Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Регионта ял хуçалăх пайĕнче уй-хир ĕçĕсем хĕрӳ пыраççĕ
17.07.2017Регионта ял хуçалăх пайĕнче уй-хир ĕçĕсем хĕрӳ пыраççĕ

 Республикăри районсенчи уй-хир ĕçĕсем пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче регионта ял хуçалăх пайĕнче уй-хир ĕçĕсем хĕрӳ пынине пĕлтернĕ, выльăх валли хĕллене апата планпа килĕшӳллĕн пуçтарса кĕртнине каласа кăтартнă.  Паянхи куна илес пулсан, нумай çул ӳсекен курăка 81 пин га çĕр лаптăкĕнчен пухса кĕртнĕ,  мĕнпур пăхса хунинчен 79,2 процент шутланать.  Хуçалăхсем утă, улăм, сенаж, силос тата ытти апата май килнĕ таран пуçтарса хума тăрăшаççĕ.

Регионта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлекен 142 ял хуçалăх организацийĕнчен 117-шĕ çуллахи тапхăра выльăхсене уя илсе тухса çитерет.    Ытти 25 хуçалăхĕнче хăйĕнчех выльăхсене кирлĕ пек апат-çимĕçпе тивĕçтерсе пынине пĕлтернĕ вăл.

Кăçал республикăра выльăх апатне – утăна 586 пин тонна, улăма – 193,6 пин тонна хатĕрлеме  пăхса хунă.  

Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче, кăçал çанталăк лăпкă тăманнине кура, çурхи уй-хир ĕçĕсене кая юлса тытăннине палăртнă, вырма та ăна пула кăштах каярах пуçланассине пĕлтернĕ.  Çăкăр пĕçерекен предприятисем тата ытти организацисем тыр-пула упрама тата туянма та хатĕр пулнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак типĕ çанталăк тăнă вăхăтра хуçалăхсенче выльăх апатне хĕле валли хатĕрлессипе çивĕчрех ĕçлеме чĕнсе каланă, май килнĕ таран ытларах техникăна та  халăха та явăçтарма хушнă, тухăçа пухса кĕртес ыйту та кун йĕркинче тăнине, çанталăк йĕпе  тăрать, тыр-пула типĕтсе хума тивессине, агрегатсем хатĕр пулмаллине асăрхаттарнă.  

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика