Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Вӗрентекенcен кунӗ
05.10.2017 Вӗрентекенcен кунӗ

Хисеплӗ педагогсем тата пӗлӳ отраслӗн ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

 Ҫак кун эпир юратнӑ учительсене ӑшшӑн тата чунтан тав туса аса илет­пӗр. Пысӑк ӑсталӑхлӑ вӗрентекенӗмӗрсем хамӑра ӑс панисене эпир пурнӑҫ тӑ­рш­­шӗпех асра упратпӑр.

Чӑваш Ен вӗрентӳ тытӑмӗнче 22 пин ытла педагог тӑрӑшать. Хӑй­сен пархатарлӑ тивӗҫне вӗ­сем куллен-кун чыслӑн тата чунне парса пур­нӑҫлаҫҫӗ.

Республика хӑйӗн пултаруллӑ вӗрентекенӗсемпе чӑннипех мухтан­ма пул­тарать. Вӗсем пӗлӳ паракан ачасем Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссемпе олим­пи­а­дӑсенче ҫӗнтереҫҫӗ, экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытаҫҫӗ тата ҫӗршыври малта пыракан аслӑ шкулсене вӗренме кӗреҫҫӗ. Педагогсен пӗрлӗхӗн ӗҫ тухӑҫ­лӑхне Чӑваш Ен шкулӗсем ҫулсерен Раҫҫейри чи ла­йӑх шкулсен йышне кӗни те уҫӑмлӑн ҫирӗплетет.

Хаклӑ вӗрентекенсем, сире профессие парӑннӑшӑн, тарават чунлӑ, ҫи­рӗп те чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн тата ачасене чун-чӗререн юратнӑшӑн тав тӑватӑп.

Сирӗн ҫут ӗҫ анинчи ырми-канми ӗҫӗр тата пур­нӑҫ­ри яваплӑхлӑ хас­тарлӑхӑр – килес ӑрусен ҫитӗнӗвӗн, эппин, рес­публи­кӑ­мӑрпа ҫӗр­шы­вӑ­мӑрӑн тивӗҫлӗ пуласлӑхӗн те, шанчӑклӑ ни­кӗсӗ.

Сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану, тулли телей, ҫемье ыр­лӑх­не, тӑ­нӑҫлӑх тата мӗн пур ыррине сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                    Михаил Игнатьев  

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика