Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăвашрессовпроф председателĕпе Анатолий Коршуновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
04.04.2019Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăвашрессовпроф председателĕпе Анатолий Коршуновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăвашрессовпроф председателĕпе Анатолий Коршуновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем влаҫпа профсоюз организацийĕсем хушшинчи килĕшӳсем пирки канашланă. Икĕ ен тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăну питĕ ăнăҫлă аталанса пынине палăртнă, ĕҫ рынокĕнчи лару-тăрăва та пысăка хурса хакланă.  

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче программăсене тĕпе хурса, халăха ĕҫпе тивĕҫтерес тĕлĕшпе патшалăх енчен ҫулсерен 400 млн тенкĕ куҫнине хыпарланă.  Мĕнпур ыйтусене пĕтĕмпех туллин татса панине асăннă вăл сăмаха май.

Анатолий Коршунов сăмаха малалла вакланă май, регион ĕҫ укҫин шайĕпе Атăлҫи федераци округĕнче вăтам шая ҫитнине ырă хыпара каланă. Ҫак ыйтусене тивĕҫлĕн пурнăҫласа пыма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Указĕ те пысăк витĕм кӳнине палăртнă ертӳҫĕ.  

Ĕҫ сыхлавĕ ыйту та кун йĕркинче тăнă. Юлашки 6 ҫул хушшинче производствăра айăпланнисен шучĕ самай чакнине пĕлтернĕ вăл, кăтарту ырă енне куҫса пырать тенĕ.  

Пысăк ҫитĕнӳсене чакарса лартма юраманнине уйрăммăн палăртнă Михаил Игнатьев. «Чувашрессовпроф» профсоюз организацийĕсен пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн председателĕ ĕҫ сыхлавĕпе специалистсене кулленех вĕренсе пынине, кăтарту 2 пин ҫынна ҫитнине каланă вăл. Пĕлтĕр 356 специалиста ҫĕнĕрен вĕрентсе кăларнине хыпарланă ертӳҫĕ. Ĕҫлекенсен прависене хӳтĕлессипе те вĕсен организацийĕ сахал мар тимленине каланă сăмаха малалла тăснă май.

Михаил Игнатьев Чувашрессовпроф» профсоюз организацийĕсен пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн председательне мухтаса тав тунă.

Тĕрлĕ коллективсенче спорт ăмăртăвĕсене пысăк шайра ирттерни пирки те сăмахланă, ҫамрăксен канашĕсем епле ĕҫлесе пыни ҫинчен те ыйтса пĕлнĕ.  

Паянхи пурнăҫра ĕҫлекен ҫынсене спорта явăҫтарма хăнăхтарни вырăнлă.  Сывлăх лайăх пулсан, ĕҫ тухăҫлăхĕ те пысăк пуласси куҫкĕретех тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха ҫавăрса.  «Халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсасси – тĕп тĕллевсенчен пĕри», тесе палăртнă вăл.  

Калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ачасен ҫуллахи канăвĕпе ҫыхăннă ыйтусем тавра та чарăнса тăнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика