Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Юрист кунӗ
03.12.2017Юрист кунӗ

Чӑваш Ен юридици пӗрлӗхӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире Юрист кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Граждансемпе организацисен тата патшалӑхӑн право хӳ­тӗ­­левне тивӗҫтернӗ май эсир саккуна тата тӗрӗслӗхе тӗп вы­рӑна хуракан пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллеве пурнӑҫлатӑр.

Чӑваш Ен юрисчӗсем хӑйсен професси тивӗҫӗсене чыслӑн пур­нӑҫласа пыраҫҫӗ, пурнӑҫӑн кирек хӑш сферинче те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ, пра­во йӗркине шанчӑклӑн тытса пырас, обществӑпа пат­ша­лӑ­х ҫирӗплӗхне вӑйлатас, халӑхӑн право культурине ӳстерес ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хываҫҫӗ.

Республикӑра граж­дансен хӳтлӗхсӗр ушкӑнӗсене тӳлев­сӗр право пулӑшӑвӗпе тивӗҫтереҫҫӗ. Юлашки пилӗк ҫулта ҫав­на­шкал пулӑшупа регионта пурӑнакан 200 пине яхӑн ҫын усӑ кур­нӑ.

Эсир хӑвӑрӑн професси ӑсталӑхне малашне те ӳстерсе пы­­расса, граждансен конституцире палӑртнӑ ирӗкӗсемпе ирӗк­лӗ­хӗсене тата саккунлӑ интересӗсене чыслӑн та тӳрӗ кӑмӑлпа хӳтӗлессе ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем тата мӗнпур лайӑх­хи­не сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              Михаил Игнатьев.


Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика