Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Суту-илӳ тата общество апатланăвĕн сферин ӗҫченӗсен кунӗ
01.08.2019Суту-илӳ тата общество апатланăвĕн сферин ӗҫченӗсен кунӗ

Суту-илӳ тата общество апатланăвĕн сферин хисеплĕ ĕҫченĕсем!

Отрасль ветеранӗсем!

 Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Хальхи обществăн пурнăҫĕнче суту-илӳ сферисĕр ниепле те май килмест. Ҫак отраслĕн ĕҫченĕсен ăсталăхĕнчен, чун ăшăлăхĕпе чăтăмлăхĕнчен нумай чухне ҫынсен кăмăл-туйăмĕ, вĕсен пурнăҫ условийĕсем те килеҫҫĕ.

Суту-илӳ ĕҫченĕсем пĕр вырăнта тăмаҫҫĕ  хальхи туянаканăн ыйтăвĕсене тишкерсе хăйсен клиенчĕсем валли хушма меллĕ условисем йĕркелеҫҫĕ. Суту-илӳ тытăмĕ питĕ хăвăрт аталанать: ҫĕнĕ объектсем уҫăлаҫҫĕ, сайра тĕл пулакан суту-илӳ сĕнĕвĕсем пулаҫҫĕ, хальхи йышши технологисем ĕҫе кĕреҫҫĕ, халăх ыйтăвĕсене тивĕҫтересси хăвăртланаҫҫĕ, таварсен ассортименчĕ пысăкланать тата вĕсемпе ҫыхăннă пулăшу ĕҫĕсен тĕсĕсем анлăланаҫҫĕ.

Суту-илӳ ĕҫченĕсен пĕлĕвĕ, опычĕпе ăсталăхĕ наци экономикин ӳсĕмĕн, халăх кăмăл-туйăмĕн лайăхланăвĕн никĕсĕ пулса тăраҫҫĕ.

Сире яваплăхшăн тата хăвăр ĕҫĕре парăннăшăн пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп.

Ҫирĕп сывлăх, чечекленӳ, ĕҫре ҫитĕнӳсем, Чăваш Республикинче пурăнакансен ырлăхĕшĕн ҫĕнĕ шухăшсене пурнăҫа кĕртме сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                          Михаил Игнатьев 

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика