Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Энергетиксен кунӗ
22.12.2017Энергетиксен кунӗ

Чӑваш Ен энергетика отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Энергетика экономикӑн чи кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗ­ри шутланать. Регионӑн ҫирӗп аталанӑвӗ тата унта пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗ ытларах чухне унӑн тухӑҫлӑхӗпе шанчӑклӑхӗнчен килет.

Кӑҫал Чӑваш энергетика управленийӗ 60 ҫул тултарчӗ. Ҫав ҫулсен тапхӑрӗнче отрасль ӗҫченӗсен пысӑк ӑсталӑхне, ырми-канми тӑрӑшулӑ­хне тата ӗҫе чунтан парӑннине пула республикӑн энергетика вӑй-хӑват­не аталантарас тӗлӗшпе курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тунӑ.

Паян Чӑваш Ен энергетика комплексӗнче пысӑк ӑсталӑхлӑ, произ­водствӑри темле кӑткӑс тӗллевсене те татса пама пултаракан специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. Эсир ӑшӑпа электроэнергие потребительсене пӗр кӑл­тӑксӑр ҫитерсе паратӑр, стратегиллӗ тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объект­сен энергетика хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтеретӗр. Сире яваплӑ ӗҫӗршӗн тата тӗрлӗ аварисене сирсе янӑ чухне килӗшӳллӗн те кал-кал ӗҫлеме пӗлнӗ­шӗн тав тӑватӑп.

Чӑваш энергетикӗсем социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн пысӑк пӗлте­рӗшлӗ тӗллевӗсене татса парас ӗҫе малашне те витӗмлӗ тӳпе хывасса шан­са тӑратӑп.

Отраслӗн пӗтӗм ӗҫченне ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, тухӑҫлӑ та кӑлтӑксӑр ӗҫлеме тата предприятисен экономика тӗлӗшӗнчи ҫирӗплӗхне сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                  Михаил Игнатьев  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика