Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Паллă кунсем  »  Нефтьпе газ промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунӗ
03.09.2017 Нефтьпе газ промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунӗ

Нефть тата газ промышленноçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Топливăпа энергетика комплексĕ çĕршыв аталанăвĕн стратеги тĕллевĕсене пурнăçлассине тивĕçтернĕ май экономика локомотивĕ пулса тăрать.

Паян Чăваш Енĕн газ хуçалăхне тулашри 15 пин километр ытла газопровод кĕрет. Республика территорийĕпе пĕтĕмĕшле тăршшĕ 500 километртан та ытла 2 нефтепровод тата 1 продуктопровод иртеççĕ.

Газификаци шайĕпе Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче малти вырăнта.

Отрасль ĕçченĕсем потребительсене "сенкер топливо" шанчăклă парса тăраççĕ, çавна май предприятисен, социаллă сфера тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх обьекчĕсен кал-кал ĕçне, производствăна тата социаллă инфратытăма аталантарассине тивĕçтереççĕ. Вĕсен ĕçĕ кашни çемьери ăшăпа хăтлăхшăн, обществăри тăнăçлăха упрас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Нефть тата газ промышленноçĕн ĕçченĕсене профессионализмпа яваплăхшăн, хăйсен ĕçне парăннăшăн чунтан тав тăватăп.

Пурне те чун-чĕререн професси енĕпе çĕнĕ çитĕнӳсем, иксĕлми вăй-хал, мĕн пур ĕçре тата пуçарура ăнăçу, çирĕп сывлăх тата ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                 М.ИГНАТЬЕВ.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика