Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Ҫӑлавҫӑ кунӗ
27.12.2018Ҫӑлавҫӑ кунӗ

Чӑваш Енӗн ҫӑлав службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Эсир чи харсӑр та пархатарлӑ, йывӑр та хӑрушӑ ӗҫсенчен пӗрне суйласа илнӗ. Ӑна пурнӑҫлама хӑюлӑхпа чӑтӑмлӑх, ҫӳллӗ шайри ӑста­лӑх тата хӑв хӑрушлӑха лекме пултарассине пӑхмасӑр ҫын пурнӑҫне ҫӑлма хатӗр пулни кирлӗ.

Чӑваш Ен ҫӑлавҫисем темле йывӑр лару-тӑрура та пысӑк ӑсталӑх­па тата килӗшӳллӗн те кал-кал ӗҫлеме пултарнине пӗр хутчен кӑна мар кӑтартса пачӗҫ. Майсӑр лару-тӑрӑва сирсе яма шӑпах эсир чӑн малтан пырса ҫитетӗр, техникӑпа ҫут ҫанталӑк сӑлтавӗсене пула сиксе тухнӑ пушарсенче, ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсенче, шыв илнӗрен тата ытти синкерте шар курнӑ ҫынсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу паратӑр. Вӑхӑтра тунӑ ӗҫсене пула ҫӗршер ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма, пур­лӑх тӗрӗс-тӗкеллӗхне тивӗҫтерме май килет.

Эпир ҫӑлав службисене техника тата ытти хатӗр-хӗтӗр тӗлӗшӗн­чен пуянлатасси ҫине яланах тимлӗн пӑхатпӑр.

Эсир республикӑра пурӑнакан ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес­сишӗн малашне те мӗн кирлине пӗтӗмпех тӑвасса ҫирӗппӗн шанса тӑ­ратӑп.

Сире ырми-канми ӗҫӗршӗн тата тивӗҫе парӑннӑшӑн тавтапуҫ.

Ҫӑлав тытӑмӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене ҫирӗп сывлӑх, ҫемье ырлӑхне тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                              Михаил Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика