Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Раҫҫей наукин кунӗ
08.02.2017 Раҫҫей наукин кунӗ

Наука сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем!    

Наука вӑй-хӑватне ӳстерсе пырасси, ҫӗнӗлӗхсене ӗҫе кӗртесси, им­порта технологи енчен улӑштарассине тивӗҫтересси – стратегилле тӗл­лев, вӑл Чӑваш Енре ком­плекслӑ майпа пурнӑҫланать.

Республикӑра ачасемпе ҫамрӑксене инженерипе техника пӗлӗвне тӑ­тӑш вӗрентмелли сайра йышши тытӑм йӗркеленет. Регионти вӗренӳ  заведенийӗсем тӗпчевсене экономика отраслӗсене хываҫҫӗ,  малта пыракан промышленность производствисен никӗсӗ ҫинче кафедрӑсем туса хураҫҫӗ. Пирӗн ӑсчахсем шухӑшласа кӑларнӑ япаласемпе пурнӑҫра ан­лӑн усӑ кураҫҫӗ, вӗсене серипе кӑларма производствӑна кӗртеҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе Раҫҫейри тарӑн тӗп­чевсен фончӗ тухӑҫлӑ та усӑллӑ хутшӑнса ӗҫлени 76 наукӑпа тӗпчев про­ектне пулӑшу пама 32 миллион тенкӗ явӑҫтарма май пачӗ.

На­укӑпа техника сферинче Пӗчӗк предприятисене аталантарма пу­лӑшакан фонд енӗпе  вара 148 млн тенкӗ явӑҫтарнӑ, вӑл  Чӑваш Респу­б­­ликин 226 проектне ырланӑ.

Паян Чӑваш Ен ӑсчахӗсен хӑйсен ӑс-хакӑл вӑйне пурнӑҫа кӗртме лайӑх майсем пур.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ никӗсӗ ҫинче транспортпа ял хуҫалӑх машиностроенийӗн Шупашкарти инжиниринг цент­р­не 2016-2020 ҫул­сенчи тапхӑрта туса хумалли тата аталантармалли стратегилле програм­ма пат­шалӑх пулӑшӑвне тивӗҫмелли уҫӑ конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ. Ӑна пур­нӑҫлама асӑннӑ аслӑ шкула икӗ ҫул хушшинче 100 миллиона яхӑн укҫа-тенкӗ уйӑрса па­раҫҫӗ.

Яш-кӗрӗмӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пуҫарӑвӗсене те укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшатпӑр. Пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн ҫамрӑксем Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн премийӗсене, Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗсене, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендийӗсене тивӗҫеҫҫӗ, ҫавӑн пекех «Ҫулталӑк аспиранчӗ», «Чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчах» конкурссем ир­теҫҫӗ.

Наука ӗҫченӗсене интереслӗ те усӑллӑ ҫӗнӗ идейӑсем  тата вӗсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртме сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                  М. Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика