Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Нефтьпе газ промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунӗ
02.09.2018Нефтьпе газ промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунӗ

Нефтьпе газ промышленноҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! 

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Нефтьпе газ отраслӗн ӗҫченӗсем республика аталанӑвне пысӑк тӳ­пе хываҫҫӗ тата пӗлтерӗшлӗ чылай тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ. Чӑ­ваш Енре газ хуҫалӑхӗн объекчӗсене ҫулсерен ҫӗнетеҫҫӗ тата ҫӗнӗрен туса лартаҫҫӗ, «кӑвак ҫулӑмпа» усӑ курнӑ чухнехи экономикӑпа  экологи ту­хӑҫлӑхне ӳстермелли ҫӗнӗ технологисемпе оборудовани­­сене ӗҫе кӗ­ртеҫҫӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн регионӗсене газ кӗртмелли программа ша­йӗн­че «Газпром регионсен хуш­шинчи газ» тулли мар яваплӑ общество республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ проекта – Атӑл леш енне газ илсе ҫитерес ӗҫе пурнӑҫлама тытӑнчӗ.

Чӑваш Ен нефте трубопроводсем тӑрӑх куҫарас сферӑри тӗп профессисем валли кадрсем хатӗрлекен центр шутланать. «Транснефть» АК» акционерсен уҫӑ обществин тытӑмӗнчи вӗренӳ учрежде­нийӗ шутланакан Канашри транспортпа энергетика техникумӗ Раҫҫейӗн мӗн­пур ре­гионӗ валли кирлӗ специалистсем вӗрентсе кӑларать.

Нефтяниксемпе газ отраслӗнче вӑй хуракансем республикӑри ху­ласемпе районсен пурнӑҫне хастарлӑн хутшӑнаҫҫӗ, культурӑпа наукӑна, вӗре­нӗве тата спо­р­та аталантарма пулӑшаҫҫӗ.

Нефтьпе газ комплексӗн ӗҫченӗсен яваплӑхӗпе професси ӑста­лӑхӗ Чӑваш Енӗн промышленноҫ объекчӗсемпе социаллӑ учреж­де­­ни­йӗсене энергипе шанчӑклӑн та пӗр кӑлтӑксӑр тивӗҫтерессине ҫирӗппӗн шанса тӑма май параҫҫӗ.

Хисеплӗ нефтяниксемпе газ отраслӗн ӗҫченӗсем! Эсир пирӗн килсене ҫутӑпа тата ӑшӑпа тивӗҫтеретӗр, эппин, сирӗн ҫемье вучахӗ те яла­нах хӗрӳ пултӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсемпе тӑванӑрсен юратӑвӗ тата пулӑ­шӑ­вӗ сире Чӑваш Енпе Раҫҫей ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалан­тарса тӑччӑр!

Хӑйӗн пурнӑҫне нефтьпе газ промышленноҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ пӗ­тӗм ҫынна ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх тата мӗнпур лайӑххине су­на­тӑп! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                               Михаил Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика