Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ
08.08.2018Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

На расширенном заседании Кабинета Министров Чувашской Республики обсуждены итоги экономического и социального развития республики в первом полугодии 2018 года Ҫурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ларăва пухăннисем ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тарăн тишкернĕ, ҫитес тапхăр валли тĕллевсене палăртса тухнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регион хăш-пĕр кăтартусемпе малти вырăнта тăнине асăннă. Ҫитĕнӳсем самай ырă енне улшăнса пынине каланă.

2018 ҫулта ҫур ҫулхи кăтартăва илес пулсан, промышленноҫ производствин индексĕ 101,6 процента ҫитнĕ.  Ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлессипе те субъект ăнăҫлă ĕҫлет, кăтарту 105,0 процентпа танлашать. Халăхăн вăтам ĕҫ укҫин виҫи хăпарнă, 10,7 процент чухлĕ ӳснĕ.

Михаил Игнатьев ертӳҫĕсене, ĕҫ тăвакан влаҫ тытăмĕнче тăрăшакансене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансене, предприятисемпе организацисен хуҫисене пысăк ҫитĕнӳсем тума витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав тунă. «Эпир малашне те кирек-епле ыйтусене татса пама та майсем тупăпăр. Производствăсем ҫулран ҫул ҫĕкленччĕр тесе ĕҫлĕпĕр. Халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем пулччĕр тесе тимлĕпĕр», тенĕ вăл. 

Сăмаха май, Раҫҫей Правительстви нацин приоритетлă ыйтăвĕсене палăртассипе тимлĕ тăрăшнине ырă хыпара каласа хăварнă Михаил Игнатьев.  РФ Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă указра ҫĕршыва 12 направленипе аталантарса пымалли пирки ҫирĕп йышăнса хăварнă. Вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн пурин те хар тăрса ĕҫлемеллине чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Мĕнпур ĕҫсене туллин тивĕҫтерме 8 трлн тăкаклама плана кĕртнĕ.  Регионсен тĕп тĕллевĕ – наци проектне кĕрсе халăх валли условисем тăвасси тесе каланă республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа калаҫнă, ҫитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă.  Республикăра импорта улăштарассипе предприятисем ҫивĕч ĕҫленĕ тенĕ вăл.  Кулленех производствăсем модернизациленнине, пысăк технологисем вăй илсе пынине асăннă. Специалистсен паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ  Председатель. Кăҫал предприятисем пĕтĕмпе инвестициллĕ 70 проект пурнăҫлама тĕллев лартнă, енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан ҫынсене валли ҫĕнĕ 400 ĕҫ вырăнĕ пуласси те куҫкĕретех. Палăртма кăмăллă, кăҫал ҫур ҫулта халăх валли 250 ĕҫ вырăнĕ хатĕрлеме те ĕлкĕрнĕ предприятисем. Пурĕ вара экономикăн мĕнпур сферинче кăҫал ҫынсене валли ҫĕнĕ 850 ĕҫ вырăнĕ тупса панă, ҫулталăк вĕҫне кăтартăва 2 пине ҫитерме плана кĕртнĕ тенĕ вăл. 

Кăҫал ҫур ҫулта вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем патшалăх енчен 449,8 млн тивĕҫнĕ. Пурĕ 6 пин ҫын хăйсен проекчĕсене пурнăҫа кĕртме пултарнă.   Предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансенчен налук бюджета сахал мар кĕнĕ, кăтарту 6 млрд. ҫитнĕ, ӳсĕм пурри сисĕнет, 10 процент хăпарнă.

Ял хуҫалăх тытăмĕнче вăй хуракансем те сахал мар тăрăшаҫҫĕ, вĕсем  пысăк инвестициллĕ проектсемпе ĕҫлеҫҫĕ, теплица комплексне хута ярассипе тимлеҫҫĕ. «ЧебоМилк»  ТМЯО, «Агрофирма «Ольдеевская» АО ыттисемшĕн кăтартуллă  ĕҫлеҫҫĕ. 

Ҫурт-йĕрсем хăпартассипе Атăлҫи федераци округĕнче Чăваш Республики виҫҫĕмĕш вырăнта тăрать, апла пулсан строительство хăватлă аталанни куҫкĕретех.   

Регионта ĕҫсĕр халăх сахал, кăтарту пурĕ те 0,62 процент ҫеҫ.  Ку енĕпе те Атăлҫи федераци тăрăхне кĕрекен субъектсем хушшинче республика 4-мĕш вырăн йышăнать.  «Сăрă» схемăсемпе ĕҫлекенсене специалистсем сахал мар тупса палăртаҫҫĕ, явап тыттараҫҫĕ.  

Строительство тытăмне малашне те ҫирĕп аталантарса пымаллине асăннă регион Пуҫлăхĕ, мĕншĕн тесен халăх хваттерсем илессишĕн тăрăшать. Кăтарту та сахал мар, пирĕн регионта вĕсем 70 пин ҫын ытла.  «Пĕр районпа хулара та черетре хваттер илме тăман ҫын ҫук. Пурне те ҫак ыйту кăсăклантарать. Пурин те хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрмашаҫҫĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха тăсса. Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă Указра 2024-мĕш ҫулччен кăтартăва строительство тытăмĕнче 1,5 хут ӳстерме хушнă. 

Иван Моторин хăйĕн докладĕнче республика хваттерсем хута ярассипе плана тултарассине хыпарланă, кăтартăва 620 пин тăваткал метр чухлĕ ҫитерме палăртнă тенĕ вăл. Юлашки 2 ҫул хушшинче лару-тăру кăштах сӳрĕкленни курăнчĕ, малашне хавшамăпăр тенĕ Председатель.

Строительствăна аталантарма витĕм кӳрекенни халăха ипотека пани.  Программа паха ĕҫлет, патшалăх тĕревĕ сисĕнет.  Ҫĕнĕрен ҫĕкленекен микрорайонсем ҫывăхăнче инфратытăма ҫĕнетнĕ май, социаллă программăсемпе халăх валли ҫурт-йĕрсем хута ярсан питĕ чаплă пулĕччĕ тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ. «Ыйтупа муниципалитет пĕрлешĕвĕсен те активлă ĕҫлемелле.  Плансем пур. Пурин те ăна тултарассишĕн вăй хумалла», — тенĕ Председатель. 

Объектсене хута яма республика Правительстви сахал мар ҫĕр вырăнĕсем пăхса хăварнă. Юлашки 10 ҫул хушшинче вĕсенчен 45 проценчĕпе туллин усă курнă тенĕ Михаил Игнатьев. «Ҫĕрсемпе пачах та чăрмавсем ҫук. План йышăнмалла та, объектсене хута яма пуҫламалла. Паллă, подрядчиксен ĕҫне ҫирĕп тĕрĕслемелле. Яваплăх тенине вĕсен туймалла», — тесе уйрăммăн палăртса каланă вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ –  финанс министрĕ Светлана Енилина кăҫал ҫур ҫулта республика хыснине епле тултарнине, укҫа-тенкĕпе ăҫта тăкакланнине тĕплĕн каласа кăтартнă.  2018 ҫулта республика бюджечĕн профицичĕ 3,7 млрд ҫитнĕ тенĕ вице-премьер.  Республика хыснин тупăш пайĕ 55,9 млрд танлашать, пĕлтĕрхинчен 8,6 процент пысăкрах.  Федераци хыснинчен каялла тавăрса памалли мар виҫе 23,4 процент чухлĕ пысăкланнă. Апла пулсан регион федераци центрĕпе тухăҫлă ĕҫлет, тĕреве кашни ҫул ытларах тивĕҫет. 

Республикăн харпăр хăй тупăшĕ 66,5 процентпа танлашать.  Пĕлтĕрхи ҫак тапхăрти виҫерен 21,5 процент пысăкрах. Кăтарту хăпарнă. Пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри предприятисем «сăрă» схемăпа ĕҫлени. Ку енĕпе кăтарту хальлĕхе 24 процента ҫитнĕ, республика бюджечĕ вĕсенчен 2,9 млрд чухлĕ тăкак тӳсет.

Республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнче  тăкак пайĕн виҫи хăпарнă, 13 процент ӳснĕ.  Юлашки 5 ҫул хушшинче 12 млрд ҫитнĕ, 26 процент пулать. Регионăн патшалăх умĕнчи парăмĕ ҫулран ҫул чакса пырать.   

Район тата хула администрацийĕсене республика сахал мар бюджетран укҫа куҫарса парать.  Кăҫал виҫе 19,2 млрд ҫитнĕ.  Уйрăмах инвестициллĕ пысăк программăсемпе ĕҫленĕ чухне пулăшу чаплă куҫать.

Палăртса хунă ĕҫсене пĕтĕмпех туллин пурнăҫа кĕртес тесен, регионăн харпăр хăй тупăшне тата та ӳстерессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеллине каланă Светлана Енилина.   Ҫак ĕҫре муниципалитетсен хастартарах пулмаллине асăрхаттарнă вăл. «Патшалăх тĕревне предприятисем илеҫҫĕ, анчах та хăйсем патĕнче тăрăшакансене тивĕҫлĕ ĕҫ укҫине памаҫҫĕ», - тесе асăрхаттарса каланă Михаил Игнатьев. Ку енĕпе те бюджет тăкак тӳсет тенĕ вăл сăмаха тăсса. Ӳлĕмрен патшалăх укҫипе тĕллевлĕн усă курнипе курманнине ҫивĕчрех тĕрĕслеме хушнă Чăваш Республикин Финанс министерствине.  Ĕҫе пухăннисем тепĕр пулас ҫĕнĕлĕх пирки асăнса хăварнă. 2019 ҫулта машинăсемшĕн налук тӳлесси ылмашăнать. Ҫул-йĕр правилисен саккун йĕркине пăсакансен штрафĕ вара республикăри ҫул-йĕр фондне куҫасси паллă.  Республика вăтамран 1 млрд пухасси сисĕнĕ тенĕ сăмаха малалла тăсса Светлана Енилина. 

Анлă ларура хăш-пĕр предприятисен ертӳҫисем доклад тунă. «Промтрактор-Промлит»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Юрий Костромичев хăйĕн сăмахĕнче предприятийĕн производство калăпăшĕ ӳснине ырă хыпара каланă. Кăҫал ҫур ҫулта 800 млн тавар тирпейленсе кăлартăмăр тенĕ ертӳҫĕ. Кăтарту пысăкланни куҫкĕретех, 1,5 хут нуммайланнă.  Предприяти ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем тирпейлеме тĕллев лартнине те хыпарланă вăл. Халăха ĕҫ укҫипе вăхăтра тивĕҫтерме тăрăшнине пĕлтернĕ сăмаха май.  Вăтамран вĕсем патĕнче тăрăшакансем 30 пин тенкĕ уйăхне шалу илеҫҫĕ. Налуксем те вăхăтра тӳленине асăннă вăл.

Регион Пуҫлăхĕ пуласлăх пирки ыйтса пĕлнĕ Юрий Костромичевран. Предприятийĕн планĕпе кăсăкланнă  Михаил Игнатьев. Ҫулталăкне 160 пин тонна тавар калăпласа кăларма палăртать производство предприятийĕ. Ĕҫлекенсен йышне упраса хăварасси те кун йĕркинче тăнине асăннă ертӳҫĕ.

 Хушма специалистсем хатĕрлеме Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствине каланă республика Ертӳҫи. Кирлĕ пулсан, специалистсен тавракурăмлăхне ӳстерме пысăк профессионалсем пулма хатĕрлеме курссем уҫмалла тенĕ вăл сăмаха май.  Ҫак ĕҫре патшалăх программипе анлăн усă курмаллине каласа хăварнă.

«Научно-производственное объединение «Каскад» АО директорсен канашĕн председателĕ Константин Маскевич предприяти пĕр шай лайăх  аталанса пынине пĕлтернĕ, кăтартусем ҫулсерен ӳссе пынине хыпарланă. Халăхăн вăтам ĕҫ укҫи ӳснине, ĕҫлекенсен йышĕ нумайлансах пынине палăртнă. Ертӳҫĕ Чăваш Республикин Правительствине пысăк тĕрев парса пулăшнăшăн тав сăмахĕсем каланă. Предприяти ăнăҫлă аталанса пытăр тесе, регионта суту-илӳпе промышленноҫ палати те сахал мар витĕм кӳнине асăннă, Раҫҫей шайĕнче вĕсен таварĕсем тивĕҫлĕ вырăн йышăнаҫҫĕ тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.  

«Химпром»  ПАО таварсен калăпăшне чылай ӳстернĕ. Унăн ертӳҫи Дмитрий Соколов ҫитĕнӳсене предприятине кулленех модернизациленине кура тума пулать тенĕ, инвестициллĕ проектсем хăватлăн пурнăҫа кĕрсе пынине те асăнса хăварнă.  Ĕҫлекенсен вăтам ĕҫ укҫи 30 пине ҫитнĕ. Кăтарту маларахри тапхăртан 4 процент хăпарнă. Вĕсем ыр кăмăллăх акцине те хастар хутшăнаҫҫĕ, кадетсен корпусне ҫĕклесе пыма пулăшу куҫарнă. Ҫĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕпе те вĕсем тачă ҫыхăнса ĕҫлени ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев «Химпром» предприятине ырласа тав тунă.  

«ЧЭАЗ» АО кăтартусем кăштах чакнă. Предприятийĕн генеральнăй директорĕн ҫумĕ Алексей Шурдов хăйĕн сăмахĕнче саккасĕсем сахал тесе сăлтавланă.

Регион Пуҫлăхĕ организацине тухăҫлăрах ĕҫлеме чĕнсе каланă. Пуласлăхра тĕллевсем сахал мар тенĕ Алексей Шурдов.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов уй-хир ĕҫĕсем пирки чарăнса тăнă. Регионта хĕрӳ ĕҫ пынине хыпарланă.

«2024-мĕш ҫул тĕлне начар пурăнакансен шутне пирĕн 2 хут чакармалла. Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пырасси ыйту кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Халăхăн шалу укҫи кулленех хăпармалла.  Пирĕн приоритетлă ыйтусене тĕрĕс палăртса пымалла», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика