Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ
08.03.2018Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ

Хаклӑ хӗрарӑмсем!

Сире Пӗ­тӗм тӗн­чери хӗ­ра­рӑм­сен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! 

Пирӗн пурнӑҫри мӗнпур лайӑххи этемлӗхӗн хӳхӗм пайӗпе ҫыхӑннӑ. Эсир тӗн­­­­чене ырӑрах тӑватӑр, кил-йышшӑн ырми-канми тӑрӑ­ша­тӑр, пурнӑҫ пар­не­ле­тӗр. Хӑвӑрӑн илӗртӳлӗхӗрпе ӑсӑра, пурнӑҫри ҫирӗплӗхе тата хар­сӑр кӑ­­мӑлӑра пу­­­ла эсир ҫемье вучахне тивӗҫлӗн сыхласа упратӑр.

 Арҫынсем сирӗн илемлӗхӗрпе евӗклӗхӗртен, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалан­тарма пӗлнинчен, ҫепӗҫлӗхӗрпе ырӑ кӑмӑлӑртан хӑпартланса тӗ­лӗ­неҫҫӗ.        

Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсем пултаруллӑ, хастар тата ӑнӑҫуллӑ. Эсир общест­вӑн политикӑпа экономика тата социаллӑ пурнӑҫне хастарлӑн хут­шӑ­­на­тӑр, тӑван ҫӗр аталанӑвне питӗ пысӑк тӳпе хыватӑр. 

Ҫитӗнекен ӑрӑва пӑхса ӳстерес ӗҫри ача амӑшӗн пӗлтерӗшне хак пама та ҫук. Вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне ачисене халаллать.

 Амӑшлӑхпа ачалӑ­ха сыхлас­­­си, ҫемье институтне ҫирӗплетесси, ҫура­лас­ӑха ӳс­терме майсем туса парасси патшалӑх политикин пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗл­­­лев­ӗ­сен шутӗнче. Юлашки ҫулсенче кӑмӑл-сипет, ҫемье хаклӑхӗсене халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунӑ. Ну­май ачаллӑ ҫемьесем пур енлӗн пу­лӑшу илсе тӑраҫҫӗ.

Эпир малалла та пирӗн хӗрарӑмсем малашлӑха ырӑ шанчӑкпа пӑх­ма пул­­тарччӑр тесе мӗн кирлине йӑлтах тума тӑрӑшӑпӑр.    

Сирӗн пурнӑҫӑр яланах ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ пултӑр, килӗрте тӑ­нӑҫ­лӑхпа ыр­лӑх тата пӗр-пӗрне ӑнланни хуҫаланччӑр.    

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑхпа телей, ҫитӗнӳсем тата юрату су­натӑп!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                               Михаил Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика