Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Раҫҫей ҫӑлавҫин кунӗ
26.12.2017Раҫҫей ҫӑлавҫин кунӗ

Чӑваш Енӗн ҫӑлав службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Раҫҫей ҫӑлавҫин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫӑлав службисен хӑюллӑ ӗҫченӗсем инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшма чӑн малтан пырса ҫитеҫҫӗ, майсӑр лару-тӑрӑва сирсе янӑ ҫӗре хастарлӑн хутшӑнаҫҫӗ.

Кӑткӑс та йывӑр условисенче килӗшӳллӗн те кал-кал ӗҫлеме пӗлнӗрен чӑваш ҫӑлавҫисем чыс-хисеп тата ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ.

Сире хӑюлӑхшӑн, тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тата вун-вун ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑшӑн тав тӑватӑп!

Мухтавлӑ йӑла-йӗрке тата пуян опытӑр ҫине таянса эсир хӑвӑрӑн умӑрти тӗллевсене малашне те ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа пырасса шанса тӑратӑп. 

Мӗнпур ҫӑлавҫӑна ҫирӗп сывлӑхпа ҫемье телейне, ырлӑх тата службӑра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                     Михаил Игнатьев    

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика