Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ
15.05.2017Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе салам­латӑп!

Ҫемье институчӗ – этемлӗх историйӗнчи чи авалхи тытӑм­сенчен пӗри. Вăл общество тăнăçлăхĕн тата ырлӑхĕн тĕп никĕсĕ шутланать.

«Ҫемье ҫавӑрмасӑр телейлӗ пулаймӑн», – теҫҫӗ халӑхра. Ҫемьене пурнӑҫри чи хаклӑ тупра тата тӗрев вырӑнне хурса шанчӑклӑн упрама тӑрӑшӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсене чунтан юратнине, тав сӑмахсем час-часах калама ан манăр.

Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп приоритечĕ - çемье хаклăхĕсене тĕпе хурса ача амăшĕпе ачалăх институтне аталантарасси, нумай ачаллă çемьесене социаллă хӳтлĕх парасси.

Халӑхӑмӑрӑн авалтан пыракан йӑли-йӗрки атте-аннене тата ватӑҫынсене хисеплеме, ҫемьене сума сума вӗрентет. Пи­рӗн ҫав ырӑ йӑласене упраса ӑру­ран-ӑрӑва тивӗҫлӗн куҫарса пымалла.

2017 ҫула Чӑваш Республикинче Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулта­лӑкӗ тесе пӗлтертӗмӗр. Ҫав ятпа йӗркелесе ирттерме палӑртнӑ ӗҫсем ҫемье институтне ҫирӗплетме, ашшӗ-амӑшӗн ят-сумне ӳстерме, ҫамрӑксене çирĕп ҫемье ҫавӑрма витĕм кӳрессине шанатăп.

Чӑваш Енри пӗтӗм ҫемьене чун-чӗререн ырлӑх-сывлăх, телей, ҫемье ӑшшине, килĕшӳ тата çураçу сунатӑп!

 

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые соотечественники!

Поздравляю вас с Международным днём семьи!

Институт семьи – один из древнейших в истории человечества, основа благополучия и стабильности в обществе.

Без семьи нет счастья, гласит народная мудрость. Берегите семью как главную ценность и опору в жизни, чаще говорите слова любви и благодарности своим близким.

Поддержка семей с детьми, воспитание молодого поколения на основе семейных ценностей являются приоритетами государственной политики Чувашии.

Почтению к родителям и старшим рода, уважению к семье учат и традиции нашего народа. Мы должны обеспечить их сохранение и преемственность на благо потомков.

2017 год объявлен в Чувашской Республике Годом Матери и Отца. Уверен, что реализация запланированных в его рамках мероприятий будет способствовать укреплению института семьи, возвышению авторитета родителей, формированию ответственного подхода к построению крепких семейных отношений у молодёжи.

От всей души желаю всем семьям Чувашии счастья, благополучия, добра и гармонии!

 

Глава Чувашской Республики                                    Михаил Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика