Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Cтроительство отраслĕн ĕҫченĕсен кунĕ
12.08.2018Cтроительство отраслĕн ĕҫченĕсен кунĕ

Чăваш Енри строительство отраслĕн хисеплĕĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе чунтан саламлатăп!

Паян строительство республикăн экономика аталанăвĕн ҫирĕп никĕсĕ тесе туллин ҫирĕплетме юрать. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре комплекслă строительствăн 56 проекчĕ, ҫавăн пекех садиксемпе шкулсен, больницăсемпе культура учрежденийĕсен, спорт, ҫул-йĕр хуҫалăхĕн объекчĕсен реконструкцийĕпе тата строительствипе ҫыхăннă вун-вун программа пурнăҫланать.

Ҫулсерен нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсаҫҫĕ. Пуҫаруллă бюджет ăнăҫлă аталанать. Йышлă ҫемьесене, ҫамрăк специалистсене, тăлăх ачасене пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшакан социаллă проектсем ĕҫлеҫҫĕ. Ҫакнашкал патшалăх саккасĕсем республикăн строительство отрасльне туллин аталанма майсем туса параҫҫĕ.

РФ Президенчĕн стратеги задачисене тĕпе хурса Чăваш Республикинче 2024 ҫул тĕлне 1 миллион тăваткал метр ҫурт-йĕр хута яма палăртнă. Чăваш Ен строителĕсен ăсталăхĕ ҫак тĕллеве пурнăҫа кĕртме тата хамăрăн граждансене хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерме май парасса шанса тăратăп.

Кашни объекта ҫĕклеме вун-вун ҫын – архитекторсем, инженерсем, геодезистсем, проектировщиксем, монтажниксем, рабочисем, ытти специалистсем – тӳпе хываҫҫĕ. Пирĕн хăрушсăрлăх, хăтлăлăх, илемлĕх вĕсен пĕлĕвĕнчен, ăсталăхĕнчен, яваплăхĕнчен нумай килет.

Чăваш Ен строительство комплексĕн мĕн пур ĕҫченне профессие юратнăшăн чунтан тав тăватăп! Хуласемпе ялсен ҫĕнĕ сăн-сăпачĕ, микрорайонсемпе картишсен тирпейлĕхĕ – сирĕн ĕҫĕн пĕлтерĕшне ҫирĕплетекен тĕп паллăсем. Ĕмĕтĕрсем ҫитсе пыччăр, сирĕн алăпа ҫĕкленнĕ кашни ҫуртра тăнăҫлăхпа килĕшӳ хуҫаланччăр! Телей, ҫирĕп сывлăх, ырлăх, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                     Михаил Игнатьев

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика