Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Раҫҫей наукин кунӗ
08.02.2018Раҫҫей наукин кунӗ

Наука сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем!    

Сире Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

 Чӑваш Енӗн наука вӑй-хӑвачӗ чӑннипех пысӑк. Ҫакна пирӗн ӑсчах­сем тӗрлӗ сфе­рӑра тӑвакан ҫитӗнӳсем шанчӑклӑн ҫирӗплетеҫҫӗ, вӗсене пат­­шалӑх шайӗнче пулӑшу кӳреҫҫӗ, инновациллӗ таварсем туса кӑ­лара­кансем те вӗсемпе хӑйсен ӗҫӗнче хапӑл туса усӑ кураҫҫӗ.

Паян наука пӗрлӗхӗ техника тата ҫут ҫанталӑк пӗлӗвӗсем, гуманитари ӑслӑлӑхӗсем енӗпе 200 ытла тӗплӗ те тарӑн тата практикӑллӑ тишкерӳ-тӗпчев ирттерет. Асӑннӑ ӗҫсене тивӗҫлӗн пурнӑҫлама  респуб­ликӑра 65 наука шкулӗ, 15 конструктор бюровӗ, 43 тӗпчев лабораторийӗ туса хунӑ.

    Патшалӑх политики ӑслӑлӑх, вӗрентӳ тата инноваци ӗҫ-хӗлне пулӑшса пыма тӗллев лартать.

Влаҫ органӗсемпе наука сферин тата чӑн экономика секторӗн ӗҫ­ченӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени ӑслӑлӑх туса хатӗрлекен япаласене производствӑна васкавлӑн кӗртме ҫул уҫать. Аслӑ шкул наукипе промышленноҫ пӗрле ӗҫлемелли ҫӗнӗ майсем аталанаҫҫӗ, ӑслӑлӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ отрасльсенче мала иртмелли проектсем пур­нӑҫланаҫҫӗ, туса кӑларакан инновациллӗ таварсен тӗсӗ тата калӑпӑшӗ  пы­сӑк­ланать.

Пӗтӗм продукцин калӑпӑшӗнче инновациллӗ таварсен танлаш­таруллӑ виҫи 25 процента яхӑн. Ҫакӑ Чӑваш Ене инновацие аталантармалли кӑ­тарту енӗпе Раҫҫейре малта пыракан регионсен йышӗнче сыхланса юлма май парать.                 

Хӑйсен пултарулӑхӗпе вӑй-халне ӑслӑлӑха халалланӑ мӗнпур ҫын­нӑн ырми-канми ӗҫӗ малашне те республика пуянлӑхне ӳстерсе пыма, ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма, Чӑваш Ене тата аслӑ Раҫҫее пысӑк усӑ кӳме пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫлӑх, ҫӗнӗ идейӑсемпе проектсем  тата пӗлтерӗшлӗ ҫĕннине тĕпчесе пĕлме сунатӑп.

 


Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                Михаил Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика