Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Çĕнĕ 2017 çул
31.12.2016Çĕнĕ 2017 çул

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Пĕтĕм чĕререн сире Çĕнĕ 2017 çул тата Христос çуралнă çутă кунпа саламлатăп!

Иртнĕ çула эпир Чăваш Енре пурăнакан ĕçчен халăха мухтас тĕллевпе Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтертĕмĕр.

Ĕç çыннисем кунсерен паттăрлăх кăтартнине тивĕçлипе хакласа, эпир пурнăçăн пахалăхĕ шайне ÿстерме май паракан, обществăпа политика  лăпкăлăхне упракан тата çирĕплетекен тĕрлĕ программăсене пурнăçлас ĕçе малалла тăсрăмăр.

Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн инвистици тĕлĕшĕпе чи илĕртÿллĕ ултă субъекчĕн йышне кĕчĕ.

Республикăра ача сачĕсемпе шкулсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, поликлиникăсем, сывлăха çирĕплетме пулăшакан физкультура комплексĕсем нумайланчĕç.

Нумай ачаллă çемьесен тата чылай çул пурăнакансен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ.    

Паян вара пирĕншĕн çемьене тата халăхăмăрăн пĕрлĕхне мĕн авалтан пыракан ырă йăла-йĕркесен никĕсĕ çинче  çирĕплетесси тĕп тĕллев пулса тăчĕ. Шăпах çакна пула, обществăлла организацисем сĕннине шута илсе, 2017 çула  Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтертĕмĕр.

Раççей Президенчĕ  Экологи çулталăкĕ тесе йышăннă 2017-мĕш çул кашни çыншăнах çутçанталăка çеç мар, чун тасалăхне те упрас тĕлĕшпе аталану çулĕ пулса тăтăр.

Хаклă туссем!  

Эпĕ шанатăп та ĕненетĕп: çĕнĕ çулта эпир сирĕнпе тăван Чăваш Енĕмĕрĕн экономикипе социаллă пурнăçне тата çине тăрса аталантарăпăр!

Эсир шанни, ĕмĕтленни пурнăçлантăр! Сирĕн килĕрсенче яланах ача-пăча кулли янăратăр, унта чун ăшши хуçалантăр!     

Çĕнĕ 2017 çулта эпĕ сире  ăнăçупа тăнăçлăх тата телейпе ырлăх сунатăп!    

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                М.Игнатьев 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика