24.11.2017Анне кунӗ

Анне кунӗ – ҫутӑран та ҫутӑ, таса, чуна хумхантаракан уявсенчен пӗ­ри, ҫав ытарми вӑхӑтра эпир ачасене пӑхса ҫитӗнтерекен мӗнпур хӗ­ра­рӑма чунтан хисеплесе ӑш­пил­­лӗн тав тӑват­пӑр. Вӗсен ачаш аллисем кил вучахне типтерлӗн сыхласа уп­раҫҫӗ, пепке тивӗҫлӗн ӳссе ҫитӗнекен тата унӑн тавра­ку­рӑмӗ йӗр­келе­не­кен кил-ҫурта хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. 

Пирӗнтен кашнийӗншӗнех анне – пурнӑҫри чи хаклӑ ҫын. Вӑл яла­нах пулӑшма хатӗр шанчӑклӑ тус та, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем тума хавхалантаракан пӗрремӗш вӗрентекен те. Ача амӑшӗн ыр­ми-кан­ми тата яваплӑ ӗҫӗ лайӑх шайри социаллӑ пулӑшӑва тивӗҫ.

Ҫемье институтне ҫирӗплетесси тата ҫемье хаклӑхӗсене сыхласа упрасси, амӑшлӑхпа ачалӑха сыхласси яланах патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсен шутӗнче. Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн йы­шӑ­нӑ­вӗпе Чӑваш Респуб­лики виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасене кашни уйӑх­­ра паракан тӳлев валли уйӑракан федераци укҫи-тенкине 2018 ҫул­хи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫ­ласа илсе тӑма тытӑнать. Пирӗн ҫемь­е­сем ҫи­рӗп те сы­­вӑ, телейлӗ пулччӑр тесе республика Правительстви хӑй ҫине илнӗ ти­вӗҫсене малалла та йӗркеллӗн пурнӑҫласа пырӗ.

Аннен ҫутӑ та таса сӑнарне чыс тунипе пӗрлех пирӗн шанчӑклӑ кил хуҫисӗр ачана кирлӗ пек пӑхса ҫитӗнтерме, ҫемьене телейлӗ тума май ҫукки ҫинчен те манмалла мар. 2017 ҫула Чӑваш Енре Амӑшӗпе Аш­шӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Пирӗн хаклӑ хӗрарӑмсемшӗн ар­ҫын­нӑн ҫирӗп те тӗреклӗ хулӗ пурнӑҫра яланах шанчӑклӑ тӗрев пултӑр.

Юратнӑ аннесем! Пире пурнӑҫ тата вӗҫсӗр-хӗрсӗр юрату парне­ле­нӗшӗн эпир сирӗн умӑрта тӳлесе татайми парӑмра. Витӗмлӗ пулӑшӑ­вӑр­шӑн, ачаш та ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, пире ӑнланнӑшӑн тата пысӑк ӑс­лӑ пул­нӑ­шӑн сире чун-чӗререн тайма пуҫ. Сирӗн килӗрте яланах ки­лӗшӳпе тӑ­нӑҫлӑх хуҫа­ланччӑр! Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, телей тата йӑл кулӑпа савӑнӑҫ пиллекен самантсемпе май пур таран ытларах юп курма су­на­тӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                Михаил Игнатьев

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика