01.09.2017Пĕлӳ кунĕ

Хаклă ачасем! Хисеплĕ педагогсемпе ашшĕ-амăшĕсем!

Сире Пĕлӳ кунĕ ячĕпе тата çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламлатăп!

Паха вĕрентӳ - общество аталанăвĕн никĕсĕ шутланакан условисенчен пĕри. Шăпах çавăнпа Чăваш Ен Правительстви çамрăк ăрăвĕн ăс-хакăлпа пултарулăх хăватне аталантармалли лайăх условисем йĕркелес енĕпе уйрăмах тимлĕ.

Чăваш Республикин пĕрлехи бюджетĕнче вĕрентӳ валли уйăракан тăкаксен статйи  нумай çул ĕнтĕ чи пысăкки. Çакă вĕрентӳ инфратытăмне çине тăрсах аталантарма - çĕнĕ шкулсем тума, хушма вĕрентӳ учрежденийĕсен сетьне анлăлатма май парать.  Паян республикăра çитĕнекен ăру воспитанийĕ валли, лайăх пĕлӳ илме, çамрăксемшĕн хăйсен пултарулăхне тӳрре кларма пĕтĕм услови пур.

Çак уяв кунĕнче паян пирĕн республика тивĕçлипе мăнаçланакан ачасен нумай ăрăвне воспитани парса çитĕнтернĕ педагогсене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн, çавăн пекех яваплăха туйса тата тӳрĕ кăмăлпа вĕренекен ачасене пушшех тав тăвас килет.

Сире çирĕп сывлăх, мĕн пур пуçарура ăнăçу сунатăп!

 

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                           М.ИГНАТЬЕВ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика