Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Энергетик кунӗ
22.12.2018Энергетик кунӗ

Чӑваш Республикин энергетика отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Энергетик кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Эсир питӗ кирлӗ ӗҫ тӑватӑр, унӑн кӑтартӑвӗсем Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннӑн хӑтлӑ пурнӑҫӗшӗн те, регионӑн пӗтӗ­мӗшле аталанӑвӗшӗн те шутсӑр пӗлтерӗшлӗ.

Паян республикӑри энергетика комплексӗнче пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем потребительсене энергипе пӗр кӑлтӑксӑр тата шанчӑклӑн тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ, промышленноҫа кал-кал ӳстерсе пымалли майсем йӗркелеҫҫӗ.

Чӑваш Ен энергетика вӑй-хӑвачӗ ҫулсерен пысӑкланать, отрасль предприятийӗсен производствӑпа технологи никӗсӗ ҫӗне­лет, малта пыракан технологисем ӗҫе кӗреҫҫӗ, генерацилекен ҫӗ­нӗ хӑватсем хута каяҫҫӗ. Ҫакӑ сире энергипе усӑ курассин калӑ­пӑшӗсем хӑвӑрт ӳссе пыракан лару-тӑрура умри пӗтӗм тӗллеве ӑнӑҫлӑн татса пама май парать тата экономикӑн чӑн секторне аталантарма лайӑх майсем тӑвать.

Мӗнпур энергетика ҫӑмӑл мар ӗҫӗшӗн тата професси ӑста­лӑхӗшӗн тав тӑватӑп.

Ҫирӗп сывлӑх, телей, ырлӑх, тухӑҫлӑ та кӑлтӑксӑр ӗҫлеме тата Чӑваш Енпе аслӑ ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                Михаил Игнатьев

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика