Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Раççей кунӗ
12.06.2018Раççей кунӗ

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Раҫҫей кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Ку уяв нумай нациллĕ аслă Раҫҫей ҫыннисене пĕрлештерет. Вăл пире ҫĕршывăн хальхи пурнăҫĕшĕн тата пуласлăхĕшĕн яваплă пулмаллине аса илтерет. Раҫҫей халăхĕ капашсăр пысăк ĕҫсем туни ҫĕршыва вăйлатать. Эпир Раҫҫейпе мăнаҫланатпăр, вăл аталантăр, чечеклентĕр тесе мĕн пур вăя паратпăр, ҫитĕнӳсене нумайлататпăр.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Раҫҫейшĕн, унăн тивĕҫлĕ пуласлăхĕшĕн тата граждансен тăнăҫлăхĕшĕн пирĕн палăртнă тĕллевсем патне ҫирĕппĕн пĕрле утмалла тени уйрăмах хаклă. Эпир Тăван ҫĕршыва юратни, тăрăшса ĕҫлени ырлăх кӳтĕр, ҫĕршыва аталантарма тата ҫирĕплетме пулăштăр!

Чăваш Енре пурăнакансене ҫирĕп сывлăх, ăнăҫу тата ҫĕршыв ырлăхĕшĕн, ыранхи куншăн ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                     Михаил Игнатьев

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика