01.09.2018Пӗлӳ кунӗ

Хисеплӗ вӗрентекенсем тата педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем!  

Хаклӑ шкул ачисемпе студентсем! 

Сире паллӑ уявпа – Пӗлӳ кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп. Календарьте авӑн уйӑхӗн 1-мӗшне уяв кунӗ пек палӑртман, анчах та вӑл пи­рӗн­шӗн пуриншӗн те – шкулпа студент ҫулӗсем тах­ҫанах хыҫа юлнисемшӗн те, ачисемпе мӑнукӗсене шкула ӑс­а­та­кан­­сем­шӗн те, пур­нӑҫ­не ҫӗнӗ ӑрӑва воспитани парса ӳстерес ӗҫе халал­ланӑ ҫын­сем­шӗн те, – чи пӗл­те­рӗшлӗ кунсенчен пӗри. Хӑйсен кун-ҫулӗнче пӗлӳ ҫурчӗн алӑкне пуҫласа уҫ­а­кан пул­­та­руллӑ та ҫи­рӗп тӗл­левлӗ пин-пин арҫын ачапа хӗ­ра­чашӑн вара пушшех те.

Пирӗн тӗллев – вӗренме чи лайӑх майсем тӑвасси, ҫамрӑк ӑрӑ­ва ҫи­рӗп пӗлӳ парасси тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратма вӗ­рен­тсе ҫи­тӗн­те­­­­рес­­си, хӑйсен пултарулӑхӗпе туллин усӑ курма пултаракан Раҫ­ҫе­йӗн ти­­­вӗҫ­лӗ граж­­да­нӗ­сене пӑхса ӳстересси. Паха пӗлӳ тата малта пыракан наука – патшалӑхӑмӑра экономика тӗлӗ­шӗнчен ҫи­рӗппӗн ат­алантармалли тата ун­ӑн гражда­нӗсен пурнӑҫӗн ырлӑхне ӳстерсе пымалли шанчӑклӑ ни­кӗс.

Хаклӑ туссем! Пӗлӳпе воспитани парас ӗҫре вӗрентекенпе воспитате-ль та­та преподаватель тӗп вырӑнта тӑраҫҫӗ.

Ҫамрӑксене тарӑн та тулли пӗлӳ илме кӑна мар, ҫавӑн пекех хар­пӑр хӑйӗн ырӑ тӗслӗхӗпе хавхалантарса вӗ­се­не пурнӑҫра хӑй­сен вы­рӑнне ту­п­­ма пу­лӑша­кан вӗрентекенсене чун-чӗререн тав тӑ­ватӑп.

Ҫывхарса килекен вӗренӳ ҫулӗнче пурсӑра та ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем! Пӗлӳ тӗ­н­чинелле ҫул тытакан сирӗн карапӑрсемшӗн ҫил яланах ҫула май пул­тӑр! Те­лей­лӗ ҫул!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                           Михаил Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика