Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
18.10.2017Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕн ĕҫне пĕтĕмлетнĕ  

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.  Чăваш Енри  влаҫ органĕсен ертӳҫисем регионти районсемпе хуласенчи ĕҫ ушкăнĕсене ҫитсе халăхпа, аякра выраҫнă ялсенчи ҫынсемпе тĕл пулса калаҫнă.  

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем -  автомашина ҫулĕсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелесси е тата ҫĕнĕрен пачах та сарасси, «Хăрушлăхсăр тата паха ҫулсем» патшалăх программине пурнăҫа кĕртсе пырасси, республикăри нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелесси.  Паянхи тĕлпулусенче тавралăха тирпей-илем кӳртес ыйту та  кун йĕркинчех тăнă.  Аслă ҫулсен хĕррисене, масарсене тирпейлемелли пирки канашланă. Пушартан сыхă тăрас, унăн правилисемпе йĕркисене пăхăнасси ҫинчен сăмахланă. Уйрăмах ҫак ыйтусем кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ информаци ушкăнĕн членĕсем.   

Паян пурĕ 359 тĕлпулу ирттернĕ, вĕсенче 8,2 пин ҫын хутшăннă.

Ертӳҫĕсем ҫынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.  Халăхăн кăсăклă ыйтăвĕсене республика ертӳлĕхĕ тĕрĕслеве илнĕ. Ку хутĕнче халăха сывлăх сыхлавĕн пайĕнче специалистсем ҫителĕксĕр пулни пăшăрхантарнă, ҫул-йĕрсем ҫинче пулакан инкексем  те тарăн шухăша янă вĕсене, обществăлла вырăнсенче хăрушсăрлăх ыйтăвĕ тĕп вырăнта пулмаллине асăннă вĕсем.  

 

  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика