Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Чăваш Ен паллă çыннисем  »  Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан
Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан

   Иван Яковлевич Яковлев ĕçĕпе килес ăрусен асĕнче юлакан, пурнăçри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсен йышне кĕрекен чаплă çынсен шутĕнче. Вăл çут ĕçĕпе культурăн ырми-канми ĕçченĕ пулнă, чăваш халăхĕн наци çĕкленĕвĕн пуçламăшĕнче тăнă, чăваш халăхĕ ыттисемпе, чи малтанах вырăссемпе туслă пулассишĕн çине тăнă. Вăл çут ĕç историне Чĕмпĕр хулинчи наци шкулĕсем валли учительсен кадрĕсене хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕн никĕслевçи тата ертÿçи, Атăл тăрăхĕнчи халăх вĕрентĕвĕн сумлă йĕркелÿçи, икĕ чĕлхеллĕ шкулти вĕрентĕвĕн педагог-новаторĕ, теоретикĕ тата практикĕ пулса кĕрсе юлнă.

Иван Яковлевич Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче удел /"патшалăх"/ хресченĕн çемйинче çуралнă. Ачаллах ашшĕ-амăшĕсĕр юлнăскере çав ялтах пурăнакан вырăс хресченĕн Пахомовăн çемйи усрава илнĕ. Ячĕпе хушаматне пулас педагог хăйĕн хреснашшĕнчен йышăннă.

Удел ведомстви хушнипе 1858 çулта И.Яковлева Пăва уесĕнчи Пăрăнтăк ялĕнчи удел училищине вĕренме панă. Чи лайăх вĕренекен пулнă май ăна пĕтерсен 1960 çулта ачана Чĕмпĕр хулинчи уес училищине йышăннă. Çав çулах 1 класс вĕренекенĕсен ушкăнĕпе И.Яковлева Чĕмпĕрти арçынсен гимназийĕ çумĕнче тин çеç уçăлнă классене, çĕр виçевçисене хатĕрлекенскерсене, куçарнă, унта вăл 1863 çулччен вĕреннĕ. Вĕренĕве вĕçлесен йĕкĕте Чĕмпĕр удел кантурне ĕçлеме янă, унта вăл 4 çула яхăн ял çĕр виçевçинче тăрăшнă.

Чĕмпĕр, Хусан тата Самар кĕпĕрнисенче час-часах çул çÿревре пулма тивнĕ май И.Яковлев вырăс, тутар, чăваш, мордва халăхĕсен культурипе, пурнăçĕпе, йăлисемпе паллашнă. XIX ĕмĕрти 60-мĕш çулсенчи либераллă идейăсен витĕмне пула вăл тăван чăваш халăхĕн пурнăçне аркатуллă революцисен мелĕпе мар, чи малтанах çут ĕçĕ пулăшнипе, çынсене вĕрентсе тата вырăс культурипе паллаштарса çăмăллатма тăрăшмалла текен шухăш патне çитнĕ. И.Яковлев ерипен чăваш культурине йĕркелемелли тĕллевсене палăртма йышăннă. Анчах çапла тумашкăн хушма пĕлÿ кирлине те туйнă.

1866 çулта Яковлев удел ведомствинчи службăран аран-аран хăтăлнă /патшалăх шучĕпе вĕреннĕ тăлăх пулнине кура саккунпа килĕшÿллĕн унта 10 çултан кая мар ĕçлемелле пулнă/, 1867 çулхи кĕркунне Чĕмпĕрти арçынсен гимназийĕн V класне вĕренме кĕнĕ. Унта пĕлÿ пухнă май Яковлев Чĕмпĕре хăйĕнпе пĕр ялти Алексей Рекеева, каярахпа ытти чăваш ачине чĕнсе илнĕ, вĕсене хăй репетитор ĕçĕпе пухакан укçапа усраса вĕрентме пуçланă. Уйрăм çыннăн çапла майпа йĕркеленĕ шкулĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен инспекторĕ И.Н.Ульянов çине тăрса пулăшнипе ерипен анлăланса пынă.

1870 çулта Иван Яковлев гимназие ылтăн медальпе пĕтернĕ, Хусан университетне вĕренме кĕнĕ. Вăл студент пулнă çулсенче чăваш шкулĕшĕн тăрăшассине И.Н.Ульянов хăйĕн çине илнĕ. Яковлев унпа çыру çÿретнĕ, унран вĕренÿ кĕнекисем, литература, тепĕр чух укçа та илсе тăнă.

Университетра Яковлев паллă ученăй-ориенталистпа Н.И.Ильминский профессорпа паллашнă, унпа наци ыйтăвĕсемпе канашланă. Ильминский пулăшнипе 1871 çул вĕçленĕ тĕле И.Яковлев вырăс графикине тĕпе хурса çĕнĕ чăваш алфавичĕн 1-мĕш вариантне хатĕрленĕ. Кивви, авалхи пăлхар /тĕрĕк/ чĕлхин никĕсĕ çинче пин çуллăх пуçламăшĕнче тунăскер, манăçма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Каярахпа Яковлев алфавитне çĕнетнĕ. 1872 çулта унпа букварь кăларнă, вăл чăннипех халăх кĕнеки пулса тăнă. Укçа енĕпе хăйĕн те йывăрлăхсем пуррине пăхмасăр букварĕн малтанхи икĕ кăларăмне Яковлев хăйĕн шучĕпе кун çути кăтартнă.

1875 çулта Иван Яковлев Хусан университечĕн историпе филологи факультетне ăнăçлă пĕтернĕ, ăна Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторне лартнă. Çак округа Хусан, Чĕмпĕр, Самар, Саратов, Астрахань тата Вятка кĕпĕрнисенчи вĕренÿ заведенийĕсем кĕнĕ, центрĕ - Чĕмпĕр хулинче. Çакăнтан Иван Яковлевич Яковлевăн нумай тимлĕх ыйтакан, пăшăрхантаракан, тепĕр чух кĕрешме хистекен тата çивĕч педагогикăпа вĕрентÿ ĕçĕ пуçланнă, вăл чăннипех унăн пурнăçĕн ĕçĕ пулса тăнă. Прогрессивлă шухăш-кăмăллă вырăс общество ĕçченĕсен тата ĕçтешĕсен тĕревĕ çине таянса вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулне ертсе пынă, çак шкул Атăл тăрăхĕнчи чăваш шкулĕсене, ытти шкула кирлĕ учительсен кадрсен лаççи пулса тăнă. Иван Яковлевич вĕрентнĕ, чăвашсем пурăнакан тăрăхсенче шкулсем уçнă, вĕсен ĕçне тĕрĕслесе тăнă, наци шкулĕнчи вĕрентĕвĕн педагогикăпа методика принципĕсене йĕркеленĕ. Вăл учебниксемпе вĕренÿ пособийĕсем кăларнă, калавсем çырнă, вĕренÿ, ял хуçалăх, медицина литературине, илемлĕ литературăна чăвашла куçарнă.

И.Яковлев С.Платоновпа, В.Радловпа, А.Конипе, В.Имшенецкипе, музыка ĕçченĕсемпе М.Балакиревпа, С.Смоленскипе, Н.Кошелев художник-академикпе, ыттисемпе çыру çÿретнĕ. Унăн корреспонденчĕсен йышĕнче нимĕç издателĕ, Лейпцигри "Universal Bibliothek" никĕслевçи А.Реклам, Франци ученăйĕсем Л.Сиклер, А.Пинар, Венгри ученăйĕсем Г.Балинт, Д.Месарош, "Revue Oriental" редакторĕ Б.Мункачи тата ыттисем пулнă. 50 çул хушшинче Яковлев 2 пине яхăн çыру çырнă. Вĕсен тĕп теми - тăван халăха çутта кăларасси, наци çĕкленĕвĕ, ăна вырăс культурипе çывăхлатасси. 50 çул хушшинче Яковлевăн Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пин-пин вĕрентекен хатĕрленĕ, юлашки çулсенче унта пĕлÿ илекенсен шучĕ 350 çынна та çитнĕ. Вăл çĕнĕ чăваш çырулăхĕн, куçарусен тата чăвашла кĕнекесем кăларассин, вĕсене вун-вун пин экземплярпа ялсенче пурăнакасен хушшинче сарассин центрĕ пулса тăнă.

Çак шкултан вĕренсе тухнă нумай çамрăк тĕрлĕ аслă вĕренÿ заведенине пĕтерсе наукăра, искусствăра, ремесласенче, ял хуçалăхĕнче, ытти енĕпе тунă çитĕнÿсемпе палăрнă - çакăн çинчен И.Яковлев мсăнаçланса çырнă. Хăй чăваш халăхĕшĕн тунине Иван Яковлевич вырăссемшĕн, ытти халăхшăн та тунă тесе хакланă. Вăл хăйĕн халăхĕн интересĕсене нихăçан та ытти халăх интересĕсемпе хирĕç тăратман, халăхсен туслăхĕшĕн çине тăнă. Вăл вырăс халăхĕпе, Амăшĕпе - Раççейпе - пĕрлешсе çеç чăвашсем халăх пулса упранса юлма пултарĕç тесе шухăшланă. "Çавăнпа та эпĕ йĕркеленĕ шкул тĕллевĕсенчен пĕри вырăс тата чăваш халăхĕсене шкул программин, пурнăç, йăла никĕсĕ çинче çывăхлатма май пур таран пулăшасси пулнă", - çырнă И.Яковлев.

1919 çулхи кĕркунне И.Я.Яковлев чире пула пенсие тухнă. 1922 çулта вăл Мускава ывăлĕ патне пурăнма куçнă. Иван Яковлевич Яковлев 1930 çулта вилнĕ.

И.Яковлев еткерне историн юлашки çулсенчи улшăнăвĕсене тĕпе хурса çĕнĕрен хакласа ăнланма тивет-ха.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика