Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Вӑрман отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ
16.09.2018 Вӑрман отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ

Вӑрман отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветаранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Республики хӑйӗн вӑрманӗсен илемлӗхӗпе паллӑ. Вӑрмансем – ҫут ҫанталӑкӑн хаклӑран та хаклӑ парни, ӑна пула территорисен экологи тӑрӑмӗ тата халӑх сывлӑхӗ лайӑх шайра сыхланса упранать. Хамӑр тӑрӑхри симӗс пуянлӑха килес ӑрусемшӗн сыхласа хӑварасси – пирӗн пӗрлехи тӗллевӗмӗр.

Республикӑра вӑрман фондне хӳтӗлессипе ӑна ҫӗнетсе пырасси тата вӑрман хуҫалӑхӗн сферинче саккунсене ҫирӗп пӑхӑнса тӑрасси ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗхпе пӑхаҫҫӗ.

Вӑрман отраслӗн ӗҫченӗсем пурнӑҫлакан ӗҫсем обществӑшӑн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ. Эсир вӑрман пуянлӑхӗпе вырӑнлӑ усӑ курассине тивӗҫтеретӗр, симӗс лаптӑксене ҫӗнӗрен чӗртсе тӑрататӑр, ҫут ҫанталӑкӑн сайра йышши комплексӗсене, сайра тӗл пулакан ӳсен-тӑранпа чӗр чунсен тӗсӗсене сыхласа хӑварма пулӑшатӑр, регион экологине лайӑхлататӑр.

Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫут ҫанталӑка сыхлас тӗллевпе тӑвакан ӗҫсене ҫулсерен йышлӑрах хутшӑнаҫҫӗ. Экологи организацийӗсем хастар ӗҫлеҫҫӗ, экологи сферинче волонтерлӑх юхӑмӗ лайӑх аталанать, йывӑҫ-тӗм лартас тата вӑрман территорийӗсене ҫӳп-ҫапран тасатас тӗллевпе йӗркелесе ирттерекен акцисен шучӗ ӳсет.

Вӑрман отраслӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене юратнӑ ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн, ҫут ҫанталӑка тирпейлӗ упранӑшӑн, Чӑваш Енӗн вӑрман пуянлӑхне сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшнӑшӑн тав тӑватӑп.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑх, пултаруллӑ ӗҫӗрте ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                  Михаил Игнатьев

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика