Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Чăваш Енри уголовлă айăплава пурнăçлакан тытăмăн ĕçченĕсен кунĕ
15.03.2017Чăваш Енри уголовлă айăплава пурнăçлакан тытăмăн ĕçченĕсен кунĕ

ăваш Енри уголовлă айăплава пурнăçлакан тытăмăн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

  Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Раççейĕн айăплава пурнăçлакан федераци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ушкăнĕ судпа айăпланнă çынсене саккуна пăхăнса пурăнмалли пурнăçа тавăрассишĕн ырми-канми тăрăшать. 

Эсир ĕç тăвакан влаç органĕсемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, предприятисемпе, общество организацийĕсемпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлесе пыратăр. Çаксем пĕтĕмпех регионти общество тăнăçлăхне упраса хăварма витĕм кӳреççĕ, çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме пулăшаççĕ.

Чăваш Республикинче пурăнакансем, харпăр хăй пурлăх хăрушсăрлăхне пысăка хурса хакланине ирĕклĕ тĕпчевçĕсем те çирĕплетнĕ.

Сире тӳрĕ кăмăллă пулнăшăн, хастарлăхăршăн, хăвăра шанса панă ĕçе професси енчен пысăк шайра, яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав тăватăп.

Эсир хăвăрăн ансат мар ĕçĕрпе обществăри саккунлăхпа йĕркелĕхе, граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтеретĕр.  Чун-чĕререн сире ырлăх-сывлăх, пурнăçра хастар пулма сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                      Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика