Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Чăваш Ен паллă çыннисем  »  Николай Васильевич Никольский - чăвашла пирвайхи "Хыпар" хаçатăн никĕслевçи
Николай Васильевич Никольский - чăвашла пирвайхи "Хыпар" хаçатăн никĕслевçи

 Николай Васильевич Никольский /1878-1961 çç./ - истори наукисен докторĕ, Хусан университечĕн, Хĕвел тухăç педагогика институчĕн, Мари педагогика институчĕн профессорĕ. Чăвашсенчен магистрăн /1913 ç./ тата истори наукисен докторĕн /1947 ç./ ученăй степенĕсене, профессорăн /1918 ç./ ученăй ятне илнĕ пирвайхи наука ĕçченĕ. Чăваш халăхĕн тата Атăл тăрăхĕнчи ытти халăхăн истори, этнографи, фольклор тата чĕлхе ыйтăвĕсене тĕпчессине пысăк тÿпе хывнă. Чăвашла пирвайхи "Хыпар" хаçатăн никĕслевçи. Музыкант пулнипе тата халăх медицинине лайăх пĕлнипе те паллă.

1878 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче /19-мĕшĕнче/ Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи Шăмат вулăсĕнчи Купăрля ялĕнче /халĕ Чăваш Енри Муркаш районне кĕрет/ чăваш хресченĕн, çĕр виçевçинче ĕçленĕскерĕн тата каярахпа псаломщик пулса тăнăскерĕн, çемйинче çуралнă. Шăмат земство шкулне пĕтерсен Шупашкарти тĕн училищине кĕнĕ, унта пилĕк çул вĕреннĕ. Училищĕри вĕренĕве пĕрремĕш разрядпа вĕçленĕ хыççăн Хусанти тĕн семинарине кĕнĕ, ăна 1899 çулта пĕрремĕш разрядпа пĕтернĕ.

1899 çулта Н.В.Никольские Хусанти тĕн академине йышăннă, ăна 1903 çулта ăнăçлă пĕтернĕ. Академи канашĕ Н.В.Никольские богослови кандидачĕн степеньне тата магистрант званине панă, унăн "Христианство среди чувашей" ĕçне вырăс чиркĕвĕн историйĕпе чи лайăххи тесе йышăннă, 100 тенкĕ преми парса хавхалантарнă. Академие магистрант званийĕпе пĕтерни сăмахпа каласа тĕрĕслев тытмасăрах магистр диссертацине çырмалли ирĕк панă. Академи сĕннипе синод обер-прокурорĕ Н.В.Никольские Иркутскри тĕн семинарине преподавателе çирĕплетнĕ. Никольский çакăнпа килĕшмен: вăл хăйне чăваш халăхĕн этнографийĕпе культура историне тĕпчессине халалласшăн пулнă. Çавна май Хусанти тĕн семинарийĕн вĕренекенĕсене пăхса тăракан надзирателĕн пĕчĕк шалуллă должноçне вырнаçма тивнĕ, çак ĕçре 1906 çулччен тăрăшнă.

1903 çулхи чÿк уйăхĕнчен тытăнса 1917 çулччен Н.В.Никольский Хусанти тĕн академийĕ çумĕнчи миссионерсен курсĕсенче чăваш чĕлхин, историйĕн тата этнографийĕн преподавателĕнче ĕçленĕ. Кунта тĕпрен илсен ялсенчи учительсем пĕлĕвне ÿстернĕ.

1904 çулта журналта, 1906 çулта уйрăм кĕнекепе Н.В.Никольскин "Народное образование у чуваш" тĕпчевĕ пичетленсе тухнă, унта йышлă çăл куçсем çине таянса чăвашсем XVI-XVIII ĕмĕрсенче хутла вĕреннин историне тĕплĕн çутатнă. Çав çулсенчех вăл çĕр виçевçи К.Милькович XVIII ĕмĕрте хатĕрленĕ "Быт и верования мордвы в 1783 году", "Быт и верования татар Симбирской губернии в 1783 году" этнографи ĕçĕсене, çавăн пекех "Записки Мильковича о чувашах XVIII века" ĕçне анлă ум сăмахсемпе тата ăнлантарусемпе пичетлесе кăларнă. Çак публикацисем этнографи наукишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Н.В.Никольский хатĕрленĕ пысăк /640 стр./ "Русско-чувашский словарь" те хăй вăхăчĕшĕн наукăпа практика тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, унта чăваш чĕлхин грамматикин конспекчĕ те пулнă, ăна Хусанта 1909 çулта кăларнă. Çав çулах Мускавра "Народная медицина у народностей Поволжья" кĕнеки кун çути курнă.

1906 çулхи чÿк уйăхĕнче Н.В.Никольские Хусанти учительсен семинарине истори преподавателĕн тата наставник должноçне йышăннă. 1907 çулхи çурла уйăхĕнче вăл харăсах никĕс библиотекăри библиотекарь должноçĕнче те ĕçлеме тытăннă. 1910 çулхи çулла семинари вĕренекенĕсем пăлханнă. Çавна май Никольские политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр тесе учительсен семинарийĕнчи ĕçрен хăтарнă, вăл Хусанти Тĕн семинарийĕнче чăваш чĕлхин учителĕн должноçĕнче юлнă.

1903 çултан тытăнса 1917 çулччен Н.В.Никольский Православи миссионер обществин Куçару комиссийĕпе çыхăну тытнă, унта делопроизводитель, 1913 çултанпа тата секретарь тивĕçĕсене пурнăçланă. Çак комисси 23 чĕлхепе брошюрăсем, кĕнекесем кăларнă. Ун урлă Никольский чăвашла çĕр ĕçĕ, выльăх-чĕрлĕх, хурт-хăмăр ĕрчетесси, медицина, воспитани ыйтăвĕсемпе 30 ытла брошюрăна кун çути кăтартнă. Кунтах вăл чăвашла "Çулталăк кĕнеки" календарьсем хатĕрлесе кăларнă: 1906-1914 çулсенче - пĕтĕмпе 9 кĕнеке.

1905 çулхи пуш уйăхĕнче чаплă ученăя Хусан университечĕ çумĕнчи Археологи, истори тата этнографи обществин членне йышăннă.

1906 çулхи кăрлач уйăхĕнче Н.В.Никольский чăвашла пирвайхи хаçата, "Хыпар", кăларма пуçланă, унăн 22 номерĕн редактор-издателĕ пулнă. 1907 çулхи çу уйăхĕнче влаçсем хаçата хупнă, 1917 çулхи çу уйăхĕнче Н.В.Никольский "Хыпар" хаçата тепĕр хут кăларма пуçланă.

1913 çулта Н.В.Никольский "Христианство среди чуваш Среднего Поволжья в XVI-XVIII веках. Исторический очерк" темăпа магистр диссертацине хÿтĕленĕ, богослови магистрĕн степеньне илнĕ. Çут ĕç министерстви 1915 çулта ăна Хусан университетĕнче Атăл тăрăхĕнчи халăхсен тĕнпе çыхăннă çут ĕçĕн историйĕпе лекцисем вулама ирĕк панă, Н.В.Никольские университетăн приват-доцентне илнĕ.

Н.В.Никольский Хусанта 1917 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче "Атăл тăрăхĕнчи вак халăхсен обществине" туса хурассин пуçаруçи, унăн лидерĕ пулнă. 1917 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-28-мĕшĕсенче Чĕмпĕрте Пĕтĕм Раççейри чăвашсен съезчĕн йĕркелÿçисенчен тата ертÿçисенчен пĕри пулнă.

Совет çулĕсенче Н.В.Никольский тĕпрен илсен Хусанти аслă шкулсенче педагогика ĕçĕпе ĕçленĕ. 1931-1940 çулсенче пенсире пулнă, Чăваш, Тутар, Мордва, Мари АССРĕсен гуманитари наука-тĕпчев институчĕсен штатра тăман сотрудникĕ пулса наука-тĕпчев ĕçне пурнăçланă, 1948-1950 çулсенче Мари чĕлхе, литература тата истори наука-тĕпчев институчĕн аслă наука сотрудникĕнче вăй хунă. 1948-1950 çулсенче - Мари педагогика институчĕн профессорĕ.

Николай Васильевичăн нумай çул тата тĕплĕ хатĕрленĕ "Краткий курс по этнографии чуваш" тĕпчевĕ 1929 çул пуçламăшĕнче тин кун çути курнă. Çак кĕнеке "Христианство чреди чуваш Среднего Поволжья в XV-XIII веках" монографи пекех Никольскин чи пысăк тата пĕлтерĕшлĕ тĕпчевĕсен шутĕнче. Унăн чăвашсен чăвашла, вырăсла тата французла ваттисен сăмахĕсен пуххи - ученăйăн нумай çулхи ĕçĕн çимĕçĕ, анчах, шел те, ăна халĕ те кăларман-ха. вăл çырнă "История марийского народа с древнейших времен до XX века" ĕçĕн шăпи те çавнашкалах.

1946 çулта Никольский чăн-чăн улăпла "Прошлое чувашского народа от Великой Булгарии до Великой революции" ĕçне вĕçленĕ. СССР Аслă вĕрентÿ министерствин аслă аттестаци комиссийĕн 1947 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе ăна истори наукисен докторĕн ученăй степеньне панă.

50-мĕш çулсенче Николай Васильевич "Чăваш халăхĕн ваттисен сăмахĕсен" пуххине хатĕрленĕ, унта ваттисен 2217 сăмахне чăвашла тата вырăсла панă, çавăн пекех революцичченхи чăваш халăх юмахĕсен пуххине хатĕрленĕ, ăна 1960 çулта пичетлесе кăларнă.

Н.В.Никольский 1961 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хусанта 83 çулта вилнĕ. Вилес умĕн каланă юлашки сăмахĕсем çапларах пулнă: "Никам та эпĕ кахал пулнă тесе каламĕ". Хусан хулинчи Ар масарĕнче пытарнă.

 

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика