Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкун
08.04.2018 Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкун

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем!

 Православи тӗнне ӗненекен мӗнпур ҫынна Мӑнкун ячӗпе ӑш­шӑн та­та чун-чӗререн саламлатӑп!

Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – христиан тӗнчи паллӑ тӑвакан чи сумлӑ уявсенчен пӗри. Вӑл пурнӑҫ ҫӗнелсе вӑй илнине сӑнар­лать, пи­рӗн ҫемьесене ӗненӳ ҫуттине парнелет, чӗресене вӗҫсӗр-хӗрсӗр юра­­­тупа тата ша­нӑҫпа тултарать, ырӑ ӗҫсем тума тата пар­­ха­тарлӑ тӗл­лев­семпе ҫунатланма хав­ха­лан­тарать.

Мӑнкун уявӗ турра ӗненекенсемшӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех пи­рӗн халӑхӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан ӑс-хакӑл культурине, унӑн пуян йӑли-йӗркипе кӑмӑл-сипет никӗсӗсене пысӑка хурса хакла­кан кашни ҫын­шӑ­нах пӗл­терӗшлӗ. Мӑнкун ҫынсене пӗр чӑмӑра пӗр­лешме, вӗсен чунлӑхне аталантарма, ырӑлӑхпа ҫынлӑх идеа­лӗ­­сем пат­нелле туртӑнма пулӑшать.

Христиан тӗнӗн ырӑ йӑлине пӑхӑнса эпир ҫак кун мӗнпур ӗҫпе кул­ленхи хӗвӗшӳ ҫинчен манма, хамӑрӑн туйӑмсемпе шухӑш-ӗмӗ­те та­сат­ма тӑрӑшатпӑр тата ҫывӑх ҫынсемпе, тӑвансемпе пӗр­ле пурнӑҫ ҫӗн­­терӗвӗ­шӗн савӑнатпӑр.

Сире пӗтӗм чӗререн тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, чун хавалӗпе ҫи­рӗп сывлӑх, ырлӑхпа ҫитӗнӳсем тата Турӑ пу­лӑ­шӑвне туйма су­натӑп!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                       Михаил Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика