Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Пулăмсем  »  2018 çул  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру

 

Хаклӑ ентешсем! Хисеплӗ депутатсем!

Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн эпӗ паян ҫич­чӗмӗш хут Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫырупа тух­рӑм.

 Ҫултан ҫула эпир малалла аталануллӑн утатпӑр.

Хамӑр умри задачӑсене пурнӑҫа кӗртсе пыратпӑр.

Пирӗн тӗп тӗллев – патшалӑх тата граждансен интересӗсене хӳ­тӗлесси, саккунсен тата тӗрӗслӗх принципӗсене пӑхӑнса тӑрасси.

Шанса тӑратпӑр – обществӑра йӗркелӗх упранса пырӗ, Чӑваш Ен вӑйлӑ регионсен шутӗнче пулӗ! 

Хисеплӗ депутатсем, чӗннӗ хӑнасем!

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем!

Кӑҫал эпӗ, регион ертӳҫи пулнӑ май, Чӑваш Республикин Консти­­ту­цийӗпе килӗшӳллӗн ҫич­чӗмӗш хут Чӑваш Республикин Пат­шалӑх Ка­нашне патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсемпе тата со­циал­лӑ пур­нӑҫпа экономика аталанӑвӗн программисене пурнӑҫла­­нипе пал­­лаштаракан Ҫырупа тухрӑм.

Эпир право патшалӑхӗнче пурӑнатпӑр. Мӗн пур шайри влаҫ ор­га­нӗсен тата депутатсен ӗҫӗн пӗлте­рӗшӗ, тӗп тӗллевӗ – пат­ша­лӑхпа гра­ждансен интересӗсене хӳтӗлесси, сак­куна тата тӗрӗс­лӗх принципӗсене пӑхӑнасси.

Пирӗн патшалӑх политикинче республика халӑхӗн пурнӑҫ паха­лӑх­не лайӑхлатмалли ориентирсене уҫӑмлӑн палӑртнӑ. Эп­ир кул­ленхи тата стратегиллӗ тӗллевсене татса парса малалла ҫирӗппӗн утӑмлатпӑр!

Пирӗн тӗллев – Чӑваш Ене вӑйлӑ, хальхи вӑхӑтпа тан утакан, унта ӗҫлес тата пурӑнас килсе тӑракан республика туса хурасси!

Эпир кӑткӑс та курӑмлӑ тӗллевсене татса парас ӗҫри хамӑрӑн пулта­рулӑха ти­вӗҫлӗн кӑтартса патӑмӑр.

 Пурнӑҫри чылай ҫул-йӗр енӗпе – экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫ­терес, малтанхи тата пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвне, пӗ­тӗмӗшле пӗлӳ тытӑмне аталантарас тӗлӗшпе – республика ҫӗр­шыв­ра малтисен шутӗнче. Ку вӑл пирӗн пӗрлехи ӗҫӗн кӑтартӑвӗ.

Хаклав тӑрӑх, 2017 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе промышленноҫ производствин индексӗ 103,7 процентпа танлашнӑ; ял хуҫалӑх продукцийӗн производствин индексӗ – 101%; вак суту-илӗвӗн пӗтӗ­мӗшле ҫаврӑнӑшӗ – 102,8%. Уйӑхри малтан шутласа палӑртнӑ вӑ­там ӗҫ укҫи 7,3% ӳснӗ, чӑн ӗҫ укҫи – 4,6%. 2011 ҫултанпа шута илнӗ ӗҫсӗрлӗх шайӗ  2,4 хут чакнӑ.

Тулли информацие Ҫыру ҫумне хушса хунӑ материалсенче ил­се кӑтартнӑ. Тӗрӗслесе тухнӑ цифрӑсемпе тата объективлӑ сведенисемпе усӑ курма сӗнетӗп.

Пирӗн тӳрӗ тивӗҫ – республика позицийӗсене экономикӑпа наукӑра тата социаллӑ сферӑра ҫирӗплетесси, ҫав хушӑрах тата ха­мӑрӑн культурӑпа хӑй евӗрлӗхе те сыхласа хӑварасси.

Хальхи самана хӑйӗн йӗркисене пӑхӑнма хистет, пирӗн ума ҫӗнӗ чӗнӳсем тата тӗллевсем кӑларса тӑратать. Ҫак конкурентлӑ хут­лӑх­ра тӗрӗс ориентирсем суйласа илнисем, чӑн малтанах, шалти вӑй-хӑ­ва­та – ҫынна инвестицисем хывассине, ҫамрӑк ӑрӑ­ва лайӑх воспитани тата пахалӑхлӑ пӗлӳ парассине – тӗп вы­рӑна хурса малалла аталанма ҫирӗп никӗс хывнисем мала иртеҫҫӗ.

 Паян кирек хӑш регион та ҫамрӑксен инновациллӗ вӑй-хӑ­вачӗпе усӑ курмасӑр малалла кайма, хӑйӗн пурнӑҫӗн мӗн пур сферине кал-кал аталантарма пултараймасть.

Чӑваш Енре республикӑн пӗрлештернӗ бюджечӗн пӗтӗмӗшле ка­лӑпӑшӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне пӗлӳ сфери валли уйӑраҫҫӗ. Ҫакӑ курӑмлӑ кӑтартусемпе палӑрать.

Чӑваш Ен шкулӗсемпе ача сачӗсем йӑлана кӗнӗ пекех Раҫ­ҫейри чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗсен шутне кӗреҫҫӗ. Ҫакӑ педагогсемпе вӗ­­ренекенсен тата ашшӗ-амӑшӗн хисепе тивӗҫлӗ ӗҫӗ. Вӗ­сене тӑ­рӑшулӑхшӑн тата пултаруллӑ пулнӑшӑн тав сӑмахӗ каласа хӑварас те­тӗп.

Пирӗн опытпа ҫӗр­­­шыври ытти регион та усӑ курать. Ҫав хушӑрах хальхи конкурентлӑ хутлӑхра пӗлӳ сферинче ҫӗнӗ лидерсем палӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та паян пахалӑхлӑ шкул хутлӑхне йӗрке­лесси ҫивӗч ыйтусен шутне кӗрсе пырать. Республикӑра шку­л­сене ҫӗнетмелли тата ҫӗнӗ шкулсем тумалли анлӑ программа пур­нӑҫ­ланать. 2025 ҫул тӗлне пирӗн пӗр сменӑпа вӗрентессине туллин ти­вӗҫтермелле, 16,5 пин ытла ҫӗнӗ вӗренӳ вырӑнӗ йӗр­ке­ле­мел­ле.

Ачасемпе ҫул ҫитменнисене пысӑк технологисемпе тата ин­­новацисемпе кӑсӑклантарма хавхалантарни те пӗлте­рӗшлӗ.

Ҫӗнӗ технологисен тытӑмӗн условийӗсенче экономикӑн наукӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ ҫул-йӗрӗсем валли пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем  ҫит­менни ҫивӗчрен те ҫивӗч ыйту пек палӑрать. Ҫавна май чӑн ма­лтанах шкул вӗренӗвӗн ҫӗнелсе улшӑнмалла, ҫав шутра ҫут ҫан­талӑк ӑс­лӑ­лӑхӗсем енӗпе те.

2017 ҫулта эпӗ Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствин тата Чӑваш пат­шалӑх университечӗн «Ӑслӑлӑха  – шкула» проекта пурнӑҫлас енӗ­пе тунӑ пӗрлехи пуҫарӑвне ырларӑм.

Никӗсри 11 шкул физика кабинечӗсем валли ку чухнехи лаборатори оборудованийӗ илчӗҫ те ӗнтӗ.

Яваплӑн пӗлтеретӗп: «ӐСЛӐЛӐХА  – ШКУЛА» проект малалла та пур­нӑҫ­ланӗ кӑна мар, палӑрмаллах анлӑланӗ те.

Ун ӗҫне хут­шӑ­накан шкулсен йы­шӗ ӳсет; унта хими тата биологи предмечӗсем евӗр вӗрентӳ ӗҫӗнче ятарлӑ оборудовани ыйтакан ытти предмета та кӗртӗҫ. Проекта пурӗ пӗ­тӗ­мӗшле пӗлӳ паракан 85 шкул хутшӑнмалла, ку вӑл рес­пуб­ликӑри кашни пил­лӗкмӗш пӗлӳ ҫурчӗ.

Министрсен Каби­нечӗн палӑртнӑ тӗллевсене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле тухӑҫлӑн пурнӑҫлассине ти­вӗҫ­термелле.

Ҫак ӗҫӗн малаллахи витӗмлӗ тӑсӑмӗ – пысӑк технологиллӗ производствӑсем валли рабочисене вӗрентсе хатӗрлесси.

Вӗренӳ тытӑмӗшӗн приоритетлӑ шутланакан ҫакнашкал тӗл­леве эпӗ темиҫе ҫул каяллах палӑртнӑччӗ. Ку тӗлӗшпе туса ирт­тернӗ пи­­рӗн ӗҫе Санкт-Петербургра иртнӗ тӗнчери экономика форумӗнче пысӑ­ка хурса хакларӗҫ. Вӗ­ренӳ инфратытӑмӗн индексӗ енӗпе – республика вӑтам про­фесси вӗре­нӗвӗн сферинче малтисенчен пӗри.

Малашне те ҫавӑн пекех лайӑх ӗҫлеме палӑртатпӑр. Респуб­ли­кӑ­ра тӗнчери стандартсем тӑрӑх аккредитациленӗ компетенцисен спе­циализациленӗ центрӗсен сетьне туса хумалла.

 2018 ҫулта компетенцисен 3-рен кая мар специализациленӗ це­нтрне аккредитацилес ӗҫе йӗркелемелле. Ҫакна тума Чӑваш Ен Вӗ­­ренӳ министерствине професси пӗлӗвӗ паракан тытӑмри учрежденисемпе пӗрле сертификациленӗ экспертсене вӗрентсе хатӗр­леме тата WorldSkills требованийӗсемпе килӗшӳллӗн пурлӑхпа техника никӗсне туса хурас ӗҫе пуҫӑнма хушатӑп.

 Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Паян вӗренӳ сферинчи патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ ҫӗр­шывӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин аталанӑвне  ти­вӗҫ­терес ӗҫри хӑйсен пӗлтерӗшне ӑнланакан социаллӑ яваплӑ ҫам­­­рӑк ҫын­сене пӑхса ҫитӗнтересси пулса тӑрать.

Ҫав хушӑрах ачана тивӗҫлӗн пӑхса ҫитӗнтерессишӗн, чӑн малтанах, унӑн ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем яваплӑ пулнине те манмалла мар.

Республикӑра пур енлӗ патриот воспитанийӗ памалли ты­тӑм ша­йӗнче тӑвакан ӗҫ малалла тӑсӑлӗ.

Патриот юхӑмӗ вӑл – ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑк ҫынсене хӑй­сен ӗҫне, вӑй-ха­лӗпе пултарулӑхне Тӑван ҫӗршыва халалламалли пӗр­ле­хи туртӑмпа пӗтӗҫтерекен хӑватлӑ вӑй.  

Пӗлтӗр Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри «ЮНАРМИЯ» ачасемпе ҫам­­­рӑксен ҫарпа патриотлӑхӑн общество юхӑмне хутшӑнакан регионсен шутне кӗчӗ. Ҫак юхӑм республикӑри мӗн пур районпа хулари 4 пин ҫамрӑк армееца  пӗрлештерет.

Ҫамрӑксен хушшинче патриотизм туйӑмне, чыса, граждан ти­вӗҫлӗхне чӗртсе тӑратма пулӑшакан кадет юхӑмӗ воспитани парас тытӑмра паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрать. Чӑваш Енре пурӑ­накан 4 пи­не яхӑн ача кадет пӗлӗвӗ илет.

Ҫамрӑк космонавтсен юхӑмӗ ӑнӑҫлӑ аталанать. Паян респуб­ликӑра ҫамрӑк космонавтсен 40 отрячӗ ӗҫлет, вӗсенче 1 пин ытла ар­ҫын ачапа хӗрача хӑйӗн пултарулӑхне туптать.

Яшсене Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне илмелли тата ӑсатмалли плана ҫуллен тултарни ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ парас ӗҫ тухӑҫлӑхӗн кӑтартӑвӗсенчен пӗри шут­ланать. Раҫ­ҫей ҫарӗнче паян республикӑра ҫуралса ӳснӗ  8 пин ыт­ла ҫамрӑк контракт мелӗпе хӗсметре тӑрать.

Лайӑх пӗлӳ илнӗ, Раҫҫее парӑннӑ ҫынсем – ҫӗнӗ эконо­ми­кӑна йӗркелемелли, тивӗҫлӗ ӗҫ укҫиллӗ пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑ­нӗсем туса хумалли ҫирӗп никӗс. 

Хуть хӑш ҫӗршыв экономикин никӗсӗ те промыш­ленноҫ шут­ланать.

Паян республикӑн промышленноҫ комплексӗ пӗтӗм регион про­­­дукчӗн 30 ытла процентне, мӗн пур шайри бюджетсене пырса кӗрекен тӳлев­семпе пуҫ­тарусен 50 ытла процентне тивӗҫтерет.

 «Тухӑҫлӑ экономика» проекта пурнӑҫлани промышленноҫ про­изводствине ӳстерме, ҫӗнӗ производство площадкисене хута яма пулӑшать.

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ инвестици проекчӗсене «Хӗвел», «Каскад», «ЭКРА», «Химпром», Шупашкарти электроаппарат завочӗ евӗр пред­­приятисем тата ытти  организаци пурнӑҫлаҫҫӗ.

Чӑваш Ен электротехника кластерӗ республика бренчӗ тата Раҫ­ҫей Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин реестрӗнче федерацин Атӑлҫи округӗнчен пӗртен-пӗр представитель шутланать. Унсӑр пуҫне, «Россети» акционерсен обществи – Раҫҫейри тата тӗнчери чи пысӑк энергетика ком­панийӗ – респуб­ликӑн электротехника кластерне электротехника енӗ­пе федераци ша­йӗнчи эксперт площадки пек палӑртрӗ.

Асӑннӑ кластер «Energynet» Наци технологи пуҫарӑвне тата «Раҫ­ҫейри ӑс-хакӑл энергетика тытӑмӗ» Наци проектне хутшӑнни 2020 ҫул тӗлне электротехника кластерӗн организацийӗсем туса кӑларакан продукци калӑпӑшне виҫӗ хут ӳстерме тата ӑна 106 миллиард тенке ҫитерме май парать. Тата ҫакӑ та чикӗ мар!

Умра питӗ курӑмлӑ, малтан шутласан пурнӑҫлама май ҫук пек ту­йӑ­на­кан тӗл­левсем тӑраҫҫӗ. Анчах пур пек вӑй-хӑвата, ҫирӗп тӗл­левлӗ, креативлӑ командӑсем пуррине шута илсен проектсене  ӗҫе кӗртме пулатех.

Информаци технологийӗсен отрасльне аталантарас тӗллев­пе Ин­формаци технологийӗсене аталантарма пулӑшакан ассоциаци ту­са хунӑ.

Ассоциаци ӗҫӗн палӑртнӑ ҫул-йӗрӗсен шутӗнче – информаци технологийӗсен сферинчи продукцие тӗнчери рыноксене кӑларасси, ҫамрӑк IT-специалистсене вӗрентсе хатӗрлес ӗҫӗн пахалӑхне ӳс­термелли тата вӗсене аталантармалли ӗҫе планпа килӗшӳллӗн туса пырассине йӗркелесси, «Раҫҫей Федерацийӗн цифра экономики» программӑра каланине пурнӑҫласси.

Ассоциацин 2018 ҫулхи тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – «Ӑслӑ хула» технологийӗсене, вӗсем республикӑра пурӑнакан халӑхӑн пурнӑҫ па­халӑхне лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ, ӗҫе кӗртмелли тулли масштаблӑ проекта пур­нӑҫлама тытӑнасси.

Хисеплӗ депутатсем!

2017 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви 16 регион шу­тӗнче Чӑваш Республикине «Ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересси тата ӗҫпе ти­вӗҫтерме пулӑшасси» приоритетлӑ программӑна пурнӑҫлама пи­лотлӑ регион вырӑнне суйласа илчӗ. Унта республикӑра малта пыракан 11 предприяти хутшӑнать. Программӑпа ҫӗнӗ оборудовани туянма, управлени технологийӗсене лайӑхлатма, производствӑна йӗркелеме инвестицисем хывма палӑртнӑ.

Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствин, аталану институчӗсен, бизнес-пӗрлӗхӗн май пур таран ытларах предприяти асӑннӑ приоритетлӑ програм­мӑна пурнӑҫлама хут­шӑ­нассине тивӗҫтермелле. Ҫав программӑна Чӑваш Республикинчи 50-ран кая мар предприятие явӑҫтармалла.

Регион программине хутшӑ­накан организацисенче эпир ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ҫулсерен 5 процентран, ӗҫ укҫин ӳсӗмӗ 1012 процент­ран кая мар пуласса кӗтетпӗр, ҫакӑ республикӑри вӑтам кӑ­тартуран 1,52 хут пысӑкрах. 

2017 ҫулта Чӑваш Республикинче Промышленноҫа тата инвес­ти­ци ӗҫ-хӗлне аталантармалли фонд туса хунӑ. Мала иртмелли про­­ектсене пурнӑҫлама 1,5 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Пӗлтӗр Шу­пашкарти «Ҫеҫпӗл» предприятие танк-кон­тейнерсен производствине йӗркелемелли инвестици проектне пурнӑҫлама 100 миллион тен­кӗ виҫепе пӗрремӗш ҫӑмӑллӑхлӑ заем уйӑрса панӑ. Пуҫ­ла­мӑш­не хы­внӑ.

Кӑҫал Фонд промышленноҫпа агропромышленноҫ комплексӗн предприятийӗсен чылай проектне пӑхса тухать. Вӗсем явӑҫтарнӑ инвестицисен палӑртакан калӑпӑшӗ 8 миллиард тенкӗ ытла пулмалла, вӗсенчен 700 миллион тенкӗрен кая мар – регион фон­дӗн­чен.

Чӑваш Республикин тӗнче шайӗнчи ят-сумӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать. Пирӗн предприятисен ҫитӗнӗвӗсене чикӗ леш енчи компанисем пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Ӗҫтеш-ҫӗршывсен шучӗ ҫирӗппӗн ху­шӑнса пырать: 2012 ҫулта ҫак кӑтарту 74-па танлашнӑ пулсан, пӗл­тӗр вӑл  95-е ҫитнӗ. Ку питӗ лайӑх!

Санкци йӗркине пӑхмасӑр, тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗн калӑ­пӑшӗ пӗлтӗр, 2016 ҫулхипе танлаштарсан, 19% чухлӗ ӳснӗ тата 26 мил­лиарда яхӑн тенкӗпе танлашнӑ.

2018 ҫула Раҫҫей тата Япони ҫӗршывӗсен ылмаш ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне нумаях пулмасть 20182019 ҫул­сен­че Раҫ­­ҫей тата Китай ҫӗр­шывӗсен регионсен хушшинче килӗштерсе ӗҫ­лемелли ҫулӗсене ирттересси ҫинчен калакан йышӑ­нӑва ҫирӗп­летнӗ.

 Икӗ енлӗ туслӑ хутшӑнусене ан­лӑ­­латма ҫул уҫакан лайӑх майсемпе мӗн пур сферӑрах ӑнӑҫлӑ усӑ курмалла – суту-илӳпе экономика тӗ­лӗшпе кӑна мар, ҫавӑн пекех культура, вӗренӳ тата наука енӗпе, сывлӑха сыхлас ӗҫ, туризм сферисенче те.

Хамӑрӑн производствӑна, чӑн малтанах, пысӑк технологиллӗ, ку чухнехи, конкуренцие юрӑхлӑ тата питех те кирлӗ таварсем туса кӑ­ларма палӑртакан производствӑна, аталантармалли ҫул-йӗре ма­лалла тӑсмалла.

Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерстви умне  ӗҫ тӑвакан влаҫӑн интерес­ленекен органӗсемпе тата организацисемпе пӗр­ле Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен Экспорт ӗҫ-хӗлне аталантарассине лайӑх майсемпе тивӗҫтермелли ӗҫ-хӗл стандартне туса хатӗрлеме тӗллев лартатӑп.

2017 ҫулта Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2035 ҫулчченхи стратегине туса хатӗрлес ӗҫе тытӑннӑ. Стра­тегин регион экономикин конкуренци пултарулӑхне ӳстерме, инвестицисем явӑҫтарма, экологин лайӑх лару-тӑ­рӑвне тивӗҫтерме, этем капиталне аталантарма тӗллев лартакан меропри­яти­йӗ­сем Чӑваш Республикин халӑхӗн пурнӑҫ па­халӑхне лайӑх­лат­ма пулӑ­шӗҫ.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Паянхи кун тӗллевӗсене татса парассишӗн кӑна ӗҫлемелле мар. Пирӗн, чӑн малтанах, малашлӑха курма пӗлмелле, хальхи тата ки­лес ӑрусен интересӗсемшӗн вӑй хумалла. Хамӑрӑн пуласлӑха, чи курӑмлӑ тӗллевсене тӑван республикӑпа тата аслӑ Раҫҫейпе ҫы­хӑн­тарма пулнине тата ҫыхӑнтарма кирлине ҫирӗплетсе памалла.

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн пӗлтӗрхи раштавӑн 27-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче Чӑваш Ене «инвестици сферинче пысӑк стандартсем палӑртакан» регион-лидерсен шутӗн­че асӑнса хӑварчӗ.

Пирӗн наци лидерӗ ҫакна палӑртрӗ: «Ӗҫлӗ климата лайӑх­лат­ас тесен тытӑмлӑн ӗҫлемелле... Саккунсенче палӑртнӑ нормӑсемпе  усӑ курнине тӗрӗслесе тата асӑрхаса тӑни кӑна мар, ҫавӑн пекех ӗҫлӗ климата лайӑхлатма пулӑшакан ӑнӑҫлӑ тӗслӗхсене  тупса палӑртни те пӗлтерӗшлӗ. Ҫитменнине тата вӗсен тухӑҫ­лӑхне  бизнес хӑй хак пама тивӗҫ».

Регионти инвестици климатне республикӑри влаҫ органӗсем ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем, пред­при­нимательсем те йӗрке­леҫ­ҫӗ. Малалла каяс тесен пирӗн бизнесшӑн лайӑх майсем туса хума чӑрмантаракан системӑллӑ ҫивӗч ыйтусене татса памалла. Ҫав чӑр­­мавсем вырӑнти шайра уҫӑмлӑн палӑраҫҫӗ.

Республикӑра бизнеса тытса пымалли ансатлатнӑ тӗллевлӗ мо­­дельсене ӗҫе кӗртмелли «ҫул карттисен» пуххи пурнӑҫланать. Ҫавна пула регионта строительство ӗҫӗ валли ирӗк илмелли, ҫӗр лап­тӑ­кӗсене тата куҫман пурлӑха харпӑрлӑхра тытмалли правӑна шу­та илмелли, электросетьсен ҫумне сыпӑнтармалли, газпа, ӑшӑ­па, шывпа ҫыхӑнтармалли йӗркесем ансатланаҫҫӗ тата вӗсен сро­кӗсем пӗ­чӗк­ленеҫҫӗ, ҫа­вӑн пекех инвестицисем явӑҫтармалли тата инвестор­семпе ӗҫле­мелли, предпринимательлӗхе пулӑшу памалли майсем анлӑла­наҫ­ҫӗ.

Цифра технологийӗсем аталанса пынӑ май вырӑнти хӑй ты­тӑм­лӑх органӗсен умне тӗллев лартатӑп:

пӗрремӗшӗ, муниципалитет паракан пулӑшу ӗҫӗсен вӑхӑтне кӗскетессине, ҫавӑн пекех вӗсене электрон мелӗпе парассине ти­вӗҫтерме;

иккӗмӗшӗ, хула строительствине проектламалли вырӑнти нор­мативсене, тӗп плансене, ҫӗрпе усӑ курмалли тата территорисенче ҫурт-йӗр лартмалли йӗркесене, территорисен чиккисене палӑрт­мал­­­­ли проек­тсене саккунпа килӗшӳллӗн йӗркелесе ҫитерме;

виҫҫӗмӗшӗ, территорие планламалли сферӑпа хула строительстви енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсене цифрӑлама, вӗсене хӑй­сен информаци пор­талӗсене вырнаҫтарма.

Чи лайӑх ӗҫ тӗслӗхӗсем пур ӗнтӗ, ку вӑл Мускав, Тюмень об­ла­ҫӗсем пухнӑ паха опыт.

Ҫав хушӑрах ҫакна палӑртатӑп: инвестици аталанӑвӗнчи ӑнӑҫ­лӑх чылай чухне муниципалитетӑн ертсе пыракан командинчен килет. Вӑ­р­нар, Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри, Красноармейски районӗсен ку тӗ­лӗшпе тӑрӑшарах ӗҫлемелле.

Чӑваш Республики виҫҫӗмӗш ҫул Раҫҫей Федерацийӗн реги­о­нӗсен инвестици илӗртӳ­лӗхӗн рей­тингӗн пӗрремӗш те­ҫет­кинче тӑрать. 2017 ҫулта республика 85 субъект хушшинче улттӑмӗш вырӑнтан иккӗмӗш вырӑна хӑпарчӗ.

 Бизнес пред­ставителӗсемшӗн инвестици климачӗн рейтин­гӗнчи иккӗмӗш вы­рӑн вӑл Чӑваш Ен статусӗ «шанчӑклӑ» пулни ҫинчен уҫҫӑн ҫирӗплетни шутланать.

Предпринимательсем республика территорийӗнче пурнӑҫлакан проектсен ӑнӑҫулӑхне, лайӑх шайри ӗҫлӗ климат, кирлӗ пек кадр ресурсӗсем пуррине шаннине «РЕНОВА» компанийӗсен уш­кӑнӗпе  килӗшӳ туни ӗненмелле ҫирӗплетет. Ҫав килӗшӳ шайӗн­че ҫулта­лӑкне 19 пин тонна ытла калӑпӑшпа пахча ҫимӗҫ туса илмелли пил­лӗкмӗш ӑрури пысӑк технологиллӗ теплица комплек­сне тума па­лӑртнӑ.

Паллӑ ӗнтӗ, «РЕНОВА» компанийӗсен ушкӑнӗ «Хӗвел» завода тех­ника тӗлӗшӗнчен пуянлатас ӗҫӗн пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫлерӗ ӗнтӗ. Унта 2,3 миллиард тенкӗ хывнӑ. Ҫавна пула хӗвел энергийӗпе усӑ курнӑ чухнехи усӑллӑ ӗҫ коэффициенчӗ икӗ хута яхӑн ӳснӗ. Пред­приятири вӑтам ӗҫ укҫин кӑтартӑвӗ пӗлтӗр 90 пине яхӑн тен­кӗпе танлашнӑ. Ҫав хушӑрах унта тӑрӑшакан ӗҫченсен  тӗп пайӗ – 35 ҫулчченхи ҫамрӑк та креативлӑ ҫынсем.

Кӑҫал, проекта пурнӑҫламалли иккӗмӗш тапхӑрта, инвестор тата 2 миллиард та 800 миллион тенкӗ хывма хатӗрленет.

Эпир инноваци проекчӗсене пурнӑҫлама, ҫӗнӗ производствӑсем уҫма, производство площадкисене анлӑлатма вырӑнлӑ йышӑнусем тума тӑрӑшатпӑр. Сӑмахран, Чӑваш Ен Правительствин йышӑнӑ­вӗпе «Букет Чувашии», «Бреслер», «Чӑвашторгтехника» организацисене тата Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» предприятие ҫӗр лаптӑкӗсене вӑйра тӑракан саккунсемпе килӗшӳллӗн аукционсем ирт­термесӗрех уйӑрса панӑ.

Инвестици проекчӗсене пурнӑҫлама хывнӑ укҫа-тенкӗн пӗтӗ­мӗш­ле калӑпӑшӗ 2018 ҫулта 40 миллиард ытла тенкӗпе танлашмалла. 

Хаклав тӑрӑх, пӗлтӗр инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани шучӗ­пе республика экономикин мӗн пур сферинче икӗ пин те сакӑр ҫӗре яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, ҫав шутран сакӑр ҫӗре яхӑнӑшӗ пысӑк технологиллӗ, вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ 31 пин тенкӗрен те иртекен ӗҫ вырӑнӗсем, унта тӗпрен илсен ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑк ҫынсем ӗҫ­леҫҫӗ. Кӑҫал тата 2 пин ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме па­лӑртнӑ.

Эпир республика территорийӗнче вырнаҫнӑ «Трактор завочӗ­сем» концерн предприятийӗсенчи кӑткӑс экономика лару-тӑрӑвне тимлӗн сӑнаса тӑратпӑр.

 Ӗҫ коллективӗсемпе эпир яланах уҫҫӑн та тӳррӗн калаҫнӑ, вӗ­сен интересӗсене халиччен те хӳтӗленӗ, малашне те хӳтӗлӗпӗр.

Раҫҫей Правительствине, Тулашэкономбанк тата «Ростех» па­т­шалӑх корпорацийӗн ертӳлӗхне «Трактор завочӗ­сем» концерн пред­­приятийӗсенчи лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме пулӑшакан тӗп йы­шӑнусем тунӑшӑн чӗре­рен тав тӑвас тетӗп.

 Концернӑн Чӑваш Республикин терри­торийӗнче вырнаҫнӑ мал­­та пыракан 4 пред­п­риятийӗ «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн «граждан дивизионӗ» предприятийӗсен списокне кӗнӗ. Ҫакӑ вӗсен производство хӑва­чӗсене ӗҫлеттересси тата туса кӑларакан продукци калӑпӑшӗн ӳсӗмӗ ҫине витӗм кӳме ӗлкӗрчӗ те ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ предприятисенчи ҫирӗплетсе хӑварнӑ заказсен ка­лӑпӑшӗ ултӑ мил­лиард ҫурӑ ытла тенкӗпе танлашать. Ҫакӑ завод­сенче ӗҫле­кенсем хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсене  сыхласа хӑварассине тата лайӑх ӗҫ укҫи илессине гарантилет тата аталану валли лайӑх малашлӑх йӗр­келет.

Ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑлни, производство оборудовани­не хас­тарлӑн ҫӗнетни, малта пыракан технологисене ӗҫе кӗртни конкуренцие аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш Республикинче Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенче конкуренцие аталантармалли стандар­та пӗрремӗш ҫул мар ӗнтӗ ӗҫе кӗртеҫҫӗ. Регион пуҫлӑхӗсен конкуренцие аталантарма пулӑшнин шайне палӑртакан рей­тингӗнче республика иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ малти теҫеткери лидерсен шутӗнче тата унта вӑл  6-мӗш вырӑнта тӑрать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Чӑваш Ен – уҫӑ регион!

Патшалӑх управленийӗн уҫӑлӑхӗ, инвестицисен конкурентлӑхне ӳс­тересси, инвестор пирӗн пата килтӗр тата унта хӑйне хӑтлӑ туй­тӑр тесе ун валли ӗҫлеме лайӑх майсем, администраци ӗҫӗ тата на­лук енӗпе ӑнӑҫлӑ условисем туса парасси, – мӗн пур шайри влаҫ органӗсен тата гражданла обществӑн институчӗсен тӗп тӗлле­вӗ­сем.

Ӗҫ вӑйӗн, инвестицисен, таварсемпе пулӑ­шу ӗҫӗсен рынокӗсен­че регионсен хушшинчи конкуренци вӑйланать. Ытти регионӑн ин­фратытӑмӗн пахалӑхӗ лайӑхланать, ҫакӑ пурӑнма тата инвестицисем хывма вырӑн суйласа илессине витӗм кӳрет.

Ҫывӑх вӑхӑтрах пирӗн ҫак ӗҫсене туса ирттермелле:

социаллӑ сферӑра, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫа­лӑх, транспорт, энергетика сферисенче патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗпе усӑ курмалли практикӑна анлӑлатмалла;

бизнеса аталантарма чӑрмантаракан административлӑ чӑр­мавсене чакарас, калаҫса ки­лӗш­мелли йӗр­кесене ансатлатмал­ли тата вӗсен вӑ­хӑтне чакармалли малта пыракан чи лайӑх тӗслӗхсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе тӑвакан ӗҫсене малалла тӑсмал­ла.

Тепӗр хут палӑртатӑп: эпир конкурентлӑ хут­лӑхра пурӑнатпӑр, инвесторсене явӑҫтарасси ҫине ҫӗршыври пӗтӗм регион питӗ тим­лӗ пӑхать. Инвестици илӗртӳлӗхӗн шайӗ влаҫӑн мӗн пур органӗ тухӑҫлӑ тата кал-кал ӗҫӗнчен килет.

Эсир Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераци субъекчӗ­сен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне хак памалли ви­ҫе­сен шутне икӗ хут ытла: 11-тен пуҫласа 24-а ҫити ӳстернине пӗле­тӗр. Ҫӗнӗ виҫесен шутӗнче – пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма юрӑхлӑ пулни, пӗтӗм регион продукчӗн кал-кал ата­ланӑвӗ, регионӑн пӗр­леш­тернӗ бюджечӗн налук тупӑшӗсен калӑпӑ­шӗ.

Палӑртнӑ тӗллевлӗ кӑтартусене пурнӑҫлас тесен республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ орга­нӗсен вы­рӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле тата та ту­хӑҫлӑрах йышӑ­нусем тумалла.

Республикӑри пӗчӗк бизнес чылай чухне экономика ӳсӗмӗн хӑ­вӑрт­лӑхне, пӗтӗм регион продукчӗн тытӑмне палӑртать. Паян пӗчӗк тата вӑтам бизнес представителӗсем республикӑри ӗҫ­леме пултаракан халӑхӑн пӗрре виҫҫӗмӗш яхӑн пайне ӗҫпе тивӗҫ­тереҫҫӗ. Асӑн­нӑ секторӑн пӗтӗм регион продуктӗнчи тӳпи 32 процент ытла.

Эпир налук хумалли патент тытӑмӗн юрӑхлӑхне ӳстерессине, ӗҫе пуҫӑнакан предпринимательсем валли налук каникулӗсем па­лӑр­­­тассине пырса тивекен принциплӑ чылай йышӑну турӑмӑр. Пред­­принимательсен тупӑшран илекен пӗрлехи налукпа усӑ курма пултармалли правине сыхласа хӑварас тӗлӗшпе те чылай ӗҫ тунӑ.

Эпир монопрофильлӗ муниципалитет пӗрлӗхӗсенче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен производствисене ҫӗнет­мелли программӑсене пурнӑҫлама федераци укҫи-тенкине явӑҫтартӑмӑр, производство фончӗ­сене техно­логи тӗлӗшӗнчен ҫӗнет­мелли программӑсене малалла тӑс­ма республика бюджетӗнче ук­ҫа-тенкӗ пӑхса хӑвартӑмӑр.

Пирӗн умра предпринимательсен ҫӗнӗ ӑрӑвне йӗркелессипе ҫы­хӑннӑ уйрӑм тӗллев тӑрать. Предприниматель ӗҫ-хӗлне хастар чун­лӑ та ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑксене явӑҫтармалла. Ҫак тӗллевпе «Пред­приниматель азбуки», «Паян студент – ыран предприниматель» вӗрентӳ прог­рам­­мисем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Анчах ҫав вӑхӑтрах эпир кашниех предприниматель пулма пулта­райманнине те лайӑх ӑнланатпӑр. Ҫакӑн вал­ли йӑрӑлӑх, пултарулӑх, теветкелленме ха­тӗр пу­л­ни, хӑв ӗҫӳшӗн тата хӑв ӗҫпе тивӗҫтерекен ҫынсемшӗн явап­лӑ­ха туйса тӑни кирлӗ.

Пысӑк компанисем пурнӑҫлакан туянусен ӗҫне пӗчӗк  пред­приятисене те хутшӑнтарассине анлӑлатмалла, вӗсене эк­спорт таварӗсем туса кӑларассине йӗркелес тата туса кӑларас ӗҫре пулӑшмалла, кредитпа гаранти пулӑшӑвӗ парассине ӳс­терсе пы­малла, бизнес валли ӗҫлекен инфратытӑма, предпринимательсене патшалӑх паракан пулӑ­шу ӗҫӗсемпе хӑйсем ӗҫ­лекен-пурӑнакан вырӑнтах усӑ курмалли майсем туса парса, лайӑх­латса пымалла.

Нумай функциллӗ центрсенче бизнес валли специализациленӗ чӳ­речесем туса хурассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе малалла тӑсмалла, ҫавна тума малта пыракан финанспа кредит организацийӗсене явӑҫтармалла.

Бизнеса пусахлакан пусӑма чакарас тӗллевпе 2017 ҫулта Чӑваш Республики патшалӑх тӗрӗслевӗпе асӑрхавӗн тытӑмне реформӑ­лас ӗҫе пуҫӑнчӗ.

Чӑваш предпринимателӗсем паян асӑннӑ сферӑра админи­стративлӑ сан­к­ци­семпе питех усӑ курманнине, ытларах профилак­­тикӑпа тӗ­­рӗслеве тимлӗх уйӑрнине туйса илчӗҫ те ӗнтӗ. Тӗрӗс­лекенӗн халӗ айӑпламалла кӑна мар, йӗркене пӑсасран мӗнлерех асӑр­хан­ма пулнине те ӑнлантармалла, ку тӗлӗшпе консультаци, ка­наш па­малла.

Владимир Путин экономикӑри «сӑрӑ зонӑсенчен» хӑтӑлмаллине тата ҫакӑн валли хӗсӗрлев мерисемпе усӑ курмаллине кӑна мар, «тасалла» ӗҫлеме лайӑх условисем туса памаллине те па­лӑртрӗ. Ҫакӑ федераци, регион тата муниципалитет тытӑмӗ­сем пӗр-пӗрин­пе тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫленинчен, кашни предприни­мателӗн тӳрӗ кӑ­мӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗнчен килет.

Кӑҫал бизнесран ытлашши ҫирӗп ыйтакан тата кивелнӗ требованисене пӑрахӑҫласси ҫинчен калакан сӗнӳсем туса хатӗрле­мелле. Ку ӗҫе пурнӑҫлама Чӑваш Республикинче Предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя ху­шатӑп тата ӑна хам тӗрӗслесе тӑма палӑртатӑп.

Чӑваш Ен Информаци политикин тата Экономика атала­нӑвӗн министерствисен, хӑйсен енчен, Чӑваш Республикин терри­торийӗнче тӗрӗслевпе асӑрхав ӗҫ-хӗлне тытса пымалли информаци ты­тӑм­не туса хурассипе тата ӑна хута ярассипе ҫы­хӑннӑ ӗҫе вӗҫле­мелле.

Правительство бизнеса пур енлӗн пулӑшса пырать, ҫавна май предпринимательсем те социаллӑ яваплӑхлӑ пулассине шанать, уй­­рӑмах ӗҫ укҫи тӳлес енӗпе.

Паллах, республикӑри экономикӑна илес пулсан, унта вӑтам ша­й­­ран пысӑкрах, 3040 пин тенкӗ шайӗнче, ӗҫ укҫи тӳ­лекен предприятисем те пур.

Унпа пӗрлех ӗҫ укҫине вӑрттӑн майпа, офи­ци­аллӑ йӗркепе ӑна 1012 пин шайӗнче кӑтартса, тӳлекен организаци, уйрӑм ӗҫ паракан та сахал мар. Пӗр шутласан, вӗсене  айӑплама та пулмасть: саккун тӑрӑх чи пӗчӗк ӗҫ укҫине тӳлеҫҫӗ. Анчах ҫавнашкал предпринимательсем хӑйсен ӗҫченӗсемшӗн, пат­ша­лӑхшӑн тӗрлӗ йывӑрлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Хысна ти­вӗҫлӗ на­лук­семсӗр тӑрса юлать, ҫынсене вара малашлӑхра чи пӗ­чӗк пенси тивӗҫме пултарать.

Мӗн тумалла? Пӗрремӗшӗнчен, енсен ӗҫлев хутшӑнӑвӗсенче сак­кунсене ҫирӗп пӑхӑнмалла. Иккӗмӗшӗнчен, влаҫ органӗсен дол­жноҫри яваплӑ ҫыннисен ҫавнашкал предприятисене ҫирӗп асӑр­­хаса тӑмалла.

 Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхне тухӑҫлӑ тытса пыни кӑ­на республика бюджетне налукран кӗмен тупӑшсем йӗркеллӗн пырса тӑмалли лайӑх малашлӑх хывать.

Палӑртса хӑваратӑп: патшалӑх тата муниципалитет харпӑрлӑ­хӗн­чи объектсемпе усӑ курни пӗрлештернӗ бюджета ҫулсерен 2 миллиард ытла тенкӗ хывма май парать.

Чӑваш Енӗн ҫӗр лаптӑкӗсене кадастр учечӗ тӑвас енӗпе пухнӑ  опытне ҫӗршыври чи лайӑххисенчен пӗри тесе йышӑннӑ, республика Раҫҫейри 5 регион-лидер шутне кӗрет.

Эпир «Ҫӗр лаптӑкӗсене тата куҫман пурлӑх объекчӗсене хар­пӑр­лӑхра тытмалли правӑна шута илесси» тӗллевлӗ моде­лӗн кӑ­тартӑвӗсене 100 проценчӗпех пурнӑҫланӑ. Ку пирӗн вӑйлӑ ен!

Хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене шута илес енӗпе Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнче малтисен ретне кӗчӗ. Республика опычӗпе Раҫ­ҫей Федерацийӗн ытти субъекчӗ те усӑ курать.

Паян ас­ӑн­нӑ сферӑри ӗҫе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем туллин пурнӑҫ­ланӑ. Ҫакна пула, пӗрремӗшӗнчен, ял хуҫалӑх ҫӗрӗ­семпе усӑ ку­расси йӗркене кӗрет, иккӗмӗшӗнчен, муниципалитет­сем 200 пине яхӑн гектара ҫӗрсен харпӑр­лӑхҫисем пул­са тӑчӗҫ.

Пӗлтӗр «халӑх инвентаризацине» ирттернӗ вӑхӑтра усӑ курман тата ишӗлекен 983 объекта тупса палӑртнӑ, вӗ­сене ҫулталӑкра сутса тунӑ тупӑш 118 миллиона яхӑн тенкӗпе танлаш­нӑ.

Ирӗк­лӗ ҫӗр лаптӑкӗсемпе куҫман пурлӑх объекчӗсене Пӗр­лехи информаци ресурсне кӗртнӗ. Ҫӗр лаптӑкӗсене ҫаврӑнӑша кӗрт­нинчен илнӗ тупӑшсен шайӗ 455 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ.

Курӑмлӑ кӑтарту ку, ҫавна май пирӗн малалла та ҫак ҫул-йӗр­пех утмалла. Ха­мӑр пурӑнакан вырӑнта йӗрке тума пулӑшакан хар­сӑр чун­лӑ мӗн пур ҫынна тав тӑватӑп!

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен умне ҫав ӗҫе малалла тӑсма тӗллев лартатӑп тата асӑннӑ акци вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ куҫман пур­лӑхӑн мӗн пур объектне хуҫалӑх тата налук ҫаврӑнӑшне кӗрт­мелле, кир­лӗ пулсан вара – йӗркелесе ҫитермелле е пӑсмалла.

Пӗрлехи информаци ресурсне туса хуни республикӑри лайӑх инвестици климатне йӗркелеме пулӑшать, мӗншӗн тесен муниципалитет тата патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи ирӗклӗ  объектсем ҫинчен пӗлте­рекен информаципе пурин те паллашма май пулать. Паян Чӑваш Ен асӑннӑ ресурса ӗҫлеттерес енӗпе пухнӑ опыта чи лайӑх тӗслӗх те­се йышӑннӑ тата унпа Раҫҫейӗн ытти регионӗ те усӑ­ курать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Хуть хӑш шайри бюджет тытӑмӗ те виҫӗ чӑнлӑх ҫинче никӗс­ленсе тӑрать, вӗсем – бюджет кӑтартӑвӗсен уҫӑлӑхӗ, бюд­жета тытса пы­рас ӗҫ пахалӑхӗ тата унӑн шайлашулӑхӗ.

Раҫҫей Финанс министерстви Чӑваш Енӗн регион укҫи-тенкине тытса пырас ӗҫне 1-мӗш пусӑмри пахалӑхпа хакланӑ.

Наукӑпа тӗпчев финанс институчӗн хаклавӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта рес­публика бюджет кӑтартӑвӗсен уҫӑлӑхӗн шайӗ енӗпе ҫӗршыври мал­ти теҫеткери регионсен йышне кӗнӗ.

Чӑваш Ен бюджет тытӑмӗн шайлашулӑхне пула юлашки ҫул­сен­че бюджет ҫине витӗм кӳрекен парӑм шайӗ палӑрмаллах чакрӗ. Сӑ­махран, патшалӑх парӑмӗн шайӗ бюджетӑн хӑйӗн тупӑшӗ­сен тӗ­лӗш­пе иртнӗ ҫул вӗҫне 53 процента ҫити чакнӑ, 2010 ҫулта вӑл 70 процент чухлӗ пулнӑ. Ку факт!

Общество укҫи-тенкине тухӑҫлӑ тытса пыни пире республика бюджечӗн ҫирӗплӗхне сыхласа хӑварма май пачӗ.

Ҫавна пула бюджет тӑкакӗсем, 2016 ҫулхипе танлаштарсан, па­тшалӑх парӑмӗн шайӗ чакнипе пӗрлех 10 процент ытла ӳсрӗҫ.

Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр депутат ҫынсен ӑс-тӑнне витӗм кӳме хӑтла­нать, пире те популистла йышӑнусем тума йыхравлать тата тӗслӗхе ки­в­ҫенсен калӑпӑшӗ хӑйсен тупӑшӗсен шайӗнчен те пысӑкрах регионсене илсе кӑтартать. Вӗсем ҫав парӑмсемшӗн пирӗн несӗлсен пӗр ӑрӑвӗн кӑна мар тӳлесе татӑлма тивессине те лайӑх пӗлсе тӑ­раҫҫӗ. Ыйтас килет: халӑх суйланӑ ҫав ҫынсен пирӗн ачасемпе мӑ­нуксем ҫине ҫавнашкал йывӑрлӑха тиеме мораль тӗ­лӗшӗнчи ирӗк пур-и? Ҫавнашкал депутатсен хӑйсен суйлавҫисен умӗнчи яваплӑх ӑҫта-ши тата?

Эпӗ шутлатӑп: пирӗн пӗрлехи тӗллев – бюджет ҫаврӑнӑҫу­лӑхне ӳстересси, бюджет тытӑмӗн шайлашусӑр­лӑхӗ йӗркеленес хӑ­руш­лӑха чакарасси, ҫавӑн пекех бюджет политикин вӑтам вӑхӑт­лӑх­ри тата вӑрах вӑхӑтлӑхри малашлӑх приоритечӗсене па­лӑр­тасси.

Эпир бюджет сферинче тӑрӑшакан мӗн пур ӗҫченӗн ӗҫ укҫине гарантиленӗ майпа ӳстеретпӗр. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗн­чен пуҫласа бюджет сферинче ӗҫлекенсен ӗҫ тӳлевӗн фондне 12 процент ытла пысӑклатнӑ.

Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн йышӑнӑвӗпе килӗшӳл­лӗн кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫине пу­рӑнма кирлӗ виҫе шайне (11 163 тенке) ҫитермелле, урӑх­ла каласан, вӑл 2017 ҫулхи шайпа танлаштарсан, 43 процент чухлӗ пысӑк­ла­нать. Ҫакӑ Чӑваш Енре ӗҫлеме пултаракан ха­лӑхӑн 10 процентне е 30 пине яхӑн ҫынна пырса тивет.

Ҫав хушӑрах патшалӑх тата муниципалитет учрежденийӗсенче ӗҫ­лекенсен кӑна мар, ҫавӑн пекех мӗн пур организаципе пред­при­яти ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи те ӳсмелле.

Ҫавӑнпа та Раҫҫей Президенчӗн пуҫарӑвне пурнӑҫлас тӗл­лев­пе мӗн пур юридици сӑпачӗн тивӗҫлӗ укҫа-тенкӗ ре­сур­сӗ­се­не малтанах хатӗрлесе хумалла тесе шутлатӑп.

Ҫирӗп шайри финанс политики, бюджет пурнӑҫ чӑнлӑхӗсемпе та­­чӑ ҫыхӑнса тӑни, унӑн шайлашулӑхӗ, патшалӑх парӑмӗ йӗр­кел­лӗн чакса пыни – социаллӑ тивӗҫсене пурнӑҫлассине ҫирӗп­летекен шанчӑклӑ паллӑ, граждансем тата бизнес-пӗрлӗхӗ влаҫ органӗ­сен ӗҫ-хӗлӗ тӗлӗшпе палӑртакан шанӑҫ никӗсӗ, лайӑх шайри ӗҫлӗ климата сыхласа хӑвармалли тӗп услови.

Паян республикӑра Чӑваш Республикин патшалӑх программисемпе пӗрлештернӗ 15 приоритетлӑ проектӑн тата стратеги ҫул-йӗ­рӗллӗ 8 прог­раммӑн портфельне йӗркелесе ҫитернӗ.

Республика экономикин апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе, импор­та улӑшта­рас­сипе, сывӑ тата пахалӑхлӑ апатланупа тивӗҫ­те­рес­сипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама пулӑшакан тӗп пайӗ­сен­чен пӗри вӑл – агропромышленноҫ комплексӗ.

Ял хуҫалӑхӗ паян пысӑк технологиллӗ, инвестицисем хывма илӗр­текен отрасль шутланать. Вӑл ҫирӗп те кал-кал аталанса пырать.

Чӑваш Енри тавар туса илекенсен экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан продукцие Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи рыноксенче  пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Хӑйсене рынокра лайӑх енчен кӑтартса па­нӑ «АККОНД», «Вӑрнарти аш-ка­кай комбиначӗ», «Етӗрнесӗт»,  «Букет Чувашии», «Ольдеевская» агрофирма, «Чӑвашҫӑкӑрпродукт», «Чӑвашпотребсоюз» пек ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен предприятисен шучӗ ытларах пулмалла.

Ял хуҫалӑх производстви ӳссе пынӑ лару-тӑрура тирпейлекен отрасльти производство хӑвачӗсене малалла вӑйлат­са пырасси, рынока «Сывӑ апатлану» брендпа туса кӑларнӑ апат-ҫимӗҫӗн ҫӗнӗ продукчӗсемпе тухасси ҫитес ҫулсенчех чи пӗлтерӗшлӗ тӗллев­сен­чен пӗри пулса тӑрать.

Юлашки ҫулсенче республика фермерӗсем производствӑн кал-кал ӳсӗмне тивӗҫтерчӗҫ: тупӑшсем 5 ҫул хушшинче 11 хут, мӑй­ракаллӑ шултра выльӑх шучӗ – 7 хут ытла, акса-лартса илекен ҫӗр­сен лаптӑкӗ – 6,5 хут, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче ӗҫле­кен ҫынсен шучӗ 4 хут ытла ӳснӗ.

Республикӑра ял хуҫалӑхӗн малашнехи аталанӑвне ком­п­лекслӑ майпа, пысӑк аграри комплексӗсемпе фермер хуҫалӑхӗ­сен кооперацине тивӗҫтерсе, йӗркелемелле тесе шутлатӑп. Ҫав хушӑрах ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен тӗп тӗллевӗ – тирпейлекенсене паха чӗр таварпа тивӗҫтересси.

Агропромышленноҫ комплексӗнче техника тӗлӗшӗнчен ҫӗне­тес ӗҫе малалла тӑсмалла, ял хуҫалӑхӗнче энергипе тивӗҫтерессине ӳстермелле.

Ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен кашни гектарне ҫаврӑнӑша кӗртмелле. Ҫӗр­семпе усӑ курни кӑна мар, цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртсе, тӑп­ран агрохими тытӑмӗ ҫинчен калакан информацие пӗтӗмлетсе, ҫӗр­семпе усӑ  курнин пахалӑхне хак парса пысӑк та пахалӑхлӑ тухӑҫ туса илни пӗл­те­рӗшлӗ.

Ҫывӑх ҫулсенчи чи пӗлтерӗшлӗ тӗллев – ял ҫӗрӗнче кадрсем ҫитменнипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса парасси. Пурнӑҫ кӑтартнӑ тӑрӑх, специалистсене вӗрентсе хатӗрлемелли калӑпӑш­сене ӳстер­ни кӑна агропромышленноҫ комплексне пысӑк ӑсталӑх­лӑ кадр­семпе тивӗҫтерме пулӑшаймасть.

Ял хуҫалӑх организацийӗсем кадрсем ҫитменнине ан туйччӑр тесен специалистсене вӗрентсе хатӗрлекен тытӑм туса хумалла, вӑл аграри вӗренӳ учрежденийӗсене хӑйсен професси ҫул-йӗрне мал­­танах ҫирӗппӗн палӑртса хунӑ ҫамрӑксене явӑҫтарма пу­лӑшӗ.

Муниципалитет районӗсен, ял хуҫалӑх организацийӗсен пуҫ­лӑхӗсен ҫакна лайӑх ӑнланса илмелле: ялти ӗҫ пӗлтерӗшне конкуренцие юрӑхлӑ туса кӑна ҫамрӑксене ялсемпе саласенче хӑвармалли ла­йӑх ни­кӗс хывма пулать.

Ҫамрӑк ҫынсем ялта пурӑнма кӑсӑк, ту­пӑшлӑ тата хӑтлӑ пулнине ҫирӗппӗн туйса тӑмалла.

Ял ҫӗрӗнчи вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗн, культура тата спорт сферисенче ко­н­курентлӑ специалистсем пулма, ял хуҫалӑх про­дукцийӗн тухӑҫ­лӑ производствине йӗркелеме ӗмӗтлене­кен ҫамрӑксем ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла.

Министрсен Кабинечӗн умне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле кадрсене яла явӑҫтарас тӗллевпе професси суйласа илме пу­лӑшас ӗҫ программине туса хатӗрлеме тӗллев лартатӑп.

Пӗлтӗр эпӗ вырӑнти пуҫарусене тӗпе хуракан общество ин­фра­тытӑмне аталантармалли проектсене пурнӑҫласси ҫинчен калакан указа алӑ пусрӑм. Ӑна пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ пӗрремӗш ҫулах ҫакна тепӗр хут кӑтартса пачӗ: пирӗн ялсенче тӑван тӑрӑха ти­вӗҫ­лӗн аталантарас ӗҫе тухӑҫлӑн хутшӑнма хатӗр харсӑр та хастар чунлӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫакна ҫирӗп­летекенни – пӗлтӗрхи 103 проект. 2018 ҫул валли ял ҫын­ни­сенчен ик ҫӗр ытла сӗнӳ килнӗ те ӗнтӗ.

Пуҫаруллӑ бюджет йӗркелӗвне чӑвашсен йӑлана кӗнӗ нимипе танлаштарма пулать, вӑл пулӑшнипе пӗлтерӗшлӗ тӗллев­сене ха­лӑх­па, пӗтӗм йышпа татса параҫҫӗ. Халӑха кирлине шута илсе, вы­рӑнти пуҫа­русене эпир вӑрах вӑхӑтлӑх малашлӑхра та пулӑшма хатӗр.

Хисеплӗ ӗҫтешсем! Хисеплӗ депутатсем!

2017 ҫул, ун умӗнхи пекех, ҫурт тӑвакан организацисемшӗн кӑт­кӑс пулчӗ тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянасси чакса кайнӑ условисенче иртрӗ.

Малтанхи кӑтартусем тӑрӑх, «Строительство» ӗҫ-хӗлӗ енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсен калӑпӑшӗ, 2016 ҫулхи шайпа илсе пӑхсан, 95,3 процентпа танлашнӑ. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярасси – 96 процент, нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре ӗҫе кӗртесси пӗлтӗрхи шайран 0,8 процент иртнӗ, харпӑр хӑй валли тӑвакан ҫурт-йӗр строительствинче кӑтартусем 15 процент чакнине шута илнӗ.

Чӑваш Ен строительство отраслӗн малалла аталан­ма пысӑк вӑй-хӑват пур. 

Пӗлтӗр 2013-2017 ҫулсем валли йышӑн­нӑ "Граждансене Чӑваш Республикин тер­ри­торийӗнче выр­наҫнӑ ишӗлекен ҫурт-йӗр фон­дӗн­чен куҫарасси" респуб­ликӑн адреслӑ прог­раммине пурнӑҫлас­сине тулли калӑ­пӑшпа вӗҫленӗ.

Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ программӑна пурнӑҫлама 5 миллиард тенке ях­ӑн тӑкакланӑ, 12 857 ҫын хӑйӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗр ус­ло­ви­йӗ­сене  ла­йӑхлатнӑ.

Программӑна пурнӑҫланӑ, анчах ҫивӗч ыйту татӑлман. Паянхи кун тӗлне 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ишӗлекен ҫурт-йӗр тесе йышӑннӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсен шучӗ 190-па танлашать.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне граждансене, вӗсен социаллӑ статусне шута илсе, пурӑнмалли ҫурт-йӗр ус­ло­вийӗсене  лайӑхлатма патшалӑх пулӑшу парассине малалла тӑсма хушатӑп. Федераци шайӗнче тивӗҫлӗ йышӑнусем тунӑ хыҫҫӑнах 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ишӗлекен ҫурт-йӗр тесе йышӑн­­нӑ пу­рӑн­мал­ли ҫурт-йӗр фондне пӗтермелли программӑна туса хатӗрле­мелле тата ҫирӗплетмелле.

Федераци центрӗпе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине пула бюджет ук­ҫи-тенкин пысӑк калӑпӑшне ку чухнехи социаллӑ объектсем тума, граждансен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма яраҫҫӗ. Сӑмахран, 2017 ҫулта строительство енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсен пӗ­тӗмӗшле калӑпӑшӗ 36 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашнӑ, ҫав шутран чӗрӗке яхӑн пайӗ строительство ор­ганизацийӗсемшӗн га­рантиленӗ патшалӑх заказӗн тӳпи!

Ҫав хушӑрах, строительство ӗҫӗсем пынӑ тапхӑрта эпир час-ча­сах проект докуменчӗсенче техника йышӑнӑвӗсене тӗплӗн ӗҫ­лесе ҫитерменнипе е кирлӗ пек шута илменнипе тӗл пулатпӑр. Ҫак ҫитменлӗхсем проект докуменчӗсене тӳрлетӳсем кӗртме хис­теҫҫӗ, объ­­е­к­тсен строительствине чарса тӑраҫҫӗ тата чылай чухне вӗсене хута ямалли вӑхӑт вӑраха тӑсӑлса каяс хӑрушлӑх кӑ­ларса тӑра­таҫ­ҫӗ.

Патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн хисеплӗ заказчикӗсем, строитель­­­ство отраслӗн организацийӗсен ертӳҫисем, социаллӑ объектсе­не проектлас ӗҫе пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫламалла. Ку чухнехи меслетсемпе усӑ курмалла, вӗсем технологи йышӑнӑвӗсене те, вӗсем пӗр-пӗринпе мӗнлерех ҫыхӑнса-шайлашса тӑрассине те малтанхи тап­хӑр­тах тӗплӗн тишкерсе хак пама май параҫҫӗ. Ҫав хушӑрах пирӗн хуласен хӳхӗм сӑн-сӑпатне сыхласа хӑварни те пӗ­л­терӗшлӗ. 

Унсӑр пуҫне, ҫитес ҫулсенче пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр строительствин калӑпӑшне ӳстермелле. Ҫакӑн валли кирлӗ пек майсене туса хунӑ. 2010 ҫултан пуҫласа ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 2 пин гектар ытларах ҫӗре пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви валли уйӑрса панӑ, ҫав шутран 40 процентне тӗллевлӗн усӑ курнӑ.

Асӑннӑ лаптӑксене усӑ курас енӗпе хӑйсен ҫине тивӗҫ илнӗ ҫурт-йӗр тӑвакансен пурӑнмалли ҫурт-йӗре, тата ытти объекта палӑртса хунӑ сроксенче хута ярас тесен строительство ӗҫне вӑхӑтра йӗрке­лемелле. Ҫурт-йӗр строительстви валли уйӑрса панӑ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр­сем пу­шӑ выртмалла мар, вӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курмалла!

Халӑх пурӑнакан вырӑнсене тата общество хутлӑхӗсене тирпей-илем кӗртесси пурне те пырса тивекен кирлӗ ӗҫ шутланать. Хамӑр пурӑ­на­кан картиш сӑн-сӑпачӗ, унта ҫутӑ та таса пулни, йывӑҫ-тӗм, чечек клумбисем, уҫӑлса ҫӳре­мелли тата ачасем валли канмалли вырӑнсем, мел­лӗ саксем, автомобиль тӑратмал­ли вырӑнсем пурри-ҫукки кашни ҫыншӑнах пӗлтерӗшлӗ.

Ҫынсен шухӑшне шута илсе эпир ку чухнехи хула хутлӑхне йӗр­келес, картиш территорийӗ­семпе общество хутлӑхӗсене тирпей-ил­ем кӗртес ӗҫе малалла тӑсатпӑр.

Министрсен Кабинетне министерствӑсемпе ведомствӑсен, вырӑн­ти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлне йӗркелесе пыма, прог­рам­ма мероприятийӗсене республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗ­шӗн пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫлассине тивӗҫтерме хушатӑп.

Пурнӑҫӑн хӑтлӑ условийӗсене лайӑх пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗ­сем­сӗр йӗркелеме май ҫук.

2017 ҫулта ҫул-йӗр хуҫалӑхне аталантарма Чӑваш Ен истори­йӗн­че халиччен пулман укҫа-тенкӗ калӑпӑшне уйӑрнӑ – 5 миллиард та 254 миллион тенкӗ.

Эпир федерацин ҫул-йӗр хуҫалӑх ӗҫӗнчи программисене хастарлӑн хутшӑнатпӑр, вӗсен шайӗнче, сӑмахран, Шупашкарти Мускав кӗперӗ юсанса ҫӗнелет, ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑн­сенче ҫул тӑвас ӗҫ пурнӑҫланать.

Кӑҫал республика «Раҫ­ҫей Федерацийӗн субъек­чӗсен пурӑн­мал­ли ҫурт-йӗр строительствин аталанӑвӗн программисене хавхалантарасси» про­г­­рам­­мӑ­на хутшӑнать. Халь тӑва­кан микрорайонсенче 5 километр ытла ҫӗнӗ ҫулсем тумалла. 

Раҫҫей Президенчӗн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫла­накан «Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем» Раҫҫей Федерацийӗн стратегиллӗ аталанӑвӗн приоритетлӑ проекчӗн шайӗнче кӑна респуб­ликӑра 95 километр тӑршшӗ автомобиль ҫулӗсене юсанӑ. Асӑннӑ пу­ҫарӑва Чӑваш Енре пурӑнакансем те ырласа йышӑнчӗҫ.

Кӑҫал «Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем» проект шайӗнче 143 километр тӑршшӗ автоҫула юсама тата юсаса ҫӗнетме 1 миллиард та 461 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ, ҫав шутра федераци бюдже­тӗн­чен – 730 миллион тенкӗ. Пирӗн тӗллев – автомобиль ҫулӗсен тытӑмне тивӗҫлӗ шайра тытса тӑрасси.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Хӑрушлӑхсӑр тата усӑ курма меллӗ общество транспорчӗ, ӑна ӗҫ­лет­терекен лайӑх шайри логистика – республикӑра пурӑнакан ҫын­сен социаллӑ хӑй туйӑмлӑхӗ ҫине витӗм кӳрекен пӗлтерӗшлӗ фактор. Паян пассажирсем турттарас ӗҫре малта пыракан предприятисенче – «Чӑ­вашавтотрансра» тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи троллейбус управленийӗсенче – кӑткӑс лару-тӑру йӗр­ке­лен­­нине палӑртмасӑр иртме ҫук.

Министрсен Кабинечӗн, асӑннӑ хуласен администрацийӗсен ҫи­вӗч ыйтусене татса пама ӑнӑҫлӑ майсем тупмалла.

Транспорт пулӑшӑвне уйрӑм ҫынсем кӳрекен ӗҫре те йӗрке тумалла. Республикӑра пурӑнакансем маршруткӑсен водителӗсем ҫул-йӗр правилисене тӑтӑшах пӑсни пирки ӳпкелешеҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне, вӗсем уйрӑм маршруткӑсенче ҫӳревшӗн укҫасӑр тӳлесе та­тӑлмалли терминалсем ҫуккишӗн кӑмӑлсӑр пулнине палӑр­­таҫҫӗ. Паллах, ҫакӑ пассажирсен правине хӗсӗрлет. Укҫасӑр татӑлу пас­сажирсемшӗн ансатрах та, пайталлӑрах та. Хулари маршруткӑ­сем­пе ҫӳренӗшӗн укҫасӑр татӑлни, укҫалла тӳленипе танлаштарсан, 18 процент, хула ҫумӗнчи маршруткӑсенче вара – 25 процент йӳнерех ларать. Министрсен Кабинетне вырӑнти хӑй ты­тӑмлӑх органӗсемпе, тӗрӗслев-асӑрхав ӗҫне пурнӑҫлакан органсемпе пӗрле хальхи лару-тӑрӑва комплекслӑн хак пама тата кӑҫалхи I квартал вӗҫне граждансен интересӗсене хӳтӗлес тӗллевпе татӑклӑ мерӑсем йышӑнма хушатӑп.

Кун йӗркинче – пысӑк та пӗлтерӗшлӗ, ҫав шутра инвестици илӗр­тӳ­лӗхӗ тӗлӗшӗнчен курӑмлӑ шутланакан проектсене пурнӑҫ­лас­си.

Паллӑ ӗнтӗ, Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр пайӗ урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ «Мускав – Хусан» чукун ҫул магистралӗ иртмелле. Республикӑра пурӑнакансене магистраль иртекен территорире урӑх объектсене вырнаҫтарни саккунсӑр ӗҫ пулнине, тунӑ килӗшӳсене вара – ниме тӑманнисем тесе йышӑнассине шута илме ыйтатӑп.

Чӑваш Республикин Правительствине Етӗрне, Муркаш, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле «Раҫҫей чукун ҫулӗсем», «Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистральсем» акционерсен обществисене республика территорийӗнче пысӑк хӑ­вӑртлӑхлӑ магистраль тумалли проекта пурнӑҫлас ӗҫре малашне те пулӑшса пыма хушатӑп.

Республикӑн транспорт комплексӗнчи вӑйсӑр сыпӑк вӑл – Шупашкар хулин сывлӑш хапхи.

Хальхи вӑхӑтра самолетпа вӗҫме кӑмӑллакан ҫынсен шучӗ па­лӑрмаллах ӳсрӗ. Пӗлтӗр эпӗ хамӑн Ҫырура авиапассажирсен шутне 200 пине ҫити ӳстерме пулни пирки палӑртнӑччӗ. Ҫак тӗллеве эпир пурнӑҫларӑмӑр. 2017 ҫул Шупашкар аэропорчӗшӗн рекордлӑ ҫул­талӑк пулчӗ: 250 пин пассажира йышӑнса ӑсатнӑ. Анчах та кирлӗ чухлӗ турттару ӗҫне туллин пурнӑҫлас тесен пирӗн аэровокзал халь­хи вӑхӑтри мӗн пур требование тивӗҫтермелле.

2020 ҫул тӗлне аэровокзала юсаса ҫӗнетессине вӗҫлеме тӗллев лартатӑп. Чӑваш Ен Транспорт министерствин Шупашкар хулин адми­нистрацийӗпе пӗрле кӑҫалхи III кварталта аэропортпа ҫуммӑн 250300-тен кая мар автомобиль тӑратмал­ли вырӑн тӑвассипе ҫы­хӑннӑ ый­­тӑва татса памалла.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

2017 ҫулта эпир ҫул ҫинчи транспорт инкекне пула ҫын вилессин кӑтартӑвне 21,5 процент чухлӗ чакарма пултартӑмӑр. Ҫакна пӑх­масӑр, транспорт инкекӗсен йывӑрлӑхӗн пысӑк кӑтартӑвӗ ҫи­вӗч ыйту пулма пӑрахмасть. Статистика палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт инке­кӗнче шар курнӑ ҫынсен 76 проценчӗ, йывӑр сурансене пула, авари пулнӑ вырӑнтах вилет.

Чӑваш Ен Транспорт министерствине муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен администрацийӗсемпе пӗрле ҫул ҫинчи транспорт аварилӗхӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва лайӑхлатма тата автомобиль ҫу­лӗсен хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме пулӑшакан хушма мерӑсен комплексне  туса хатӗрлеме хушатӑп.

Чӑваш Ен Сывлӑх министерствин ҫул ҫинчи инкексенче аманнӑ ҫынсене медицина пулӑшӑвӗ парассипе ҫыхӑннӑ логистикӑна паха­лӑхлӑн ҫӗ­нетсе йӗрке­лессине тивӗҫтермелле, унта инкек тӳснисене сиплев учрежденине май килнӗ таран хӑвӑртрах илсе ҫитерессине, ҫавӑн пекех вӗсене тулли шайпа реабилитаци ирттермелли тата йӗркеллӗ пурнӑҫ патне тавӑрма пулӑ­шмалли майсене пӑхса хӑ­вармалла.

Паян эпир халӑх сывлӑхӗн кӑтартӑвӗсене лайӑх енне улӑ­ш­тартӑмӑр тесе ҫирӗплетсех калама пултаратпӑр.

Нумай пинлӗ врачсен ҫарӗн ӗҫне хак памалли тӗп виҫесенчен пӗри пурнӑҫ тӑршшӗн ӳсӗмӗ шутланать. Пӗлтӗр вӑл рес­пуб­ликӑра халиччен сӑнаса-палӑртса тӑнӑ ҫулсенчи чи пысӑк кӑтар­тӑва ҫитрӗ тата 72 ҫултан кӑшт кӑна сахалрах шайпа танлашрӗ. 

Юлашки вунӑ ҫулта 85 ҫултан аслӑрах ҫынсен шучӗ 1,7 хут ӳсрӗ, 100 ҫул урлӑ каҫнӑ вӑрӑм ӗмӗрлисен йышӗ юлашки 5 ҫулта кӑна 2 хута яхӑн ӳссе 99 ҫынпа танлашрӗ. Ҫакӑ эпир тӗплӗ шутласа тытса пыракан демографи политикин кӑтартӑвӗ!

Нумай пурӑнаслӑха пирӗн хастарлӑ тата ӑнӑҫлӑ тума пулӑш­мал­ла. Республика Правительствине ватӑ ҫынсене пурнӑҫра хӑйсене йӗркеллӗ туйма пулӑшакан майсене сыхласа хӑварма тата анлӑ­латма кирлӗ инфратытӑм туса хумалли тата ӑна аталантармалли ком­плекслӑ ӗҫе  йӗркелеме хушатӑп.

Паян пирӗншӗн хальхи вӑхӑт кӑларса тӑратнӑ тӗп чӗнӳсенчен пӗри ача ҫураласлӑх чакни пулса тӑрать. Ача ҫуратма пултаракан ӳсӗм­ри хӗрарӑмсен шучӗ сахалланса пырать. Ҫавӑнпа та паян пи­рӗн хамӑр вӑя ҫу­раласлӑх чакнине саплаштармалли пайӑр ӗҫ­сене, искусствӑлла майпа ача ҫуратассипе тата аборт тӑвассине асӑрхат­­та­рас­сипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене, пурнӑҫлама ямалла.

Кашни хӗрарӑмах ача амӑшӗн савӑнӑҫне туллин туйтӑр тесе мӗн кирлине пурне те тумалла. Ачасем вӗсем – телей, нумай ачаллӑ ҫемье вара – питех те лайӑх! 

Кунта эпӗ каллех воспитани теми патне таврӑнатӑп. Пирӗн хамӑ­рӑн ачасен ача ҫуратма пултармалли сывлӑхне сыхласа хӑвар­малла кӑна мар, ҫавӑн пекех вӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине йы­шӑн­ма, йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене ӑша хывма вӗрентсе ӳстермелле.

Патшалӑх влаҫӗн мӗн пур органӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх орга­нӗсен, общество институчӗсен демографи кӑтартӑвӗсене лайӑхлат­­ма пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлемелле. 

Палӑртса хӑварас тетӗп: Росстат кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Республики пӗлтӗр федерацин Атӑлҫи округӗнче 1000 ҫын пуҫне тиве­кен уйрӑлусен чи пӗчӗк шайӗпе 1-мӗш вырӑна тухнӑ, Раҫ­ҫей Фе­дерацийӗн субъекчӗсен хушшинче республика ку тӗлӗшпе 8-мӗш вы­рӑнта­ тӑрать. 

«Медицина кашнин валли» – ҫитес виҫӗ ҫула па­лӑртакан ҫӗнӗ проект, вӑл пациентсене лайӑх пахалӑхлӑ тата усӑ курма меллӗ медицина пулӑшӑвӗпе туллин тивӗҫтерме май парать!

Эпир Раҫҫейре пуҫласа пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗсен анлӑ тытӑмне туса хутӑмӑр.

Ял ҫӗрӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсене тӑвас ӗҫ ӑнӑҫ­лӑн пур­нӑҫланать. Ҫавна пула пӗлтӗр кашни тӑваттӑмӗш фельдшерпа акушер пунктне ҫӗнетрӗмӗр.

Юлашки виҫӗ ҫулта кӑна пурӑнмалли вы­рӑнпа юнашарах выр­наҫнӑ ку чухнехи 11 ҫӗнӗ  поликлиника уҫрӑмӑр.

Шупашкар хулин варринче нумай профильлӗ поликлиника тума тытӑнни те  пӗлтерӗшлӗ пулӑмсен шутӗнче.

Юлашки ҫулсенче медицина учрежденийӗсен сетьне тӗпрен юса­са ҫӗнетнӗ. Пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ памалли виҫӗ шай­лӑ тытӑм туса хунӑ.

Уйрӑм аудиторисенче мана больницӑсемпе поликлиникӑсене пӗрлештернине пула медицина ӗҫченӗсен шучӗ сахалланни пирки калаҫҫӗ. Палӑртса хӑваратӑп: администраципе управлени ӗҫченӗсен йышӗ кӑна чакать.

Унсӑр пуҫне, ҫу уйӑхӗнчи указсен шайӗнче медицина ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи тӳ­лес енӗпе палӑртнӑ тивӗҫсене эпир туллин пурнӑҫлатпӑр. 2018 ҫулта вӗсен ӗҫ укҫин шайӗ палӑрмаллах ӳсет. Сӑмахран, врачсен вӑл 41 процент чухлӗ пысӑкланса вӑтамран 48 пин тенке ҫитет, медсестрасен вара – 27,7 процент ӳссе 24 пин тенкӗрен ытларах пулать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Ку чухнехи темле  лайӑх инфратытӑм та хӑй кӑна, пысӑк ӑсталӑхлӑ медицина ӗҫченӗсемсӗр пуҫне, ниме те тӑмасть.

Пирӗн сывлӑх сыхлав сфери­­не кадрсемпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе тӑ­тӑшах ӗҫлемелле. Уйрӑмах ҫак ыйту ял ҫӗрӗнчи сиплев уч­реж­де­нийӗсенче ҫивӗч тӑрать.

Палӑртса хӑваратӑп:  федерацин «Земство тухтӑрӗ» программи­не пурнӑҫлани ялти медицина организацийӗсене 371 врача явӑҫ­тарма май пачӗ.

Депутатсемпе пӗрле эпир «Земство тухтӑрӗ» програм­мӑн ме­роприятийӗсене анлӑлатасси ҫинчен калакан пуҫарупа федераци шайне темиҫе хутчен те тухрӑмӑр. Ҫавна пула 2018 ҫулта программа вӑйӗ пӗчӗк хуласене те пырса тивмелле. Унсӑр пуҫне вӑл фельдшерсем валли те пулӑшу палӑртать, вӗсене 500 пин тен­кӗлӗх тӳлев уйӑрса пама тытӑнаҫҫӗ. Палӑртса хӑваратӑп: ҫакӑ медиксене ялта ӗҫ­леме хавхалантармалли витӗмлӗ сӑлтав!

Студентсене тӗллевлӗн вӗренме илни вара ҫак пулӑшӑвӑн ту­хӑҫ­лӑх­не ӳстермелли лайӑх мел пулса тӑрӗ.

Сывлӑх сыхлавӗн министерстви умне кадрсене суйласа илес ӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫлама тӗллев лартатӑп: пӗчӗк хуласене тата яла чи тивӗҫлисем ӗҫлеме килмелле! 

Пӗлтӗр тытӑмлӑн, планпа килӗшӳллӗн ӗҫленине пула халӑх шыҫӑсенчен вилесси 8 процент чакрӗ. Ҫакӑ юлашки пилӗк ҫул­та пуҫласа пулса иртрӗ!

Протонлӑ-ядерлӑ терапин шыҫҫа «пӑнчӑран» пуҫласа тӗрӗс­лесе тӑма май паракан, чирлӗ ҫын пурнӑҫне кӑна мар, унӑн пахалӑхне те сыхласа хӑварма пулӑшакан инновациллӗ технологийӗсем ҫӗнӗ ҫи­тӗнӳсен резервӗ пулса тӑмалла! Ку ыйтӑва хам тӗрӗс­лесе тӑма палӑртатӑп тата  кăҫал Ядерлă медицина центрĕн оборудованине ĕҫе кĕртме тĕллев лартатăп. 

Чӑваш Енре медицина туризмӗ кал-кал аталанать. Килсе ҫӳре­мелли медицина туризмӗн кӑтартӑвӗ юлашки пилӗк ҫул хушшинче ҫи­рӗп­пӗн ӳссе пырать. Раҫҫейӗн ытти регионӗнчен килнӗ пациентсен шучӗ 7 процент чухлӗ пысӑкланнӑ.

Ытларах травматологипе орто­педи, офтальмологи, чӗ­репе юн тымарӗсен хирургийӗ, онкологи, стоматологи енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗ­сем хи­сепре. Ҫакӑ пирӗн медицина учрежденийӗсен, Чӑваш Ен медицина ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗн конкурентлӑхне тепӗр хут ҫирӗп­летсе пани шутланать. 

Паллӑ ӗнтӗ, медицинӑна миллиардшар тенкӗлӗх инвестицисем хывма, сиплевӗн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тата паха технологийӗсене ӗҫе кӗрт­ме пулать, анчах та пурпӗрех чи кирли вӑл – ҫын хӑйӗн сыв­лӑхӗ­шӗн яваплӑ пулни. Ҫынсене хӑйсен сывлӑхне мӗн пӗчӗкренех типтерлӗн упрама вӗрентмелле.

Ачасен сывлӑхне сыхлас енӗпе шкул медицинин ҫӗнӗ профи­лак­тика модельне туса хуни пӗлтерӗшлӗ проектсен шутне кӗчӗ.  «Шкул ме­дицини» проект шкул ачисен сывлӑхне ҫирӗплетме, ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн сывлӑхпа ҫыхӑннӑ яваплӑхне ӳстерме пулӑшать. Про­ект хальлӗхе Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти сакӑр шкулта, ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнче пурнӑҫланать. Каярахпа унӑн чи лайӑх тӗслӗхӗсемпе пӗтӗм республика территорийӗнче усӑ курма тытӑнӗҫ.

 Паян физкультурӑпа спорт валли вӑхӑт уйӑрасси кашни ҫемьешӗн тенӗ пекех кулленхи пурнӑҫ йӗрки пулса тӑчӗ.

Патшалӑхпа муниципалитет влаҫӗн органӗсен, общество орга­низацийӗсен тӗллевӗ – мас­сӑллӑ спорта малалла аталантарма майсем туса парасси, республикӑра пурӑнакансен спортпа ҫы­хӑннӑ канӑвне йӗркелеме пулӑшас­си. ГТО комплексӗ физкуль­турӑпа массӑллӑ спорта малалла аталантармалли тӗп проект шутланать.

Унсӑр пуҫне, хальхи хула инфратытӑмне, парк тӑрӑ­хӗ­сене физ­куль­ту­­рӑпа туслашма пулӑшмалли майсемпе тивӗҫ­тер­мелле, ҫам­рӑк­сен хушшинче хальхи вӑхӑтра хисепри спорт тӗсӗ­се­не аталантарма условисем туса памалла.

Кӑҫал Раҫҫейре спорт тӗнчинчи чи паллӑ пулӑм – тӗнчери футбол чемпионачӗ – иртет. Шупашкарта ҫавна май «Спартак» тата «Олимпийский» стадионсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ пурнӑҫланать. Пирӗн тӗл­ле­в – спортра тата туризм енӗпе усӑ куракан мӗн пур ин­фратытӑм объектнех палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне хатӗрлесе ҫитерессине тивӗҫтерес­си. Палӑ­рт­­са хӑваратӑп: ҫав тӗнчери чи ҫӳллӗ стандартсене тивӗҫтерекен спорт сооруже­ни­йӗсемпе ка­ярах республикӑ­ра пурӑнакансен интересӗсемшӗн усӑ курӗҫ.

Хисеплӗ депутатсем!

Республика Правительстви граждансене социаллӑ хӳтлӗх па­­рассипе ҫыхӑннӑ мӗн пур тивӗҫе ҫирӗппӗн пурнӑҫласа пырать.

2017 ҫулхи пирӗн тӗп ҫитӗнӳсенчен пӗри – нумай ачаллӑ ҫемье­сенче ача ҫуралсан паракан укҫа тӳлевне ҫӗнӗрен памалла туни.

Эсир пӗлетӗр: ку ыйтӑва татса парассишӗн эпир сахал мар ӗҫле­рӗмӗр. Пирӗн пӗр хутчен мар ыйтса ҫырнисене шута илчӗҫ. Укҫа-тенке пӗрле уйӑрмалли виҫесене улӑштарнине пула ҫемьесем виҫ­ҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем валли кашни уйӑхра паракан тӳ­леве илме тытӑнаҫҫӗ.

Эпир шанатпӑр: Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн пуҫарӑвӗсем демографи лару-тӑрӑвне тӗпрен улӑштарма май парӗҫ.

Вӗсен шутӗнче – амӑшӗн капиталне 2021 ҫулччен тӑсни; кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пӗрремӗш ача ҫурал­сан кашни уйӑхра укҫа памалла туни. 

Унсӑр пуҫне, кивӗ ача-пӑча поликлиникисене юсаса ҫӗнетме тата ҫӗн­нисене тума палӑртнӑ. Ача сачӗсенчи тата ясли ушкӑнӗсенчи черетсене пӗтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва уйрӑмах тимлӗн тишкерме йышӑннӑ. 

Ҫитес 5 ҫулта иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш ача ҫуралакан ҫемь­есем ипотека кредичӗ тӗлӗшпе патшалӑх пулӑшӑвне илме пултараҫҫӗ. Вӗсене ҫулталӑкне 6 процентран ытларах процент ставкине тӳлеме субсиди уйӑрса параҫҫӗ.

 Малтанхи хаклав тӑрӑх, пирӗн республикӑра патшалӑхӑн асӑн­нӑ пулӑшӑвӗпе 5,5 пине яхӑн ҫемье усӑ курма пултарать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

2017 ҫул Раҫҫейре Экологи ҫулталӑкӗн паллипе иртрӗ. Чӑваш Енре «Таса ҫӗршыв» тата «Атӑла сыватасси» евӗр проектсем старт илчӗҫ.

Кӑҫал Шупашкар хулинчи коммуналлӑ хытӑ каяшсен хупӑ, санк­циленӗ ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртмелли техника тапхӑрӗ вӗҫле­нет. Ҫав тӗллевсем валли 330 миллион тенкӗ ытла уйӑрма па­лӑртнӑ. Ку вӑл пысӑк ӗҫӗн пуҫламӑшӗ кӑна.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн, вырӑнти хӑй тытӑм­лӑх органӗсен умне коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухмалли тата вӗ­сене ӗҫе ямалли хупӑ цикллӑ, каяшсене чавса чикмелли калӑ­пӑш­сене ҫулсерен чакарассине тата вӗсене тир­пей­ле­мелли калӑпӑш­се­не ӳстерессине ти­­вӗҫтерекен ты­тӑм туса хума тӗллев лартатӑп.

Коммуналлӑ хытӑ каяшсене уйӑрса пуҫтарассине йӗркелемелле. Ҫакӑ экологин ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас енӗпе палӑрмаллах мала иртме май парать.

Халӑха шывсен япӑх витӗмӗнчен хӳтӗлес тӗллевпе пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти биологи мелӗпе тасатакан сооруженисен виҫҫӗ­мӗш че­ретне тума тытӑннӑ.

Палӑртса хӑварас тетӗп: асӑннӑ проекта ӗҫе кӗртнине пула Чӑ­ваш Енре пурӑнакансен ҫурринчен ытларах пайӗн пурнӑҫри экологи тӑнӑҫ­лӑхӗ лайӑхланать. 

2025 ҫулччен Сӗнтӗрвӑрринче тата Етӗрнере биологи мелӗпе тасатакан сооруженисене юсаса ҫӗнетмелле тата тумалла, Шупаш­карта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫумӑр шывӗсемпе каяш шывсене тасатакан вырӑнти сооруженисене туса хута ямалла.

Хисеплӗ депутатсем!

Эпир хамӑрӑн историпе, культурӑпа тата йӑла-йӗркепе мӑнаҫла­натпӑр. Ҫавна май вӗсене килес ӑрусемшӗн сыхласа хӑварас енӗпе мӗн кирлине йӑлтах тумалла. «Культура еткер­лӗхӗ» проекта пу­­р­­нӑҫлама тытӑнмалла тесе шутлатӑп.

Культурӑпа кану учрежденийӗсен тытӑмне аталантарас тата  ку­льтурӑпа искусство учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес енӗпе анлӑ ӗҫ пырать те ӗнтӗ.

Ял ҫыннисем ыйтнипе «Пӗрле пурӑнмалла – пӗрле ӗҫлемелле!» халӑх программи шайӗнче ялти культура ҫурчӗсем тӑвассине па­лӑртса хӑварнӑ. Куратӑр ӗнтӗ, эпир хамӑр шантарнине пурнӑҫ­лат­пӑр, юлашки ҫул­сенче кӑна 9 клуб тунӑ. Ҫитес ҫулсенче тата 18 ялти культура ҫурчӗ туса хута ямалла, вӗсен­чен 5-шне – кӑҫалах.

 Эпир «Чӑваш Енри халӑх ушкӑ­нӗсем» туризмпа кану кластерне тумал­ли проекта хастарлӑн пурнӑҫлатпӑр. Пӗлтӗр «Амазония» ак­ва­паркӑн ҫуллахи зонине уҫнӑ, Шупашкар хулинче аттракционсен парк­не ту­нӑ.

 «Чӑваш Енри халӑх ушкӑ­нӗсем» проект шайӗнче Мускав ҫыран хӗррине юсаса ҫӗнетес ӗҫ пурнӑҫланать. Палӑртса хунӑ пӗтӗм ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн Атӑл шывӗн тирпей-илем кӗртнӗ ҫыран хӗррин – хула ҫын­нисемпе тӗп хула хӑнисен юратнӑ вырӑнӗн – тӑршшӗ 5 ҫух­рӑмпа танлашмалла. 

Хисеплӗ ӗҫтешсем тата туссем!

Чӑваш Енре тӗрлӗ халӑх пӗр-пӗринпе туслӑн та килӗштерсе пу­рӑнас енӗпе, чӗлхесене, йӑла-йӗркене тата хӑйне евӗрлӗ на­ци мешехи­се­не сыхласа упрас тӗлӗшпе сайра йышши паха опыт йӗр­келен­нӗ.

Социологи тӗпчевӗсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республикӑра нацисен хушшинчи хутшӑнусене респондентсен 87 проценчӗ лайӑх хак параҫҫӗ. Ку хальхи вӑхӑтри саманашӑн хӑйне майлӑ питӗ пӗлте­рӗшлӗ ҫитӗнӳ.

Кӑҫал чӑвашсен паллӑ ҫутта кӑлараканӗ Иван Яковлевич Яков­лев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитет. Вӑл халӑх шкулӗсем йӗр­келесе уҫнипе, чӑваш алфавитне туса хатӗрленипе, тӑван халӑхӗ валли чӑ­­вашла тата вырӑсла вӗрентӳ кӗнекисем пичетлесе кӑлар­нипе исто­рие кӗрсе юлнӑ.

Хаклӑ юлташсем!

Ҫакна аса илес килет. Иван Яковлевич Яковлев пире вырӑс патшалӑхӗ ҫине шанса пурӑнма, ӑна юратма чӗнсе каланӑ.

Пирӗн Конституцире вырӑс тата чӑваш чӗлхисене патшалӑх чӗлхисем тесе йышӑннӑ. Патшалӑх чӗлхисене вӗренме, вӗсемпе усӑ курма пурин те пӗтӗмӗшле майсем пур. Чӑваш чӗлхи, вырӑс чӗлхи пекех, пулнӑ, пур, пулать те!

Палӑртса хӑварас тетӗп: республикӑра  пурӑнакан ҫынсен ҫитӗ­некен ӑрӑва вӗрентсе тата пӑхса ҫитӗнтернӗ чухне чӗлхене ирӗклӗн суйласа илмелли правине тивӗҫтерме кирлӗ мӗн пур майсене йӗркеленӗ. Тӑван чӗлхене, вӑйра тӑракан саккунсене шута илсе, хӑй ирӗкӗпе вӗренмелли Конституцире палӑртса хӑварнӑ правӑна туллин пурнӑҫлама майсем пурри пирки те никамӑн та иккӗленӳ пулмалла мар.

2019 тата 2020 ҫулсенче Чӑваш Республики Шупашкар хулине никӗсленӗренпе 550 ҫул тата Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑ­ран­па 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Пирӗн ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ ис­то­­риллӗ пулӑмсене ҫӳллӗ шайра, общественноҫа анлӑн явӑҫ­тарса, ытти регионтан хӑнасене чӗнсе анлӑн та савӑнӑҫлӑн паллӑ тумалла.

Хаклӑ юлташсем, туссем!

"Ятарласа тытăнсан, ĕç пулатех", - тенĕ ваттисем.

Эпӗ ҫак сӑмахсене ӗненетӗп! Ырӑ енне туртӑнакан ырӑ ҫул ҫине тухатех!

 Тӗп ыйтусене пурнӑҫа кӗртес тесен пирӗн вӑйсене пӗр­леш­тер­мелле, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ тавралла чӑмӑртанмалла.

Эпир пӗлетпӗр – вӑл ертсе пынипе Раҫҫей ҫӗршывӗ тӗнче шайӗнче аслӑ патшалӑх пулса ҫӗнӗрен ҫӗкленчӗ!

Ҫак ҫитӗнӳсене хамӑрӑн ачасем валли упраса хӑвармалла!

Хисеплӗ ӗҫтешсем! Хаклӑ туссем!

Йышпа, Турӑ пулӑшнипе эпир пур ӗҫе те тума пултаратпӑр. Чӑваш Ен халӑхӗ пултаруллӑ ӗҫлеме пӗлнипе, ытларах тума ӑнтӑл­нипе палӑрса тӑрать.

2018 ҫула Раҫҫейре Ырӑ ӗҫ тӑвакансен (волонтерсен) ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.

Эпӗ шанатӑп: ҫак ҫул шайӗнче вӑй илекен хисеп, ша­нӑҫ тата пу­лӑшу принципӗсем пире хамӑр умра тӑракан со­циаллӑ пур­нӑҫпа экономика тата политика тӗлӗшӗнчи кӑткӑс тӗл­лев­сене ӑнӑҫлӑн татса пама май парӗҫ.

Паллӑ ӗнтӗ, Чӑваш Ен граждансем харпӑр хӑйӗн тата пур­лӑхӗн ин­тере­сӗ­сен хӳтлӗхне шаннин шайне палӑртакан рей­тингра ҫӗр­шыври чи лайӑх ре­ги­он­сен шутне кӗрет.

Обществӑри ҫирӗплӗхӗн, ҫӗршывӑмӑрӑн кисренӳсемсӗр кал-кал ата­­­­ла­нӑвӗн гаранчӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Влади­ми­­ро­вич Путин пулса тӑрать! Паян Раҫҫей тӗн­чери аслӑ та хӑватлӑ патшалӑх пулнине уҫҫӑн кӑтартса пачӗ. Вӑл тӗнчери чи паллӑ ҫӗр­шывсемпе пӗр ретре тӑрать.

Хамӑрӑн гражданла хастарлӑха эпир пуш уйӑхӗнче ирте­кен Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗнче уҫҫӑн кӑтартма пулта­рат­пӑр.

 Владимир Путин палӑртнӑ тӑрӑх, эпир ҫитес суйлавӑн сак­кун­лӑхне мӗнле шайра тивӗҫтерме пултараятпӑр – ҫӗр­шыв тата по­литика тытӑ­мӗ ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех, тӑ­нӑ­ҫлӑ­рах пу­лаҫҫӗ.

Эпӗ республикӑра пурӑнакан кашни ҫыннах суйлав учас­ток­не ҫитсе пирӗн пӗрлехи пуласлӑхшӑн, хамӑр ачасен пуласлӑ­хӗшӗн, пирӗн  юратнӑ Раҫҫей пуласлӑхӗшӗн явап­лӑха туй­са са­сӑлама ыйтатӑп.

Шанатӑп: тухӑҫлӑ ӗҫлекен вӑйлӑ та пӗр шухӑшлӑ  команда, – хамӑрӑн рес­пуб­ликӑн тата пӗтӗм ҫӗршывӑмӑрӑн малашнехи кал-кал ата­лан­ӑ­вӗн ҫи­рӗп ни­кӗсӗ.

Итленӗшӗн тав.

 

Сирӗн Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика