасемпе амăшĕсене хӳтĕлесси патшалăх приоритечĕсенчен пĕри. Пирĕн регионта ҫак ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех.  Хăвăр ҫине ҫав тери пĕлтерĕшлĕ яваплăх илетĕр. Ку чи пахи. Ырă ĕҫ туни каялла ырăпах таврăнать. Эсир ăна тивĕҫлĕ», тенĕ регион Пуҫлăхĕ.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика