Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Çӑлав службин ӗҫченӗсен кунӗ
27.12.2016Çӑлав службин ӗҫченӗсен кунӗ

Чӑваш Ен ҫӑлав службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! 

Хӑвӑрӑн професси уявӗпе – Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн салам­ланине йышӑнсамӑр!

Ку вӑл хӑюллӑ та яваплӑ тата чун хавалӗпе вӑйлӑ, ыттисене ҫӑлас­сишӗн хӑйсен пурнӑҫне пама хатӗр ҫынсен уявӗ.

Пирӗн ҫӑлавҫӑсен пысӑк шайри професси ӑсталӑхӗ ҫинчен респуб­ликӑра кӑна мар, регион тулашӗнче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Кӑҫал кӑна Чӑваш Республикинчи шыравпа ҫӑлав службин тата Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Республикинчи сотрудникӗсем 1000 хутчен ытла ҫула тухнӑ, вӗсен пар­ха­тарлӑ ӗҫӗн кӑтартӑвӗ – ҫӑлса хӑварнӑ ҫӗр-ҫӗр ҫыннӑн пур­нӑҫӗ.

Республикӑри хуласемпе районсенче ҫӑлав станцийӗсене упраса хӑ­варнӑ кӑна мар, вӗсем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ тата вӑл е ку вырӑнта инкек пу­л­нине пӗлтерекен хыпара илсенех ҫӑлавҫӑсене ҫавнашкал вы­рӑна вӑ­хӑтра ҫитме пулӑшаҫҫӗ.  

Эсир малашне те Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнса ӗҫлессине, хӑвӑр тивӗҫӗре патӑррӑн пурнӑҫлассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп. Эпӗ сире ыр­ми-канми ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп.

Хӑйсене улӑштарма тивӗҫлӗ ӑру пӑхса ҫитӗнтернӗ тата ҫамрӑксене пат­риотла воспитани парас тӗлӗшпе пархатарлӑ ӗҫ тӑвакан ветера­нсене уйрӑм­мӑн тав туса хӑваратӑп. 

Умри тӗллевӗрсене пурнӑҫлас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем, сире тата си­рӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене тӑнӑҫлӑх, мӗнпур лайӑххине, ырлӑх тата ҫӗк­ленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм сунатӑп!

        

 Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                     М.В. Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика