Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Пулăмсем  »  2018 çул  »  Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ

 «Чӑваш чӗлхи ... пирӗншӗн вӑл асаттесен пехилӗ, асаннесен кӗлли, пирӗншӗн вӑл вӑрман сулхӑнӗ, тӑп-тӑрӑ ҫӑлкуҫ шывӗ, пирӗншӗн вӑл чӗре таппи, чун хавалӗн чи ачаш хусканӑвӗсем, пирӗншӗн вӑл пурнӑҫ...» (Геннадий Волков)

Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Чăваш Республикинче патшалăх чĕлхиcенчен пĕри шутланать.

Чăвашла хаçат-журнал, кĕнекесем, радио- тата телекăларăмсем тухаççĕ. Тĕнче тетелĕнче те чăваш чĕлхипе çулран çул ытларах усă кураççĕ.

Чăваш литература чĕлхи XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче никĕсленнĕ, кириллица саспаллийĕсемпе усă курать. Пурĕ 37 саспалли. Чăваш чĕлхин пурĕ виçĕ диалект: тури, анатри тата хутăш.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика