Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Энергетика отраслӗн ӗҫченӗсен кунĕ
22.12.2016Энергетика отраслӗн ӗҫченӗсен кунĕ

Чӑваш Ен энергетика отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Паян республикӑри энергетика предприятийӗсенче пысӑк ӑсталӑх­лӑ, темле кӑткӑс объектсен энергетика хӑрушсӑрлӑхне те тивӗҫтерме, ма­­­л­та пыракан технологисене алла илме, промышленноҫӑн кал-кал ӳсӗ­мӗ валли лайӑх майсем йӗркелеме пултаракан специалистсем ӗҫлеҫҫӗ.   

Чӑваш энергетикӗсем васкавлӑн та килӗшӳллӗн ӗҫлеме хатӗр пулни­не, майсӑр лару-тӑру вӑхӑтӗнчи кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтер­­ме пул­тарнине пӗр хут ҫеҫ мар кӑтартса пачӗҫ.

Отрасль ветеранӗсем хывса хӑварнӑ энергетикӑн ҫирӗп никӗсӗ ҫа­м­рӑк специалистсене энергетика сферинчи пысӑк пӗлте­рӗш­лӗ тӗллев­се­не чыс­­лӑн пурнӑҫлама май парассине шанса тӑратӑп.                       

 Энергетика отраслӗнче вай хуракан мӗнпур ҫынна ҫирӗп сывлӑх, ҫи­­тӗнӳсем сунатӑп, яланах тухӑҫлӑ тата кӑлтӑксӑр ӗҫлемелле пултӑр. Си­ре тата сирӗн ҫы­вӑх ҫыннӑрсене ӑнӑҫу, телей!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                              М. Игнатьев 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика