Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Чăваш Ен паллă çыннисем  »  Даниил Эльмень – патшалăх тата политика ĕçченĕ
Даниил Эльмень – патшалăх тата политика ĕçченĕ

  Даниил Семенович çемьере асли пулнă, çавна май унăн ачаранпа хуçалăхра нумай ĕçлеме тивнĕ. Ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхне кура ăна ялта пурте юратнă, хисепленĕ. Кÿршĕре пурăнакан Игнатий 6-ри ачана кĕнеке вулама вĕрентнĕ. Даниил ку енĕпе те пултаруллă пулнă. 8 çул тултарсан ăна земствăн вырăнти 4 класлă пуçламăш шкулне вĕренме янă, вăл вĕренĕве ăнăçлă вĕçленĕ. Ача пултарулăхне, тăрăшулăхне асăрхаса учитель ăна Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулне вырнаçтарма хăтланса пăхнă. Анчах çав вăхăтра ку ĕмĕт тÿрре тухайман. Ялтан çичĕ çухрăмра 2 класслă училище уçăлнă, Даниил 1902 çулта унта вĕренме кĕнĕ, 1905 çулта вĕренсе пĕтернĕ.

Училище хыççăн вĕрентекенсем сĕннипе Даниил Семенова Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕн инспекторĕ И.Я.Яковлев çав çулах хăйĕн воспитанникĕсен ретне йышăннă.

1911 çулхи çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Пĕтĕм Раççейри чăвашсен хушшинчи çут ĕç тата социализм культурин ĕçченĕсен I съезчĕ иртнĕ. Ăна пухма, унăн ĕçне Д.С.Эльмень хастар хутшăннă. Ăна съезд председательне суйланă. Даниил Семенович тăрăшнипе тĕрлĕ наци интеллигенцийĕ культура строительстви енĕпе туслă та алла-аллăн ĕçленĕ.

Д.С.Эльмень Чăваш Енри халăха вĕрентес ĕç, культурăпа çут ĕçĕ, пичет тĕлĕшпе яланах тимлĕ пулнă. Наркомнац çумĕнчи Чăваш пайĕн 1919 çулхи çу тата çĕртме уйăхĕсенчи смети тĕлĕшпе çырнă доклад хутĕнче вăл Чăваш Енре халăха вĕрентес ĕçе аталантармалли татăклă тĕллевсене палăртнă. Çапла çырнă: "...чăвашсене кăнттамлăхпа пăнтăх тĕттĕмлĕхĕчен кăларас тесен вĕсене вĕрентес ĕçе анлăн пурнăçламалла: шкулти, шкулчченхи, шкул тулашĕнчи вĕрентĕве те, профессипе техника вĕрентĕвне те".

Д.С.Эльмень пуçарнипе халăха вĕрентес ĕçе çĕнĕлле йĕркелемелли тата лайăхлатмалли кăткăс ыйтусене татса парас енĕпе ĕçленĕ. Педагогсене, вĕренÿ пособийĕсене хатĕрлемелле пулнă. 1918 çулхи юпа уйăхĕнче Наркомнац çумĕнчи Д.С.Эльмень ертсе пыракан Чăваш пайĕ хушу кăларнă, вăл çут ĕç пайĕсене тата мĕн пур вĕренÿ заведенине васкавлăн букваре тишкерме хистенĕ, вăл шкул ачисемшĕн кăна мар, çитĕннисене вулама-çырма вĕрентес енĕпе те питĕ лайăх вĕренÿ пособийĕ пулса тăнă.

Д.С.Эльмень Чăваш автономи облаçне туса хуни тăван халăхшăн наукăпа тата культурăпа çывăхланмалли çула уçасса шаннă. Вăл пуçарнипе 1920 çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Ревком Етĕрнере ял хуçалăх техникумĕ уçма йышăннă. Малтанлăха Хусан университечĕн филиалĕн шучĕпе университет уçас тĕллев те пулнă.

Ревкомпа унăн председателĕ Д.С.Эльмень облаç экономикине йĕркелес енĕпе нумай вăй хунă. Хăма çуракан заводсем, мастерскойсем хута кайнă. 1920 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Д.С.Эльмень сĕннипе Ревком Шупашкарта электростанци тума йышăннă. Çулталăкран ăна хута янă. Хресченсене агрономи енĕпе пулăшас, машинăсен прокат станци йĕсене уçас енĕпе, ытти ыйтусемпе меропрятисем пурнăçланă.

Эльмень 1932 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Тĕп ĕçтăвкомĕн Ильинкăри кану çуртĕнче вилсе кайнă. Ăна Шупашкарта "Хурăн ращи" масарта пытарнă.

Шупашкарти урама Эльмень ятне панă, ăна чысласа Б.Хмельницкий урамĕнчи асăну масарĕнчи хисеп аллеинче палăк лартнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика