Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин анлă ларăвне хутшăннă
17.04.2019Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин анлă ларăвне хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев в Москве принял участие в заседании коллегии Министерства промышленности и торговли Российской ФедерацииАка уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин анлă ларăвне хутшăннă. Ертӳҫĕсем 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тарăн сӳтсе явнă, 2019 ҫулхипе пуласлăхри тĕллевсем пирки канашланă.   

Мероприятине РФ Правительствин членĕсем, РФ Федераци Канашĕн пайташĕсем, РФ регионĕсен пуҫлăхĕсем, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, Раҫҫейри промышленноҫ пайĕпе ĕҫлекен пуҫлăхсем чылайăн килсе ҫитнĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ  Дмитрий Козак хăйĕн сăмахĕнче наци проекчĕсем промышленноҫа хăватлăрах аталанса пыма витĕм кӳнине палăртса каланă. Таварсене ытти ҫĕршывсене ăсатма витĕм кӳнине те асăннă. Ҫитес пиллĕк ҫуллăха анлă плансем тума та мелллĕ тесе сăмаха ҫавăрса каланă вăл. «Промышленноҫ тытăмĕнчи ĕҫсене шайлаштарассипе Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви анлăн ĕҫе кӳлĕннĕ. Тухăҫлă ĕҫлеме пĕлекен производствăсем паха таварсем калăплĕҫ. Патшалăх енчен тĕрев вĕсем валли сахал мар», тенĕ вице-премьер.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров тарăн доклад туса панă.  Раҫҫейĕн промышленноҫ тытăмĕ экономикăшăн чи пĕлтерĕшлĕ пай пулса тăнине асăннă Министр.  Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе сахал мар ҫыхăннине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Импорта улăштарас ыйтăва татса парас ĕҫре Раҫҫейри производствăсем курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Технологи вĕсен тĕпрен улшăнать, тухăҫлăх та пысăк.  

«Пирĕн умри тĕп тĕллевсенчен пĕри – 2024-мĕш ҫулсем тĕлне промышленноҫ производствин калăпăшне икĕ хут та пысăклатасси. Пирĕн паха таварсем калăпламалла. Сывлăх сыхлавне, строительство пайне, транспорт инфратытăмне, вĕренӳпе цифрăллă экономикăна аталантарас ĕҫре те сахал мар пысăк тĕрев», тенĕ ведомство ертӳҫи.  

Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ ĕҫчешсене регионсенче Правительствăра тимлекенсене наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе лайăх ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, бизнесра ĕҫлекенсене пĕр-пĕринпе пĕлсе тĕллевсене палăртнăшăн тав тунă.   Раҫҫей промышленноҫĕ умне тухса тăракан ҫăмăлах мар ыйтусене татса парас ĕҫре пĕрле килĕшсе ĕҫлени шăпах та, ҫаксем пĕтĕмпех витĕм кӳнине те каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Анлă коллегинче ертӳҫĕсем килĕшĕве те алă пусса ҫирĕплетнĕ.

2019 ҫулта Чăваш Республикинче производство калăпăшне ӳстерме плана кĕртнĕ, кăтартăва 102 процента илсе ҫитересшĕн. Ҫĕнĕ организацисем хута яма тĕллев лартнă. «Прессдеталь» ТМЯО, «Лента» АО, «Марпосадкабель» АО, «ПКФ «Турбоком-Инвест» ТМЯО, «Тароупаковка» АУО, «Завод «Чувашкабель» АО хушма ҫĕнĕ производствăсем вăй илтересси планра пур. Пысăк технологи кулленех пурнăҫа кĕрсе пырать, таварсен калăпăшĕсем ӳсех пыраҫҫĕ. Хими таварĕсене хамăр ҫĕршывра кăна мар, юттисем те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. Инвестициллĕ проектсем хăватлă пурнăҫланаҫҫĕ.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика