Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Пулăмсем  »  2013 çул  »  "Тӑван ен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлер, саккуна пӑхӑнса, таса чунпа пурӑнар". Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру
"Тӑван ен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлер, саккуна пӑхӑнса, таса чунпа пурӑнар". Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру

Тӑван ен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлер, саккуна  пӑхӑнса,  таса чунпа пурӑнар.

                                           Хисеплĕ депутатсем, хаклă ентешĕмĕрсем!

Иртнӗ ҫул Раҫҫейшӗн те, Чӑваш Еншӗн те пулӑмсенчен пуян пулчӗ. Вӗсенчен уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлисене асӑнса хӑваратӑп.

2012 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Владимир Владимирович Путина халӑх 6 ҫула Раҫҫей Федерацийӗн Президентне суйларӗ. Хӑйӗн программӑллӑ статйисенче, каярах вара ҫу уйӑхӗнчи указӗсенче вӑл ҫак тапхӑрта пурнӑҫламалли тӗллевсене уҫҫӑн палӑртрӗ.

Раҫҫей Правительствин ҫӗнӗ йышӗ  йӗркеленнӗ, регионсемпе федераци центрӗ хушшинчи хутшӑнусен йӗркисем улшӑнаҫҫӗ, федераци субъекчӗсенчи влаҫ органӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне хакламалли виҫесем лайӑхланса пыраҫҫӗ.

Пирӗн патшалӑх Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине кӗнине пула ҫӗр-шыври тавар туса кӑларакансен  умне ҫӗнӗ тӗллевсем лартнӑ.

Гражданла общество институчӗсене малалла ҫирӗплетме май паракан политика реформисене туса ирттернӗ.

Раҫҫей  Президенчӗ Шупашкар хулине никӗсленӗренпе 550 ҫул тата  Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен калакан Указа алӑ пуснӑ. Ҫак документ пирӗн республика Раҫҫейӗн экономика, социаллӑ тата культура пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑнине ӗненмелле ҫирӗплетсе парать.

Указа пурнӑҫласа Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви хушу кӑларнӑ, унта уяв мероприятийӗсен планне ҫирӗплетнӗ. Ун валли уйӑракан укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ сахалтан та 25,8 миллиард тенкӗпе танлашать.  

Ҫаксем пурте – Чӑваш Ен малашне хӑйӗн стратеги тӗллевӗсене пурнӑҫлама палӑртакан ҫӗнӗ чӑн майсем. Вӗсемех кун йӗркине ҫирӗплетеҫҫӗ, пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферинче патшалӑх политикине тепӗр хут пӑхса тухма хистеҫҫӗ. Ҫав хушӑрах пирӗн ӗҫӗмӗрӗн тӗп тӗллевӗ – Чӑваш Ен халӑхӗн пурнӑҫ шайӗпе  пахалӑхне  ӳстересси – улшӑнмасть.

Ҫак Ҫырӑва хатӗрлеме мана ҫирӗпленнӗ ырӑ йӑлапа республикӑра пурӑнакансем пулӑшрӗҫ. Хама сӗнӳпе е ырӑ сӑмахпа пулӑшнӑ мӗн пур ҫынна пӗтӗм кӑмӑлтан тав тӑватӑп. Йӗри-таврара мӗн пулса иртнипе кӑсӑкланакан, тӑван ен шӑпишӗн хайсен яваплӑхне туякан тата Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме хатӗр ҫынсем нумай пулни савӑнтарать. Шупашкарта пурӑнакан Александр Казенов ман пата ҫырнӑ евӗр: «Пирӗн республикӑри малашнехи телейлӗ пурнӑҫ никӗсӗ вӑл, чӑн малтанах – ӗҫлеме пултаракан кашни гражданинӑн тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан инновациллӗ ӗҫӗ».

 2012 ҫул кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ май, пирӗн республикӑшӑн вӑл, пӗтӗмӗшле илсен, ӑнӑҫлӑ пулнине палӑртатӑп. Регионӑн 2012 ҫулхи пӗтӗмӗшле продукчӗ, прогноз тӑрӑх, 207,5 миллиард тенкӗ шайне ҫитмелле, ҫакӑ 2011 ҫулхи кӑтартӑвӑн 105,2% танлашать. Промышленноҫ производствин индексӗ 107,2% шайне ҫитнӗ (Раҫҫейӗпе – 102,6%). Чӑваш Ен машинӑсемпе оборудованисем тӑвас енӗпе 2012 ҫулта федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Раҫҫейри кашни виҫҫӗмӗш бульдозера, тавар турттармалли кашни ҫиччӗмӗш вакуна пирӗн республикӑра туса  кӑлараҫҫӗ.

Официаллӑ йӗркепе шута илнӗ ӗҫсӗр граждансен йышӗ 2012 ҫул тӑршшӗнче 31,5% чакнӑ. Шута илнӗ ӗҫсӗррисен йышӗ чакса пынин хӑвӑртлӑхӗпе Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен хушшинче 7-мӗш вырӑн йышӑнать.

Вак суту-илӗвӗн пӗтӗмӗшле ҫаврӑнӑшӗ 2012 ҫулта 109,3 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, ҫакӑ, танлаштаруллӑ хаксемпе пӑхас  пулсан, 2011 ҫулхи калӑпӑшран 8,7% пысӑкрах.

Аграри секторӗнче  лайӑх аталану сыхланса юлнӑ. 2012 ҫулта туса илнӗ ял хуҫалӑх продукцийӗн калӑпӑшӗн индексӗ 104,1% виҫепе йӗркеленнӗ. Асӑннӑ кӑтарту енӗпе республика федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче 3-мӗш вырӑнта. Ҫав хушӑрах Раҫҫей Федерацийӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви Чӑваш Енре социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ продукчӗсен хакӗсем ӳсессин хӑвӑртлӑхӗ Раҫҫейри ытти регионпа танлаштарсан пӗчӗк пулнине палӑртнӑ.

Пӗтӗмӗшле илсен, потребитель хакӗсем ӳсессин хӑвӑртлӑхӗ чакнӑ, Чӑваш Республикинче 2012 ҫулта инфляци шайӗ 5,8% танлашнӑ, 2011 ҫулта ку кӑтарту 6,2%  пулнӑ. Ҫакна тума конкурентлӑха вӑйлатма пулӑшакан тата хаксене сӑлтавсӑр ӳсме ирӗк паман  политикӑна  йӗркеллӗ тытса пыни май панӑ.

Ҫав вӑхӑтрах уйӑхри малтан шутласа ҫирӗплетнӗ вӑтам ӗҫ укҫин виҫи 16,1% ӳснӗ, пирвайхи хаклав тӑрӑх вӑл 17 301 тенкӗпе танлашнӑ. Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫин виҫи эпир кӗтнӗ пек пысӑках пулманнине хирӗҫленин усси ҫук. Сахал тупӑш ыйтӑвӗ те унчченхиллех  ҫивӗч тӑрать. Анчах та йӗркеллӗ ӑс-тӑнлӑ кашни ҫынах ҫакна питӗ лайӑх пӗлет: чухӑнлӑха пӗр е икӗ ҫултах ҫӗнтерме ҫук. Эпир унпа майӗпен, утӑмшарӑн, ҫирӗп кӑмӑлпа, популистла йышӑнусемпе заявленисем тумасӑр кӗрешетпӗр. Халӑхра: «Ахах тенипех пуяймăн», – теҫҫӗ. Хамӑр пурнӑҫа эпир тӑрӑшса ӗҫлесе кӑна лайӑхлатаятпӑр. 

 Пӗлтӗр влаҫ органӗсем, пӗтӗмӗшле илсен, хӑйсен умӗнче тӑракан  задачӑсене татса панӑ. Чӑваш Ен ӗҫ тӑвакан  влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлӗн тата общество укҫи-тенкине тытса пырассин тухӑҫлӑхӗ енӗпе  Раҫҫейри чи лайӑх регионсен йышне кӗчӗ. Ҫакӑншӑн хавхалантарни шучӗпе федераци бюджетӗнчен республикӑна 150 миллион тенкӗ хушма укҫа-тенкӗ уйӑрса пачӗҫ. Федераци шайӗнче илнӗ лайӑх ку, вӑл хак эпир тӗрӗс ҫулпа утнине  ҫирӗплетет.

Пӗлтӗр ҫулталӑк тӑршшӗпех Министрсен Кабинечӗ темиҫе тӗп ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлерӗ. Пӗрремӗшӗ – бюджет укҫи-тенкине усӑллӑ, ҫав шутра патшалӑх тата муниципалитет заказӗсен тытӑмӗ урлӑ та, тӑкаклассине тивӗҫтересси.

2011 ҫулхипе танлаштарсан, аукцион кӑтартӑвӗсем тӑрӑх вырнаҫтарнӑ патшалӑх заказӗсен шучӗ 1,6 хут ӳснӗ, вӗсен 70 процентран ытларах пайне электрон аукционӗсене вырнаҫтарнӑ. Патшалӑх заказне вырнаҫтарнинчен йӗркеленекен бюджет тухӑҫлӑхӗ 8,2% танлашнӑ, муниципалитет заказӗсене вырнаҫтарнин кӑтартӑвӗ вара – 5,1%. Аукционсем ирттернине пула бюджет укҫине, пӗтӗмӗшле илсен, 1 миллиард тенкӗ ытла перекетленӗ.

Ҫав вӑхӑтрах танлаштаруллӑ тишкерӳ конкурентлӑха аталантарнин тата аукционсене тӳрӗ кӑмӑлпа ирттернин пӗлтерӗшне мӗн пур муниципалитетрах лайӑх ӑнланса илейменнине палӑртать. Тӗслӗх вырӑнне Улатӑрти индустри паркне канализаципе тата шывпа тивӗҫтермелли сетьсем тума тата юсаса ҫӗнетме муниципалитет заказӗсене вырнаҫтарнине илсе кӑтартатӑп. Лотсен малтанхи пӗтӗмӗшле хакӗ ҫур миллиард тенке яхӑн тӑракан ҫак аукционсен тухӑҫлӑхӗ вӑтамран процент ҫурринчен те сахалрах. Асӑннӑ конкурса йӗркеленине тата унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене эпӗ  питех те япӑх хак паратӑп.

Ҫакнашкал фактсем тӗрлӗ сӑлтавран йӗркеленеҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӳре ӗлӗкхилле ӗҫлеме хӑнӑхнӑ, тухӑҫлӑх ҫинчен шутламасӑр укҫа-тенкӗн пысӑк калӑпӑшне ӗҫе кӗртме тӑрӑшать. Кунта коррупци саманчӗсем те пулма пултараҫҫӗ, конкурс комиссийӗн хӑш-пӗр членӗсем аукциона хутшӑнакан уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑннине пула, тӗрлӗ сӑлтав тупса, конкурентсене сирме пулӑшаҫҫӗ. Тата тепӗр сӑлтав вӑл – муниципалитет заказӗн тытӑмне централизациленине чакарни, муниципалитетсенче полномочиллӗ органсем пулманни, ҫакӑ бюджет тухӑҫлӑхне кӑна мар, ҫавӑн пекех муниципалитет контракчӗсен пахалӑхӗ тата вӗсене пурнӑҫламалли срок ҫине те япӑх витӗм кӳрет.

Уйрӑмах ҫакна палӑртса хӑварас тетӗп: заказсене вырнаҫтарассишӗн тата контрактсене малалла пурнӑҫлассишӗн влаҫ органӗсем яваплӑ шутланаҫҫӗ. Унчченхи «пуян ҫулсем» тапхӑрӗнче тӗрлӗ проект валли бюджетран калама ҫук пысӑк укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ, анчах та пурпӗрех кӗтекен кӑтартусене тума май килмен вӑхӑтсем хыҫа тӑрса юлчӗҫ. Унтан та ытларах, инвестицисене коммерци тытӑмӗсем вӑрласа пӗтернӗ, активсене илсе тухнӑ, предприятисене искусствӑллӑ майпа панкрута кӑларнӑ фактсем паллӑ. Ҫавнашкал тӗслӗхсем малашне те пуласран асӑрханса конкурс требованийӗсене тата та ҫирӗплетмелле, контрактсене пит шанчӑклах мар пурнӑҫлакансемпе тӑвас йӑлана пӑрахӑҫламалла.

Пирӗн республикӑра тӳрӗ мар кӑмӑллӑ подрядчиксене цивилизациллӗ майпа явап тыттармалли мерӑсемпе вӑрах  вӑхӑт хушши усӑ курмасӑр тӑнӑ.  Вӗсенчен хашӗ-пӗри ҫавна май хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламасан та юрать тесе шутлама хӑнӑхнӑ. Ку вара пачах та апла мар. Килӗшӳсене пӗр кӑлтӑксӑр пурнӑҫламалла, Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем хӑйсене шантарнӑ ырлӑхсемпе вӑхӑтра усӑ курма пултарччӑр. Йӗркене пӑсакансене патшалӑхӑн ҫирӗплетнӗ контракчӗсен условийӗсемпе килӗшӳллӗн ним иккӗленмесӗр штрафлама тытӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗртенпе кунашкал мелпе усӑ курасси ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланса пырать тата лайӑх кӑтартусем кӳрет.

Республикӑра патшалӑх заказне полномочиллӗ орган урлӑ вырнаҫтарнин лайӑх опычӗ пур. Ҫавӑнпа та муниципалитетсене 2013 ҫулта нумай укҫа-тенкӗ хывмалли пысӑк объектсем тума, реконструкцилеме тата тӗпрен юсама конкурс йӗркелесе ирттерме Чӑваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службипе килӗшӳсем ҫирӗплетме сӗннӗ.

 Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки калаҫнӑ май, ҫак тема паян чи ҫивӗччисен шутӗнче пулнине палӑртатӑп. Халӑхӑн социаллӑ кӑмӑл-туйӑмӗ ытларах муниципалитетсем хӑйсен плномочийӗсене тухӑҫлӑ пурнӑҫланинчен килет. Анчах та пурнӑҫ ҫакна кӑтартса парать: ял поселенийӗсен администрацийӗсем тата пуҫлӑхӗсем кулленхи ҫивӗч ыйтусене пур чухне те кирлӗ пек татса пама пултараймаҫҫӗ. Ытларах чухне вӗсен ресурс никӗсӗ вӑйсӑр, кадрсен вӑй-хӑвачӗ хавшак, поселенисенче коммуналлӑ инфраструктура тытӑмӗ кивелсе ҫитнӗ, социаллӑ объектсене тӗпрен юсамалла.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен муниципалитет пӗрлӗхӗсене пысӑклатас ыйтӑва пӑхса тухма вӑхӑт ҫитнӗ тесе шутлатӑп. Хальхи условисенче территорисене аталантармалли тӗп вӑй пулма пултаракан, экономика тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен муниципалитетсен пӗлтерӗшӗ ӳсет. Ҫавӑнпа та муниципалитетсен пӗрлӗхӗсене пысӑклатни экономикӑн тата демографин объективлӑ туртӑмӗсем тивӗҫлӗн палӑрни пулса тӑрать. Ку ӗҫе анлӑн сӳтсе явса, граждансен шухӑшӗсене шута илсе тата вӗсен прависене хӗсӗрлемесӗр туса ирттермелле.

Пысӑклатасси ҫинчен йышӑну тусан халӑха муниципалитет тата патшалӑх пулӑшӑвне парассин пахалӑхӗ тата унпа усӑ курмалли майсем сыхланса юлмалла кӑна мар, унчченхинчен те лайӑхрах пулмалла. Ҫакӑн валли тӗслӗх библиотекӑсен никӗсӗ ҫинче «пӗр чӳрече» йӗркепе ӗҫлекен нумай функциллӗ центрсем туса хурӗҫ.

 

Хисеплӗ депутатсем!

Влаҫ органӗсемшӗн  инвестици илӗртӳлӗхне ӳстересси ҫивӗч тӗллев пулса тӑрать. Эпӗ ҫакна халиччен те нумай хутчен каланӑ, татах та аса илтеретӗп: республикӑри власть органӗсем тата вӗсен должноҫри ҫыннисем тӳрӗ кӑмӑллӑ инвесторсемшӗн шанчӑклӑ пулӑшакансем шутланаҫҫӗ. Пирӗн хӑй ҫине яваплӑхпа теветкеллӗх илме, экономика аталанӑвне укҫа-тенкӗ хывма, хӑйӗн ӗҫне йӗркелеме, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тума хатӗр мӗн пур ҫынна май килнӗ таран пулӑшса пымалла.

Инвестици ӗҫ-хӗлне хастарлатма республика тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ирӗклӗ ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинчен тӗплӗн пӗлтерекен даннӑйсен пӗрлехи бази йӗркеленет. Административлӑ процедурӑсене иртмелли вӑхӑта кӗскетес тӗллевпе строительство ӗҫӗсене пурнӑҫлама ирӗк илмелли «ҫул карттине» туса хатӗрленӗ. Ку документ ҫӗр лаптӑкне уйӑрса памалли, проект докуменчӗсене хатӗрлемелли, энергетика объекчӗсен ҫумне ҫыхӑнтармалли техника условийӗсене илмелли чи пысӑк сроксене палӑртать.

Инвесторсем региона шанасси ытларах чухне унӑн кредит рейтингӗ пысӑк шайра пулнинчен те килет. Эпӗ тулли кӑмӑлпа ҫакна палӑртатӑп:  Чӑваш Республикин кӑҫалхи рейтингӗ пысӑк, ӑна тӗнчери ятлӑ-сумлӑ икӗ – Fitch тата Moody's – агентство панӑ. Вӗсен лайӑх хакне ытларах бюджет укҫи-тенкипе тухӑҫлӑ усӑ курнине, парӑм шайне чакарнине пула тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмне тивӗҫтерме яракан перекетленӗ укҫа-тенкӗ шучӗ  2012 ҫулта 181,8 миллион тенкӗпе танлашнӑ.

Бюджет тӑкакӗсен тухӑҫлӑхне ӳстерес тата Раҫҫейри чи уҫӑ финанс тытӑмӗсенчен пӗрне туса хурас тӗллевпе Чӑваш Ен йышӗпе нумай мар регион шутӗнче вӑрах вӑхӑтлӑх тӗллевлӗ программӑсенчен патшалӑх программисем ҫине куҫасси пирки йышӑну ҫирӗплетрӗ. Ҫакна тума кирлӗ нормативлӑ право никӗсне хатӗрлесе ҫитернӗ.

Паян Чӑваш Ен территорийӗнче патшалӑхӑн тата федерацин тӗллевлӗ 17 программи пурнӑҫланать. 2012 ҫулта программӑна кӗнӗ тата программӑна кӗмен ӗҫсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме федераци бюджетӗнчен 14 миллиард та 161,8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ку вӑл 2011 ҫулхинчен 21,1 % пысӑкрах. Ҫав шутран патшалӑх инвестицийӗсем 8 миллиард та 698 миллион тенкӗпе танлашнӑ, ҫакӑ ҫулталӑк маларахри кӑтартуран 1,8 хут пысӑкрах.

Ҫав вӑхӑтрах пирӗн федераци бюджетӗнчен явӑҫтаракан инвестици калӑпӑшне ӳстермелли резер ҫителӗклӗ. Сӑмахран, Правительствӑн инвестици проекчӗсем енӗпе ӗҫлекен  комиссийӗ «Йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлесси тата чавса чикесси» инвестици проектне федераци шайӗнче ырланӑ. Шыв хуҫалӑх комплексне аталантармалли регион шайӗнчи программа конкурс урлӑ иртнӗ, унта экологи пӗлтерӗшлӗ чылай объекта кӗртнӗ. Ҫав шутра Ҫавал шывӗ ҫинче ейӳ сарӑласран хӳтелекен сооруженисем тӑвасси те. Федерацин пулӑшу программине лекме  Канаш тата Ҫӗмӗрле монохуласен шанӑҫ пур.

Атӑл леш енне «Газпром» АУО инвестици программине кӗртесси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ. Газ кӗртнӗ хыҫҫӑн, ҫак ӗҫе  2013-2015 ҫулсенче туса ирттермелле, асӑннӑ территори туризм, сывлӑх сыхлавӗ тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви тӗлӗшӗнчен инвестицин пысӑк проекчӗсене пурнӑҫлама уйрӑмах илӗртӳллӗ пулса тӑрать.

 Пирӗн республикӑшӑн истори пӗлтерӗшлӗ Шупашкар ГЭСӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ӑнӑҫлӑ татса парас шанӑҫ пур. Шупашкар шыв управӗн шайне ҫӗклессипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру тавра нумай сас-хура ҫӳрет, ӑна политика сӗмӗ пама та, унпа пусахламалли мел пек усӑ курма та хӑтланаҫҫӗ. Каварсене хирӗҫ тӑмалли майсен шутӗнче Атӑл шывӗн шайне ӳстерни мӗнлерех теветкеллӗх кӑларса тӑратма пултарнине демократилле майпа сӳтсе явни пулнине палӑртмалла. Ҫавнашкал сӳтсе явнин, ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчери никама пӑхӑнман ятлӑ-сумлӑ экспертиза хаклавӗн пӗтӗмлетӗвӗсем Атӑл тӑрӑхӗнчи пӗтӗм регион ырлӑхӗшӗн тӑвакан чи тӗрӗс йышӑну никӗсне хывӗҫ.

Социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн кал-кал аталанӑвӗ пайӑр инвестици укҫи-тенки тӑтӑшах хушӑнса тӑмасӑр, ӳсӗм вырӑнӗсене туса хуракан инновациллӗ, пысӑк тухӑҫлӑ проектсене пурнӑҫламасӑр йӗркеленеймест. Раҫҫей Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине кӗнӗ условисенче республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, муниципалитет пӗрлӗхӗсен тата организацисен тӗп вӑй-халне хӑвӑрт аталанакан территорисем, кластер пӗрлӗхӗсем туса хума тата инновациллӗ инфратытӑма аталантарма ямалла.

Чӑваш Ен инвестици вӑй-хӑватне пурнӑҫа кӗртме, унӑн экономикин конкурентлӑхне ӳстерме 2013 ҫулта Чӑваш Республикин отрасльсен хушшинчи геоинформаци тытӑмне йӗркелес тӗлӗшпе тӑвакан ӗҫ малалла тӑсӑлӗ. Ӑна йӗркелени тата унпа усӑ курни республика экономикин аталанӑвне тишкерессине, прогноз тӑвассине тата стратегилле планлассине палӑрмаллах хӑвӑртлатать тата лайӑхрах пахалӑхлӑ тума пулӑшать. 

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре пӗтӗмӗшле хакӗ 300 миллиард ытла тенкӗпе танлашакан 350 яхӑн инвестици проекчӗ пурнӑҫланать. 2012 ҫулта  ҫавнашкал проектсене «Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» предприяти», «Канашри автоагрегат завочӗ», «Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗ», «Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен завочӗ», «Етӗрне сӗт», «ТУС» организацисенче пурнӑҫлама тытӑннӑ.

Ҫӗр-шыври апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн флагманӗсенчен пӗри шутланакан «АККОНД» АУО комплекслӑ ҫӗнетӗве малалла тӑсать. Пӗлтӗр асӑннӑ предприяти производствӑна аталантарма 1 миллиард тенкӗ ытла инвестици хывнӑ, ҫакӑ 500 ытла хушма ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май панӑ. Юлашки 10 ҫулта «АККОНД» АУО хӑйӗн хӑватне ӳстерсе пырать тата туса кӑларакан продукци ассортиментне анлӑлатать. Унӑн инвестици хастарлӑхӗ ял хуҫалӑхӗнче те лайӑх палӑрать, кунта 2008 ҫултанпа «АККОНД-агро» проект пурнӑҫланать.

Инноваци продукцийӗ туса кӑларни предприятисен конкурентлӑхне ӳстерме пулӑшакан пӗлтерӗшлӗ мел шутланать. Промышленноҫра ҫӗнӗ ӑрури  материалсемпе тата производство ӗҫне автоматламалли майсемпе ытларах усӑ курмалла.

2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Министрсен Кабинечӗ  «Чӑваш Республикинче инновациллӗ, ҫав шутра нанотехнологиллӗ продукци кирлӗлӗхне хавхалантармалли мерӑсем ҫинчен» йышӑну ҫирӗплетрӗ. Унпа килӗшӳллӗн 2013 ҫултан пуҫласа патшалӑх ҫулталӑк хушшинче туянакан таварсен пӗтӗмӗшле калапӑшӗнчи инноваци продукцийӗн тӳпи 7% кая мар пулать. 2014 ҫултан пуҫласа вара – 10%  кая мар. Кивелнӗ тавар туса кӑларни тупӑшлӑ пулма пултарайман  тата  ҫӗнӗ йышши таварсене кӑлармасӑр тӑма май ҫук условисем йӗркеленеҫҫӗ.

Чӑваш Ен предприятийӗсен стратегиллӗ ӗҫтешӗсен йышӗ ӳсни савӑнтарать. Газпромпа «Раҫҫейри чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществисӗр пуҫне ҫав йыша РОСНАНО, РусГидро тата Росатом евӗр хӑватлӑ организацисем кӗнӗ. Ҫавнашкал килӗштерсе ӗҫлени ҫӗнӗ, импорта улӑштаракан тавар тӗсӗсене туса хатӗрлеме лайӑх малашлӑх уҫать. Тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленин питех те аван тӗслӗхӗ вырӑнне «Гален» ТМЯО тата «РОСНАНО» АУО хушшинче йӗркеленнӗ туслӑ ҫыхӑнӑва илсе кӑтартма пулать. Шупашкарти электроаппарат завочӗ те Раҫҫей Вӗренӳ тата наука министерствипе нефтьпе газ промышленноҫӗ валли ҫӗнӗ япаласем туса хатӗрлеме бюджет укҫине явӑҫтарас тӗлӗшпе ӑнӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.

Ҫӗнӗ технологисене тухӑҫлӑн ӗҫӗ кӗртесси, тӑкаксене чакарасси, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересси пысӑк ӑсталӑхлӑ ӗҫченсем пурри-ҫуккинчен ытларах килет. Енчен те предприяти ертӳҫи хӑйӗн ӗҫченӗсене вӗрентсе хатӗрлес тата вӗсен ӑсталӑхне ӳстерес пирки пит тӑрӑшмасть, вӗсене тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи тӳлеме  кирлех мар тесе шутлать пулсан, унашкал предприяти ҫитӗнӳ тӑвайманни куҫ кӗрет. Ырӑ тӗслӗх вырӑнне территорири инновациллӗ электротехника кластерне кӗрекен предприятисен ертӳҫисем тытса пыракан тухӑҫлӑ кадр политикине илсе кӑтартас тетӗп. Вӗсем анлӑн шухӑшлаҫҫӗ, малашлӑха курса, кадрсене студент чухнех производствӑна явӑҫтарса ӗҫлеҫҫӗ.

Бизнеса кадрсене вӗрентес ӗҫре хавхалантарас тӗллевпе вӗренӳ учрежденийӗсенче професси пӗлӗвӗ парас тата (е) ӑсталӑха ӳстерес енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳленипе ҫыхӑннӑ тӑкаксен пӗр пайне саплаштарасси малалла та пурнӑҫланса пырӗ.

 

**********************

Чӑваш Ен экономикишӗн агропромышленноҫ комплексӗ пӗлтерӗшлӗ отрасль шутланать. Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене тата ял хуҫалӑх организацийӗсене пулӑшма уйӑрнӑ бюджет укҫи-тенкин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2012 ҫулта 2,11 миллиард тенкӗпе е 2011 ҫулхи кӑтарту тӗлӗшпе 106,8% танлашнӑ.

Республика йӑлана кӗнӗ пекех  федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсем хушшинче пӗр лаптӑк единици пуҫне туса илекен продукци енӗпе малтисен йышӗнче тӑрать. Ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен 100 гектар лаптӑкӗ пуҫне аш-какай туса илессипе Чӑваш Ен 2-мӗш вырӑн (11,3 тонна, ку вӑл ФАО-ӗнчи вӑтам кӑтартуран 1,8 хут пысӑкрах), сӗт туса илессипе – 1-мӗш вырӑн (52,8 тонна, 2,5 хут пысӑкрах) йышӑнать.

Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ», «Ҫӗрпӳ Беконӗ», «АККОНД-агро», «Чӑваш бройлерӗ», «Тутаркассинчи чӑх-чӗп фабрики», Муркаш районӗнчи «Путь Ильича» агрофирма» анлӑ проектсем пурнӑҫлаҫҫӗ.

Ялта пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсем аталанаҫҫӗ. 2012 ҫулта вӗсем 4,4 миллиард тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем явӑҫтарнӑ. Ҫакӑ виҫӗм ҫулхинчен 40% пысӑкрах. Пирӗн ял ӗҫченӗсен тупӑшӗсем ӳсни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Сӑмахран, 2012 ҫулта кил хуҫалӑхӗсем  хуҫалӑхри  пӗр ҫын пуҫне усӑ куракан ресурссем 15 пин тенкӗ таран  е  ҫулталӑк маларахри кӑтартупа танлаштарсан 14,5% чухлӗ ӳснӗ.

Паян хастар та ӗҫчен, яваплӑха туякан ял ҫамрӑкӗсен пурнӑҫра хӑйсен пултарулӑхне тӳрре кӑларма чӑн майсем пур,  вӗсем  малашлӑхалла шанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ. Килти хушма хуҫалӑх  хуҫисем  хӑйсен ӗҫ кӑтартӑвӗсене  лайӑх туйса илсе аталанура черетлӗ утӑм тӑваҫҫӗ, килти хушма хуҫалӑх никӗсӗ ҫинче хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем туса хураҫҫӗ. 2012 ҫулта ҫавнашкал 270 хуҫалӑх йӗркеленнӗ, вӗсенчен 60 процента яхӑн йышӗ ял хуҫалӑх производствине аталантарма  ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем  явӑҫтарнӑ.

Хӑйсен уссине ҫирӗплетсе панӑ патшалӑх паракан пулӑшу мерисем кӑҫал та сыхланса юлӗҫ. Анчах та Раҫҫей Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине кӗнӗ условисенче  производствӑна тӳрремӗн субсиди парса пулӑшмалли майсенчен майӗпен урӑх тӗрлӗ пулӑшу формисем ҫине куҫма палӑртнӑ.

Аграри отраслӗ инвесторсемшӗн илӗртӳллӗ шутланать. Чӑваш Енре экологи тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ апат-ҫимӗҫ тата технологисен рынокне аталантарма пӗтӗм май пур. Паянхи куна республикӑн таса апат-ҫимӗҫ продукцийӗн коллективлӑ брендне тӑвассипе ҫыхӑннӑ йӗркелӳ ӗҫӗсене туса ирттернӗ: «Чӑваш биопродукчӗ» суту-илӳ паллине регистрациленӗ, экологи тӗлӗшӗнчен таса апат-ҫимӗҫ сутакан ятарлӑ лавккасем уҫнӑ.

Агропромышленноҫ комплексӗн организацийӗсен умне хӑйсем пӑхса ӳстерекен тата туса илекен продукцие сертификацилес ӗҫе 2013 ҫулта малалла тӑсма тӗллев лартатӑп. Мӗншӗн тесен ҫакӑ продукцине рынока кӑлармалли тӗп ҫул тата яланхи туянакана тупма пулӑшакан лайӑх мел пулса тӑрать.

Чӑваш Ен пӗчӗк тата вӑтам бизнеса патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли программӑна тухӑҫлӑ пурнӑҫлассипе Раҫҫейри чи лайӑх сакӑр регион шутне кӗнине палӑртма кӑмӑллӑ. Предпринимательлӗхе пулӑшу паракан инфратытӑма йӗркелес ӗҫ вӗҫленнӗ. Пилӗк бизнес-инкубатор, икӗ технопарк ӗҫе кӗнӗ, Чӑваш Республикин Гаранти фондне, Пӗчӗк бизнеса пулӑшу паракан агентствӑна, Инноваци центрне, Субконтрактаци центрне, нанотехнологисем енӗпе специализациленекен тата сайра тӗл пулакан тӗпчев оборудованийӗпе пуянлатнӑ Ушкӑнпа усӑ курмалли центр йӗркеленӗ. 2013 ҫулта Патӑрьел салинче тата Сӗнтӗрвӑрри хулинче инкубаторсем тума палӑртнӑ.

Предпринимательлӗхе патшалӑх енчен паракан пулӑшу калӑпӑшӗ 2009 ҫулхи 156 миллион тенкӗрен 2012 ҫулта 405 миллион  ытла тенкӗ таран пысӑкланнӑ. Ҫавна пула пӗлтӗр пӗчӗк тата вӑтам бизнес субъекчӗсенчен кӗрекен налук укҫи-тенки калӑпӑшӗ кал-кал хушӑнса пыни палӑрчӗ тата вӑл 1,9 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашрӗ (2011 ҫулта – 1,5 миллиард тенке яхӑн).

2013 ҫулта предпринимательлӗхе пулӑшу памалли мӗн пур майсем сыхланса юлаҫҫӗ тата анлӑланаҫҫӗ те. Сӑмахран, шкул ҫулне ҫитичченхи ӳсӗмри ачасене пӑхса тата асӑрхаса тӑрас енӗпе пурнӑҫлакан проектсене пулӑшу памалли виҫе пӗр илекен пуҫне 600 пин тенкӗ таран ӳсет. Ҫавӑн пекех инноваци компанийӗсене, ют патшалӑха тавар сутакансене, лизинг илекенсене паракан пулӑшу калӑпӑшӗсене ӳстерме палӑртнӑ. 

Предпринимательлӗх пуҫарӑвӗ аталанса пынипе пӗрлех республикӑра  производство лаптӑкӗсемпе тивӗҫтерес енӗпе ҫивӗч ыйту тухса тӑчӗ. Кӑҫал промышленноҫ (индустри) паркне тӑвас ӗҫе пуҫлама палӑртнӑ, вӑл пӗчӗк тата вӑтам производствӑсене компактлӑ майпа вырнаҫтарма май парать.

 

Хисеплӗ депутатсем, чӗннӗ хӑнасем!

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин палӑртнӑ тӑрӑх: «…хуть хӑш Правительствӑн, хуть хӑш ҫӗр-шыври хуть хӑш ертӳлӗхӗн ӗҫ кӑтартӑвӗ, экономика сферинчи ӗҫ кӑтартӑвӗ социаллӑ пурнӑҫ сферинче тӑвакан, ҫынсене пурнӑҫ улшӑннине тата лайӑх еннелле улшӑннине туйса илме пулӑшакан тивӗҫлӗ кӑтартусем пулса тӑмалла».

Экономика задачисене татса пани, предпринимательлӗхе аталантарни, инвестици программисене пурнӑҫлани, бюджет тупӑшӗсем ӳсни Чӑваш Ен Правительствишӗн пӗртен-пӗр тӗллев мар. Макроэкономика кӑтартӑвӗсем лайӑхланнипе пӗрлех республикӑра пурӑнакан халӑхӑн пурнӑҫ шайӗпе унӑн пахалӑхӗ те ӳссе пымалла.

2012 ҫул тӑршшӗнче  эпир  бюджет сферинче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине тапхӑрӑн-тапхӑрӑн ӳстерессине пурнӑҫларӑмӑр. Вӗрентекенсен уйӑхри вӑтам ӗҫ ӳкҫи  15 655 тенкӗпе танлашрӗ, ку вӑл 2011 ҫулхинчен 28% пысӑкрах. Шкулчченхи учрежденисенче ӗҫлекен воспитательсен ӗҫ укҫи асӑннӑ тапхӑрта  34 процента ҫити ӳссе 10 278 тенке ҫитнӗ.

2013 ҫулхи I кварталта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекен педагогика ӗҫченӗсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине экономикӑри вӑтам ӗҫ укҫи шайне ҫитерме палӑртнӑ. Ача сачӗсенче тӑрӑшакан воспитательсемпе педагогсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине Чӑваш Республикинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан сферӑри вӑтам ӗҫ укҫи шайне иртсе пыракан ҫул хушшинче ҫитерме палӑртса хунӑ.

Сывлӑха сыхлас ӗҫе модернизацилемелли программа шайӗнче врачсене тата медицинӑн вӑтам сыпӑкри ӗҫченӗсене хушма тӳлев пама палӑртнине пула республикӑри врачсен малтан шутласа ҫирӗплетнӗ уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 23 503 тенкӗпе танлашнӑ, медицинӑн вӑтам сыпӑкри ӗҫченӗсен вара – 13 502 тенкӗпе. 2018 ҫул тӗлне врачсен вӑтам ӗҫ укҫи регионти вӑтам ӗҫ укҫи шайӗнчен икӗ хут, вӑтам тата кӗҫӗн сыпӑкри ӗҫченсен ӗҫ укҫи – пӗрре ҫурӑ хут пысӑкрах пулӗ.

Культура ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи 2012 ҫулта  вӑтамран  22% ӳснӗ. Ку кӑтарту енӗпе Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнчи чи лайӑх регионсен шутне кӗрет. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ лартнӑ тӗллевсене шута илсе 2013 ҫулта культура учрежденийӗсен ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи 15% ӳсмелле, 2018 ҫул тӗлне унӑн виҫи республикӑри вӑтам ӗҫ укҫи виҫипе танлашмалла.

Ҫакна хушса хурас тетӗп,  Чӑваш Енре – муниципалитетӑн  ача-пӑча 47 ӳнер шкулӗ, вӗсенче 15031 ача вӗренет. 1–9 классенче вӗренекен ачасен ӳнер шкулне ҫӳрекен йышӗ 14% танлашнӑ. Ку енӗпе эпир Раҫҫей Федерацийӗнче  малти вырӑнсенче тӑратпӑр.

Республика халӑхӑн ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ куракан ушкӑнӗсем тӗлӗшпе хӑй ҫине илнӗ обязательствӑсене туллин пурнӑҫлать. Ҫакӑ, уйрӑммӑн илсен, ветерансене, тыл ӗҫченӗсене, реабилитациленӗ тата политика репрессийӗсенчен хур курнӑ ҫынсене социаллӑ пулӑшу парассине пырса тивет. 

Регионти ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ куракансене социаллӑ пулӑшу пама уйӑ-ракан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Асӑннӑ тӗллевсем валли 2012 ҫулта республика бюджетӗнчен  1,8 миллиард тенкӗ  уйӑрнӑ. Ӳсӗм, 2011 ҫулхи 1,6 миллиард тенкӗпе танлаштарсан, 12,5% шутланать. 2013 ҫулта ун валли 1,9 миллиард тенкӗ тӑкаклама палӑртса хунӑ. Кашни тӑваттӑмӗш ҫемьех пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлеме вӑл е ку майпа патшалӑх пулӑшӑвне илсе тӑрать.

2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята илме ирӗк пур граждансен ушкӑнӗсен переченьне пысӑклатнӑ. Ӗҫ ветеранӗсем валли палӑртнӑ социаллӑ пулӑшу мерисене илмелли правӑна пысӑк ӗҫ стажӗллӗ – хӗрарӑмсемшӗн 40 ҫултан, арҫынсемшӗн  45 ҫултан кая мар – граждансем тивӗҫнӗ. Паянхи куна  «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята  стаж тӑрӑх 19 пин ытла ветеран илнӗ. Ҫул шайне хӗрарӑмсемшӗн 35 ҫул, арҫынсемшӗн 40 ҫул таран чакарасси малашлӑхра тумалли тепӗр утӑм шутланать.

Нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшма 100 пин тенкӗпе танлашакан республикӑн амӑшӗн (ҫемье) капиталӗн хушма социаллӑ пулӑшу мерине ҫирӗплетнӗ. Ӑна ҫемьесем 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн  1-мӗшӗнчен пуҫласа  виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан илсе тӑраҫҫӗ. 1950 ытла сертификат панӑ та ӗнтӗ, ҫав шутран 114 ҫемье республикӑн амӑшӗн (ҫемье) капиталӗпе  хӑйсен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатма усӑ курнӑ.

2013 ҫулта ача амӑшӗсене пулӑшас тата ача ҫураласлӑха ӳстерес тӗллевлӗ социаллӑ политика вӑйланать. Ҫакӑн валли кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан кашни уйӑхра укҫа-тенкӗ тӳлевӗ уйӑрса параҫҫӗ. Ӑна Чӑваш Республикинчи ҫын пуҫне тивекен вӑтам тупӑшран сахалрах тупӑш илекен ҫемьесене ачасем валли ҫирӗплетнӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе шайӗпе тӳлеҫҫӗ. Малтанхи хаклав тӑрӑх, ҫав тӳлеве 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратнӑ ҫемьесем 100 процента яхӑнах илсе тӑрӗҫ.

 

Пирӗн тӗллев ветерансемпе сусӑр ҫынсемшӗн, ватӑ ҫынсемпе нумай ачаллӑ ҫемьесемшӗн палӑртнӑ социаллӑ гарантисене сыхласа хӑварасси кӑна мар, вӗсене социаллӑ хӳтлӗх памалли майсене тӑтӑшах вӑйлатса пырасси те пулса тӑрать.

Ача ҫураласлӑха хавхалантармалли тухӑҫлӑ мерӑсем йышӑннине пула Чӑваш Енре демографин тӗп кӑтартӑвӗсен кал-кал аталанӑвӗ палӑрмаллах улшӑнчӗ. Тулли кӑмӑлпа ҫакна палӑртатӑп: 2012 ҫулта, юлашки 20 ҫулта пӗрремӗш хут,  халӑх хӑй халлӗн чакса пыни ӳсӗмпе ылмашӑнчӗ. Юлашки хут кунашкалли 1992 ҫулта пулнӑ. Иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ӳсӗм шайӗ 1000 ҫын пуҫне + 0,7 кӑтартупа танлашнӑ, кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗ  вара – 70,6 ҫулпа.

  Общество аталанӑвӗн шайӗ вӑл хавшак сывлӑхлӑ ҫынсем ҫине мӗнлерех кӑмӑлпа пӑхнинчен килет. «Ырлӑхра самант кӑна пулатӑн – пӗтӗм хурлӑхна манатӑн», – тет халӑх ӑсӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре 90,2 пин сусӑр ҫын пурӑнать. Юлашки ҫулсенче вӗсене ӗҫе вырнаҫтармалли тухӑҫлӑ тытӑм йӗркеленӗ, обществӑпа пӗрлешме чаракан чӑрмавсене сирес тӗлӗшпе нумай ӗҫ туса ирттернӗ. Республика ку енӗпе тунӑ ҫитӗнӳсене Раҫҫей Правительствин Председателӗ Дмитрий Анатольевич Медведев палӑртса хӑварнӑ.

Анчах та ыйтӑва тӗппипех татса парасси  инҫе-ха. Професси пӗлӗвӗ паракан тытӑмра усӑ курма лайӑх хутлӑх йӗркелес, специализациленӗ ӗҫ вырӑнӗсем, килти условисенче пӗлӳ илмелли майсем тӑвас ыйту ҫивӗч тӑрать. Унсӑр пуҫне пурнӑҫра тӗрлӗ сӑлтава пула сусӑра тухнӑ тата квалификацине улӑштарас текен ҫынсем илекен профессисен тата вӗсене вӗренӳ енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен спектрне анлӑлатмалла.

Социологи тӗпчевӗсем ҫакна кӑтартаҫҫӗ: ал-ури кирлӗ пек ӗҫлемен граждансен 60% общество транспорчӗпе усӑ курнӑ чухне, 48% вара – тавар туяннӑ чухне тӗрлӗ чӑрмавпа тӗл пулать. Куҫ курманран сусӑра тухнисен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ хӑйсене спорт сооруженийӗсемпе кану вырӑнӗсене кӗрсе ҫӳреме йывӑррине е пачах та май ҫуккине палӑртать.

Ҫак ҫивӗч ыйтусене татса пама Республикӑри професси пӗлӗвӗ паракан специализациленӗ центр туса хума, сусӑр ҫынсене професси илме пулӑшмалли ыйтусене ҫутатма массӑллӑ информаци хатӗрӗсене хастартарах явӑҫтарма палӑртнӑ.

Реабилитацилекен хӑватлӑ база кирлӗ. Вӑл тӗрлӗ профильлӗ специалистсен вӑй-халне йӗркелесе тӑма, диагностика пулӑшӑвне кирлӗ шая ҫӗклеме, реабилитаци ӗҫӗсене йӗркелӳ тата наукӑпа методика тӗлӗшӗнчен комплекслӑ майпа тивӗҫтерме пулӑшӗ.

 2011-2012 ҫулсенче Сывлӑха сыхлас ӗҫе модернизацилемелли программа шайӗнче ача ҫуратмалли ҫуртсене 100 проценчӗпех юсанӑ, ял халӑхне пулӑшу паракан  районсен хушшинчи центрсене вара – 80 %.

Медицина учрежденийӗсен тухӑҫлӑ ӗҫне, хальхи вӑхӑтри технологисене ӗҫе кӗртнине, паракан медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстернине пула эпир лайӑх кӑтартусем тума пултартӑмӑр. Чӗрепе юн тымарӗсен, онкологи чирӗсемпе тытӑмлӑн кӗрешни юлашки ултӑ ҫулта вилеслӗх шайне чакарма пулӑшрӗ: юн ҫаврӑнӑшӗн тытӑмӗн чирӗсене пула вилессине 16,2%, палӑракан шыҫӑсенчен – 9,1%, туберкулезран – 44,4%.

Сывлӑха сыхлас ӗҫе модернизацилемелли программӑна тухӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн Чӑваш Ен 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче 145,8 миллион тенкӗ хушма укҫа илчӗ. Ӑна республикӑри 6 сиплев учрежденине юсама, куҫӑмлӑ сывлӑх центрӗ, халӑха тата ачасене диспансеризаци тумалли куҫӑмлӑ комплекссем туянма, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ памалли 43 санитари автомашини туянма янӑ. 

Ман указпа килӗшӳллӗн 2013-2015 ҫулсенче ял поселенийӗсен территорийӗнче модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫӑлмалла. Ҫакӑ ял ҫыннисен сывлӑхне упрас тата ҫирӗплетес енӗпе ӗҫлекен тытӑма лайӑхлатать, медицинӑн паха пулӑшӑвӗпе усӑ курма меллӗ майсем йӗркелет тата ӑна хӑй вӑхӑтлӑ тума пулӑшать. 

Пысӑк технологиллӗ медицина малалла аталанать. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн никӗсӗ ҫинче паракан пысӑк технологиллӗ пулӑшӑва пула республика асӑннӑ сферӑра малти вырӑна тухрӗ.

Ҫав хушӑрах унта усӑ куракан мӗн пур протез – ют ҫӗр-шывӑн. Пултаруллӑ та пуҫаруллӑ предпринимательсене уйрӑм ҫынпа патшалӑх ӗҫтешлӗхне йӗркелесе лайӑх пахалӑхлӑ протезсене хамӑр ҫӗр-шывра туса кӑларас пирки шухӑшласа пӑхма сӗнетӗп. Унсӑр пуҫне, медицина отраслӗнче инвестици явӑҫтарма илӗртӳллӗ тата темиҫе ҫул-йӗр пур. Медицина каяшӗсене ҫӗнӗрен ӗҫе кӗртмелли завод тума вӑхӑт ҫитнӗ. Республика Правительстви пайӑр инвесторсен ӗҫлӗ сӗнӗвӗсене пӑхса тухма тата асӑннӑ проектсене пурнӑҫлас ӗҫре пулӑшма хатӗр.

 Халӑха сиплеме каякан тӑкаксене чакарас тата наци сывлӑхӗ ҫирӗп пултӑр тесен, чирсене асӑрхаттарассине вӑйлатмалли паллӑ. Шел пулин те, пирӗн граждансем вӑрах вӑхӑт хушши хӑйсен сывлӑхӗ ҫине ҫиелтен пӑхса пурӑннӑ. Паян иртнӗ тапхӑрти йӑнӑшсене тӳрлетме тивет.

Лайӑх йӗркеленӗ пропаганда ӗҫне пула обществӑра табак туртас йӑлана сивлес туртӑм палӑра пуҫларӗ, республикӑри ытларах та ытларах ҫын сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйласа илет. Ку лайӑх туртӑм. Халӗ тепӗр, чӑннипех те ҫивӗч тӑракан ыйтӑва – халӑх  ӗҫке ерсе пынине – татса пама вӑхӑт ҫитрӗ.

Пурнӑҫ ҫакна кӑтартса парать: чару майӗсем ҫак ӗҫре кӗтнӗ пек усӑ памаҫҫӗ, уссинчен ытларах сиен кӳреҫҫӗ. Ӗҫкӗпе пуҫарнӑ кӗрешӳре чӑн малтанах ӑнлантару ӗҫне лайӑх шайра туса пымалла, йӗркеленнӗ стереотипсене аркатмалла. XXI ӗмӗрте эрех-сӑра ӗҫесси пирӗншӗн халӑх йӑли шутланать текен кивелнӗ шухӑшлава йӗркеллӗ ӑспа-тӑнпа йышӑнма май ҫук. Ӗҫекен ҫын хальхи саманара конкурентлӑ пулма пултараймасть, эрех-сӑра вара питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ «сывлӑх», «ӑнӑҫлӑ карьера», «ҫемье телейӗ», «ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫ», «пултарулӑха тӳрре кӑларни»  йышши ӑнлавсемпе пачах та килӗшсе тӑмасть.

Ҫитӗннӗ ҫынсем валли кӑна мар, чӑн малтанах ҫамрӑксем валли ӗҫкӗлӗхе хирӗҫ тухӑҫлӑ кампани йӗркелемелле. Халӑха спортпа туслашма явӑҫтарас, сывӑ пурнӑҫ йӗркин пӗлтерӗшне тата унӑн уссине ӑнлантарас енӗпе тӑвакан ӗҫ пахалӑхне тата та ҫӳллӗрех шая ҫӗклемелле. Поэтӑн «Чунна кахалланма ан пар!» текен самахӗсем пирӗншӗн тӗп лозунг пулса тӑмалла.

Пропаганда ӗҫне вӑйлатнипе пӗрлех республика Правительствин тата муниципалитет пӗрлӗхӗсен пуҫлӑхӗсен саккуна пӑсса сутӑнакан эрех-сӑра ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешес ӗҫре административлӑ хушма мерӑсем йышӑнмалла.

 Паян республикӑра спортпа туслашма пӗтӗм май пур. Яллӑ районсенче ишмелли бассейнсемпе тата универсаллӑ залсемпе тивӗҫтернӗ хальхи вӑхӑтри физкультурӑпа спорт комплексӗсем тумалли программӑна пурнӑҫланӑ. Пӗтӗм шайри бюджетсенчен вӗсене тума  2,5 миллиард ытла укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Хулара пурӑнакансем ыйтнипе Шупашкарта хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ спорт комплексӗсем ҫӗкленеҫҫӗ.

Ҫынна хастар пулма, сывӑ пурнӑҫ йӗркине йышӑнма ҫамрӑкранах вӗрентмелле. Ҫавӑнпа та республикӑра ачасемпе ҫамрӑксен спортне аталантарасси тӗп вырӑнта тӑрать. Юлашки ҫулсенче тунӑ мӗн пур физкультурӑпа спорт комплексӗсене ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗсене панӑ. Ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ – 3 ҫул хушшинче шкул ҫулӗнчи кашни иккӗмӗш ачанах ачасемпе ҫамрӑксен спортне явӑҫтармалла.

Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр спорт организацийӗсенче ӗҫ ҫине ҫиелтен пӑхнине те асӑнмасӑр иртме ҫук. Ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗсенче тӑрӑшакан тренерсене ӗҫшӗн тӳлессине улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ, вӗсен ӗҫ укҫи ӗҫ кӑтартӑвӗпе тӳрремӗнех ҫыхӑнса тӑмалла. Чылай чухне тренерсем палӑртакан кӑтартусем секцисене чӑнласах ҫӳрекен ачасен шучӗпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ. Цифрӑсемпе ҫавнашкал ирӗклӗн усӑ курма юрамасть – хамӑра улталама кирлӗ мар. Физкультурӑпа спорт комплексӗсем республикӑри вӑтам кӑтартуран сахалрах шайри хӑватлӑхпа ӗҫлекен муниципалитетсенчи вырӑнти хӑй тытӑмлах органӗсен спорт учрежденийӗсемпе халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тӗлӗшпе тухӑҫлӑрах усӑ курмалли мерӑсем йышӑнмалла.

Ачасем хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине сӑмахпа кӑна «пропагандӑлакан» хӑш-пӗр мӑн ҫынсен икӗ питлӗхне тӗпрен пӗтермелле. Спорт шкулӗсенчи табак туртакан тренерсене, ҫавӑн пекех вӗренӳ тата медицина учрежденийӗсен директорӗсене асӑрхаттарнӑ – е ҫав сиенлӗ йӑларан хӑтӑлаҫҫӗ,  е вӗсен хӑйсем валли урӑх ӗҫ вырӑнӗ шырама тивет.  Эпӗ Чӑваш Енри ачасем аслисенчен ырӑ тӗслӗх илсе тӗреклӗ те ҫирӗп сывлӑхлӑ тата вӑйлӑ пулса ӳсессе шанатӑп.

 2012 ҫулта Чӑваш Ен спротсменӗсем Лондонри (Великобритани) XXX Олимп тата XIV Паралимп вӑййисенче ӑнӑҫлӑ ӑмӑртрӗҫ. Олимпиадӑра марафонта чупса бронза медале ҫӗнсе илнӗ Татьяна Архипова тата Паралимп вӑййисенче чупса виҫӗ хут чемпион пулса тӑнӑ Елена Иванова хӑйсен хушамачӗсене тӗнчери спорт ҫул ҫыравне ҫырса хучӗҫ. Эдера Лаврентьева тата Артем Щербаков ҫамрӑк самбистсем те хӑйсем ҫинчен тивӗҫлипе пӗлтерчӗҫ, вӗсем ҫамрӑксен тӗнчери чемпионатӗнче чӑваш самбо историйӗнче пуҫласа ылтӑн медаль ҫӗнсе илчӗҫ.

Кӑҫал Раҫҫейри пӗрлештернӗ командӑсен официаллӑ списокне спортӑн 25 тӗсӗпе Чӑваш Республикин 145 спортсменне, ҫав шутра сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак шутланакан 16 спортсмена, кӗртнӗ. Пирӗн ҫавнашкал атлетсен шучӗ тӑтӑшах ӳссе пытӑр тата вӗсен хушшинче уйрӑмах пултаруллисем, лидерсемпе чемпионсем тупӑнсах тӑччӑр тесе ҫине тӑрса тӑрӑшмалла.

Хамӑрӑн спортсменсене – Раҫҫей Федерацийӗн пӗрлештернӗ командисен кандидачӗсене 2014 ҫулта Сочи хулинче иртекен хӗллехи XXII Олимп вӑййисене тата хӗллехи XI Паралимп вӑййисене хутшӑнма ӑнӑҫлӑн хатӗрлесси пӗлтерӗшлӗ тӗллев шутланать. Вӗсене кашни уйӑхрах стипенди уйӑрса пама палӑртнӑ.

 Республикӑра Пӗтӗм Раҫҫейри тата Европа шайӗнчи ӑмӑртусем час-часах иртеҫҫӗ. Пӗлтӗр Шупашкарта умлӑ-хыҫлӑ иккӗмӗш ҫул ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗ унта хутшӑннисемшӗн тата куракансемшӗн манӑҫми пулӑм пек асра юлчӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президенчӗ Валентин Балахничев палӑртнӑ тӑрӑх Чӑваш ҫӗрӗ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсен символӗ пулса тӑчӗ, Шупашкар вара пысӑк шайри ӑмӑртусем ирттермелли питӗ лайӑх вырӑн пулнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсене йӗркелесе ирттерес ӗҫри ҫӳллӗ шайри яваплӑх, Чӑваш Ен хӑнасене яланах ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илни пирӗн республика тӗп хулине ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑн командӑсен чемпионатне ирттермелли правӑна ҫӗнсе илме пулӑшрӗҫ. 2015 ҫулта Шупашкара  Европӑри 12 ҫӗр-шывран 1200 яхӑн чи вӑйлӑ спортсмен, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен 500 ытла представителӗ, пӗтӗмпе вара 5 пине яхӑн хӑнапа ҫӑмӑл атлетика форумне хутшӑнакансем килеҫҫӗ. Эпир вӗсене пурне те тивӗҫлипе кӗтсе илесси, ӑмӑртусем вара чи ҫӳллӗ йӗркелӳ шайӗнче иртесси пирки эпӗ пӗрре те иккӗленместӗп.

 Сывлӑха сыхлас ӗҫ тытӑмӗн тухӑҫлӑхне ӳстерес, ачасемпе ҫамрӑксен спортне аталантарас, сывӑ пурнӑҫ  йӗркине пропагандӑлас енӗпе тунӑ япӑхах мар кӑтартусене палӑртнӑ хыҫҫӑн пӑшӑрхантаракан лару-тӑру ҫинчен те асӑнса хӑвармасӑр пултараймастӑп. Ку вӑл ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсене пула вилекенсен йышӗ ҫаплипех пысӑк пулни.

Ҫул-йӗр ҫинчи транспорт инкекӗсене пула  вилеслӗхе чакарасси паракан медицина пулӑшӑвӗн шайӗнчен кӑна килмест. Лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме, чӑн малтанах, ҫуран ҫӳрекенсен тата водительсен ҫул-йӗр ҫинчи культура шайне ӳстермелле.

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли, ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсене сирмелли, «Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн» службисен ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстермелли майсенчен пӗри ГЛОНАСС технологийӗсене ӗҫе кӗртни пулса тӑрать. Сӑмахран, ҫак тытӑмпа усӑ курнине пула ялта «Васкавлӑ пулӑшу» бригадине чӗннӗ хыҫҫӑн вӑл вырӑна пырса ҫитекен вӑтам вӑхӑт 18 минутпа танлашнӑ, нормӑпа пӑхнӑ вӑхӑт вара 20 минут.

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме ҫулсен пахалӑхне лайӑхлатмалла. Ҫул-йӗр ӗҫӗ-хӗлӗ валли 2012 ҫулта бюджетран уйӑрса панӑ укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2092,2 миллион тенкӗпе танлашнӑ, 135,9 километр ҫул-йӗре юсанӑ. Пуҫласа мӗн пур муниципалитетах, тӗп хулана – Шупашкара кӑна мар, картишсене юсама укҫа-тенкӗ уйӑрса панӑ. 2012 ҫулта пӗтӗмпе 253 картиш территорине тата вӗсен патне пымалли 158 ҫула  юсанӑ.

2013 ҫулта ку енӗпе тумалли ӗҫсем малалла тӑсӑлӗҫ, ҫулталӑк вӗҫнелле вара республикӑри халӑх пурӑнакан вырӑнсем тӑрӑх иртекен федераци трассисен мӗн пур лаптӑкнех ҫутӑпа тивӗҫтерӗҫ.

 **********************

Республикӑри вӗренӳ тытӑмне ҫирӗплетме тата аталантарма 2012 ҫулта 2,3 миллиарда яхӑн укҫа-тенкӗ янӑ, модернизаци программи шайӗнче кашни виҫҫӗмӗш шкулах тӗпрен юсанӑ.

 «Авангард» банкпа пӗрле шкул ачисен апатланӑвӗшӗн укҫасӑр татӑлмалли проект пурнӑҫланать, унӑн уссине ачасен ашшӗ-амӑшӗ палӑртнӑ та ӗнтӗ. Асӑннӑ тытӑма пула  ачасем хӑйсен укҫине кирлӗ-кирлӗ мар апат-ҫимӗҫ илсе пӗтермеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем вара шкул ачисем вӗри апата вӑхӑтра ҫинине асӑрхаса тӑма пултараҫҫӗ.

Анчах та, вӗренӳ тытӑмне лайӑхлатнине пӑхмасӑр, Чӑваш Ен экономикин тӗп отраслӗсем валли ӑста кадрсем хатӗрлес ыйту ҫаплипех ҫивӗч тӑрать. Республикӑри аслӑ шкулсем ӗҫ рынокӗнче кирлӗлӗхпе палӑрсах кайман юристсемпе экономистсене вӗрентсе кӑларма пӑрахман-ха. Ҫав вӑхӑтрах машинӑсем туса кӑларакан тата электротехника промышленноҫӗнчи предприятисем, унти ӗҫ укҫи ресубликӑри вӑтам ӗҫ укҫи шайӗнчен 2-3 хут пысӑкрах, кадрсем ҫитменни палӑрать.

Ҫакнашкал шайлашусӑрлӑх сӑлтавӗ шкул пӗтерекен ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ професси суйласа илессипе ҫыхӑннӑ. 11 класс пӗтерекен ҫамрӑксен 70 процентран ытла  йышӗ аслӑ шкулсене вӗренме кӗрет, 20 проценчӗ кӑна професси училищисемпе техникумсене, колледжсене суйласа илет.

Професси пӗлӗвӗ паракан тытӑма ӗҫ рынокӗнчи хальхи вӑхӑтри кирлӗлӗхе шута илсе  йӗркелемелле. Инновациллӗ вӗренӳ модельне пурнӑҫлас, ӗҫ специальноҫӗсен хисепне ӳстерес тӗлӗшпе республика бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе пуҫламӑш професси пӗлӗвӗ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенче кадрсене вӗрентсе хатӗрлемелли калӑпӑша тата профильсене 2013 ҫулта республикӑра пуҫласа конкурс никӗсӗ ҫинче йӗркелеҫҫӗ.

Пулас инженерсемпе конструкторсене шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах хатӗрлеме тытӑнас тесен ҫамрӑксене математика пӗлӗвӗпе кӑсӑклантармалла, ҫавӑн пекех ӑслӑлӑхпа техника задачисене татса пама хӑнӑхтармалла. 

2012 ҫулта тухнӑ Указпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енри шкулсенчен вӗренсе тухакан, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче математикӑпа тата физикӑпа 75 е унтан та ытларах балл пухнӑ, республикӑри професси пӗлӗвӗ паракан учреждение вӗренме кӗнӗ ҫамрӑксене хушма стипенди параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 35 шкулта инженер класӗсем йӗркеленӗ. Кӑҫал республикӑра аслӑ классенче вӗренекен пӗтӗм ачасен виҫҫӗмӗш пайӗ физикӑпа математика профилӗпе ӑс пухать.

 «Интеграл» технопарк хутшӑннипе республикӑра унччентерех пурте лайӑх пӗлнӗ ҫамрӑк техниксен станцийӗ евӗр ҫамрӑксен наукӑпа техника пултарулӑх  центрӗсем йӗркеленеҫҫӗ. Шупашкарти 55-мӗш шкулта 7 «а» класра вӗренекен Илья Васильев вара ачасене техникӑпа тата ӑс-хакӑл ӗҫӗпе кӑсӑклантарассине ача садӗнченех тытӑнма сӗнет. Ҫак Ҫырӑва хатӗрленӗ вӑхӑтра Илья ман пата ҫыру ҫырса ячӗ, унта вӑл ҫулӗпе ҫамрӑк пулнине пӑхмасӑр, токарь тата фрезерлӑ станоксемпе ӗҫлеме пӗлни, дельтапланпа вӗҫни, авиамодельсем ӑсталани ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл халех Чӑваш Енре самолетсем валли детальсем туса кӑларакан производство йӗркелесе ярасси пирки шухӑшлать.

Ҫавнашкал пуҫаруллӑ, ҫирӗп тӗллевлӗ ачасем вӗренеҫҫӗ чӑваш шкулӗсенче, ҫавӑнпа та пирӗн республикӑн малашлӑхӗ лайӑх пуласси пирки шантарсах калама пулать. Пултаруллӑ ачасене  пулӑшса пыма инновациллӗ вӗренӳ учрежденийӗсен тытӑмне йӗркеленӗ, тӗрлӗ шайри ӑс-хакӑлпа пултарулӑх конкурсӗсем иртеҫҫӗ, пысӑк талантлӑ ачасене пулӑшса тата асӑрхаса тӑмалли пайӑр программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ, пурлӑх тата мораль тӗлӗшӗнчен  пулӑшу памалли майсене ӗҫӗ кӗртнӗ. Ҫак ҫул-йӗр енӗпе Чӑваш Ен малта пырать, ҫакна Раҫҫей Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн ларӑвӗ Шупашкарта иртни лайӑх ҫирӗплетсе пачӗ, унта пирӗн опытпа ҫӗр-шыври ытти регион та паллашрӗ.

 Шкулчченхи вӗренӗве аталантарасси ҫине эпир унчченхинчен чылай ытларах  тимлӗхпе пӑхма пуҫларӑмӑр. Ача сачӗ вӑл – кирек мӗнле ачашӑн та пурнӑҫпа паллашмалли пӗрремӗш картлашка, унта вӑл хӑйне ыттисен хушшинче тытма вӗренет, ушкӑнри хутшӑну культурине ӑша хывать. Унӑн вӑй-халӗпе кӑмӑл-сипечӗн малашнехи аталанӑвӗн никӗсӗ шӑпах ача садӗнче йӗркеленет.

Аса илтеретӗп: Чӑваш Республикинче юлашки ҫирӗм ҫулта ҫӗнӗ пӗр шкулчченхи ача-пӑча вӗренӳ учрежденине те хута яман. Вӗсене анлӑн тӑвасси пӗлтӗр пуҫланчӗ, ҫӗнӗ 8 ача сачӗ хута кайнӑ. Унсӑр пуҫне шкулсенчи пушӑ пӳлӗмсенче 975 вырӑнлӑ 39 ушкӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Пӗлтӗр шкулчченхи вӗренӳ сферинче пӗтӗмпе 3514 ҫӗнӗ вырӑн йӗркеленӗ.

Шкулчченхи вӗренӗвӗн урӑхларах майлӑ формисем аталанаҫҫӗ. Республикӑра хальхи вӑхӑтра муниципалитет вӗренӳ учрежденийӗн тытӑмлӑ пайӗ шутланакан 14 ҫемье  тата  килти 2 ача сачӗ ӗҫлет.

Министрсен Кабинечӗпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен умне виҫӗ ҫул хушшинче хальхи вӑхӑтри ача сачӗн 54 ҫуртне туса хута яма, пушӑ пӳлӗмсем пур пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче хушма 2550 вырӑн тата уйрӑм ҫын тытса тӑракан ача сачӗсенче 1040 вырӑн  йӗркелеме тӗллев лартнӑ.

Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчен пӗрремӗш пулса шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсем тума тата юсаса ҫӗнетме укҫа-тенкӗ уйӑрассипе ҫыхӑннӑ проекта Пӗтӗм тӗнчери финанс корпорацийӗпе пӗрле пурнӑҫлама тытӑнчӗ. Пӗлтӗр ҫав тӗллевсем валли 500 миллион тенкӗпе танлашакан вӑрах вӑхӑтлӑх кредитпа усӑ курнӑ. Кӑҫал эпир 8 ҫулта парса татмалли майпа тата 500 миллион тенкӗлӗх кредит укҫи-тенкине явӑҫтарма палӑртатпӑр.

Яваплӑ йышӑнӑва пурнӑҫлатпӑрах. 2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинчи 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитичченхи ачасене, 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вара – 1,5 ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитичченхи ачасене вырӑнсемпе тивӗҫтеретпӗр.

Шел пулин те, ачасен ашшӗ-амӑшӗшӗн савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтернипе  пӗрлех ҫитменлӗхсем пирки те асӑнса хӑварма тивет. Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче тата Шупашкарти Гладков урамӗнче шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсем тумалли сроксем тӑсӑлса кайнӑ. Подрядчиксен япӑх ӗҫне пула пӗлтӗр 500-е яхӑн пепке ача садне каяйман.

 Хисеплӗ депутатсем!

2020 ҫулччен хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма шутлакан Раҫҫейри ҫемьесен 60 процентне пурӑнма юрӑхлӑ тата хӑтлӑ ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ лартнӑ ҫак тӗллев, паллах, пурнӑҫланмалла. 

Чӑваш Ен пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ хӑвӑртлӑхне ӳстерсе пырассипе  чылай ҫул хушши ӗнтӗ лидер-регионсен шутне кӗрет. Пӗр ҫын пуҫне хута яракан пурӑнмалли ҫурт-йӗр лаптӑкӗ енӗпе республика федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем хушшинче малта пырать (1000 ҫын пуҫне 709 тӑв.м). Строительство материалӗсем туса кӑларакан отрасль туса хунӑ, вӑл ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Красноармейски районӗнче «Трак керамики» проект хута кайсан строительство организацийӗсене питех те кирлӗ  пиччӗн кирпӗч  ҫителӗклӗ пулать, хальлӗхе ӑна кӳршӗ регионсенчен кӳреҫҫӗ. Ҫапла майпа миллиард ҫурӑ яхӑн укҫа-тенкӗ Чӑваш Ен экономикинче  юлать.

2012 ҫулта банксем тата «Чӑваш Республикин Ипотека корпорацийӗ» АУО 7,5 миллиард кивҫен укҫа-тенкӗ уйӑрса панӑ. 7584 гражданин кредит тата заем илнӗ. Ҫӗкленекен е туянакан пурӑнмалли ҫурт-йӗрӗн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 323,7 пин тӑваткал метрпа танлашнӑ.

Чӑваш Енре йӗркеленсе ҫитнӗ патшалӑх тӳрремӗн паракан пулӑшӑва пула 2012 ҫулта 3,5 пине яхӑн ҫемье хӑйсемшӗн хваттер ытӑвне татса панӑ.  Вӗсенчен  пине яхӑнӑшӗ – ҫамрӑк ҫемьесем.

Тата 2,6 пин ҫамрӑк ҫемье маларах туяннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗршӗн тӳлеме илнӗ кредитсем енӗпе процентсем тӳлеме бюджетран пулӑшу илнӗ. Республикӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин сферинче ҫаврӑнакан кашни тӑваттӑмӗш тенкӗ – бюджетӑн.

Унпа пӗрлех пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене официаллӑ йӗркепе лайӑхлатма кирлӗ ҫемьесен йышӗ 75 пине яхӑн, ҫав шутран 40 процента яхӑн пайӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр черетӗнче 10 ҫул ытла тӑрать.

Пире проблемӑллӑ, ҫав шутра пая кӗрсе тунӑ объектсемшӗн, эпир вӗсене туса пӗтерме пултараймастпӑр имӗш, час-часах критиклеҫҫӗ. Тулли яваплӑхпа ҫапла пӗлтеретӗп: пур пек йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, ҫивӗч ыйтусене татса паратпӑрах. Конкурс производствин ӗҫӗсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑйсене пӗрлештернине пула Ҫӗнӗ хулара строительство ӗҫӗсем вырӑнтан тапранчӗҫ. 2012 ҫулта кунта ҫӗнӗ ҫул хывнӑ, 14 пин тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута янӑ.

Пурӑнма юрӑхлӑ ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫре конкурентлӑ лайӑх хутлӑх туса хума Чӑваш Ен Правительстви пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви валли ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсен пысӑк лаптӑкне уйӑрса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва ырланӑ. Паянхи куна ҫӗрпе усӑ куракан ҫурт лартакансем килӗшӳри обязательствӑсен пӗрре вуннӑмӗш пайне кӑна пурнӑҫланӑ. Вӗсен тӗлӗшпе эпир ҫирӗп политика тытса пырӑпӑр тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума уйӑрса панӑ ҫӗрсемпе тухӑҫлӑ усӑ курассине тивӗҫтерӗпӗр. Ҫирӗплетнӗ йышӑнӑва пурнӑҫламаннисен тӗлӗшпе ҫакӑн пек йӗркепе усӑ курӑпӑр: «Пултараймасан - вӗрентӗпӗр, ӗҫлес темесен – хистесе ӗҫлеттерӗпӗр». Ҫакна астуса юлма тата суя ӗмӗтсенчен хӑтӑлма сӗнетӗп.

2013 ҫулта Чӑваш Енре сахал хутлӑ уйрӑм ҫын валли тӑвакан ҫуртсене тата эконом класлӑ нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗре комплекслӑ майпа тума тытӑнаҫҫӗ. Ку енӗпе республика Раҫҫей Регионсен аталанӑвӗн министерстви пурнӑҫлакан пилотлӑ проекта кӗнӗ. Сахал бюджетлӑ ҫурт-йӗре массӑллӑ майпа туни чӑн малтанах республикӑри сахал тупӑшлӑ ҫынсене хваттер ыйтӑвне татса пама пулӑшӗ.

Экспертсен хаклавӗ тӑрӑх, патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн инженери инфратытӑмӗпе тивӗҫтернӗ ҫӗр лаптӑкӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр лартма уйӑрса пани туса пӗтернӗ ҫурт-йӗрӗн хӑй хаклӑхне коммерциллӗ уса куракан ҫурт-йӗрӗн рынокри вӑтам хакӗнчен 15-25 процент чакарма май парать. Чӑваш Республикин патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗрсен резервне йӗркелеме тытӑннӑ. Ҫурт-йӗр лартакансене ҫав ҫӗрсенчен эконом класлӑ, 1 тӑваткал метрӗ рынокри вӑтам хакран 20% йӳнерех пулакан пурӑнмалли ҫурт-йӗре комплекслӑ майпа лартма ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса пама палӑртнӑ.

 Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен сахал хутлӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр лартмалли территорисене комплекслӑ майпа алла илмелли муниципалитет программисене туса хатӗрлемелле тата йышӑнмалла, ҫавӑн пекех пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума уйӑрса панӑ ҫӗр лаптӑкӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курнине тӗрӗслесе тӑрас енӗпе мерӑсем ҫирӗплетмелле. 

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвассине хавхалантарма граждансен ҫурт-йӗр тӗлӗшӗнчи коммерциллӗ мар пӗрлешӗвӗсем, унта ҫурт-йӗрпе строительство кооперативӗсем те кӗреҫҫӗ, пулӑшӗҫ. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас шутлӑ граждансене патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли хушма майсене ӗҫе кӗртме палӑртнӑ. Ҫав шута Чӑваш Республикин патшалӑхӑн хаклӑ хучӗсене кӑлармалли май та кӗрет.

Асӑннӑ мерӑсем тата ытти йышӑнусем пурӑнмалли ҫурт-йӗр сферинче конкурентлӑ тухӑҫлӑ  хутлӑх йӗркелеме май парӗҫ. 

Сахал тупӑшлӑ граждансене усӑ курма меллӗ  майпа арендӑна паракан пурӑнмалли ҫурт-йӗр рынокне йӗркелес ӗҫ малалла тӑсӑлать, патшалӑхӑн коммерциллӗ майпа усӑ куракан пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондне йӗркелемелли вырӑн анлӑланать. Ҫавнашкал ҫурт-йӗре малашне Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче кӑна мар, мӗн пур хула округӗпе муниципаллӑ районтах тума тытӑнаҫҫӗ.

 Республикӑра пурӑнакан кашни ҫын интереснех пырса тивекен пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри вӑл пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх комплексӗ тухӑҫлӑ ӗҫлессине тивӗҫтересси пулса тӑрать.

Ку сферӑра лайӑх кӑтартусем тунӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсен канашӗсем йӗркеленеҫҫӗ, вӗсем паракан коммуналлӑ пулӑшӳ ӗҫӗсен пахалӑхне тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. «Чӑваш Республикин Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх интернет-порталне» йӗркелесе ӗҫе кӗртнӗ, вӑл управляющи компанисен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан информаципе халӑх уҫҫӑн паллашса тӑрассине тивӗҫтерет. Хӑлӑха хӳтелес шутпа хаксене 2013 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫуллӑхӗнче индексацилесси ҫинчен йышӑну тунӑ, ҫакӑ инфляци 2013 ҫул пуҫламӑшӗнчех ӳсессине чарма май парать. 

2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен поселенисене, хула округӗсене шыв парса тӑмалли тата шыв юхтарса кӑлармалли, ҫавӑн пекех ӑшӑпа тивӗҫтермелли схемӑсене туса хатӗрлесе ҫирӗплетмелле.

Кӑҫал Патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр инспекцийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле муниципалитет ҫурт-йӗрне тӗрӗслесе тӑракан тытӑма республика саккунӗсен требованийӗсемпе килӗшӳллӗн ӗҫе кӗртес тӗлӗшпе хастартарах ӗҫлемелле. Коммуналлӑ сферӑри лару-тӑрӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлехи вӑйӗпе кӑна лайӑхлатма, кашни ҫуртпа кашни картишӗнче йӗрке тума, пурӑнмалли майсене хӑтлӑлатма, энерги ресурсӗсемшӗн тӳлессине йӗркене кӗртме тата пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне ӳстерме пулать.

 Чӑваш Ен ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласемпе пуян регионсен шутне кӗмест. Ҫавӑнпа та пирӗн пур пек ресурссемпе, чӑн малтанах ҫӗрпе, май пур таран чи пысӑк тухӑҫлӑхпа усӑ курмалла.

Лайӑх тата  тӗллевлӗн ӗҫленине пула 2008 ҫултан пуҫласа ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ усӑ курман 116 пин гектар ытла ҫӗр лаптӑкне ҫаврӑнӑша кӗртнӗ. Анчах та  хӑш-пӗр харпӑрҫӑсем хӑйсен ҫӗрӗсене ҫаплипех хыт-хура ӳстерме тытса тӑраҫҫӗ. Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем ҫинче никам ирӗк памасӑрах пурӑнмалли ҫурт-йӗр туса лартнӑ тӗслӗхсем те час-часах тӗл пулаҫҫӗ.

Ман хушусемпе килӗшӳллӗн пайҫӑсен ҫӗрӗсен тӗлӗшпе тунӑ килӗшӳсенче саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тишкереҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Муркаш тата Шупашкар районӗсенче ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкӗсемпе тӗллевлӗн усӑ курманнине, халӑхран вӗсене каярах сутса ярас шутпа кӑна туяннине тӗпчесе пӗлнӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫавнашкал тӗслӗхсем тӑрӑх Чӑваш Ен Пурлӑх министерстви тӑратнӑ тавӑҫ требованийӗсене тивӗҫтерни ҫинчен калакан суд йышӑнӑвӗсем вӑя кӗнӗ, асӑннӑ килӗшӳсене тӑвас тӗлӗшпе пуҫару тунисен ӗҫӗсене право сыхлакан органсем тӗпчеҫҫӗ.

Ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе малашне те саккуна пӑсакан кирек кам тӗлӗшпе те, унӑн статусне пӑхмасӑр, ҫирӗп право йышӑнӑвӗсем палӑртӗҫ, республикӑн тата граждансен пӑснӑ прависене каялла  тавӑрӗҫ.

Ҫӗрӗн кашни гектарӗпе тӗллевлӗн усӑ курмалла! Ку ыйту экономикӑпа та, политикӑпа та, кӑмӑл-сипетпе те тӳрремӗнех ҫыхӑнса тӑрать, мӗншӗн тесен регионӑн ырӑ ячӗ тата апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ те унранах килет.

 **********************

Гражданла общество йӗркелес тата патшалӑх паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне ӳстерес ҫул-йӗр малалла пурнӑҫланать. Паянхи куна Чӑвш Енре 98 «чӳречеллӗ» нумай функциллӗ 20 центра шута илнӗ тата вӗсем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал районсенче 18 «чӳречеллӗ» 6 НФЦ уҫма палӑртнӑ.

2015 ҫул тӗлне граждансен 90 процентран кая мар йышӗ хӑйсем пурӑнакан вырӑнта 1 «чӳрече» йӗркепе пулӑшу илме тытӑнӗ. Ҫакӑн валли мӗн пур муниципалитетра  тата хушма 350 «чӳрече» йӗркелемелле. Асӑннӑ ӗҫе  халь ӗҫлекен пур пек тӗслӗх библиотекӑсен никӗсӗ ҫинче туса ирттерме палӑртнӑ, ҫакӑ бюджетӑн 90 миллиона яхӑн укҫи-тенкине перекетлеме май парать.

Республикӑра Общество палатине, Этем прависемпе тата Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑйсен институчӗсене йӗркеленӗ, вӗсем аван ӗҫлеҫҫӗ. Предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй должноҫне туса хуни ҫавнашкал тепӗр тӗрӗс утӑм шутланать. Тивӗҫлӗ Указа эпӗ ӗнер алӑ пусрӑм.

Иртнӗ ҫултан пуҫласа политика партийӗсене регистрацилемелли йӗрке ансатланчӗ, паянхи куна Чӑваш Ен территорийӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри политика партийӗсен регионти 24 уйрӑмне шута илнӗ. Республика Правительстви мӗн пур политика вӑйӗсемпех  усӑллӑ  диалог ирттерме  хатӗр.

2012 ҫулта коммерциллӗ мар 75 общество организацийӗ грант мелӗпе пӗтӗмӗшле 16 миллион тенкӗлӗх пулӑшу илнӗ. Эпӗ хамӑн демократие ҫул парас, сӑмах ирӗклӗхне ҫирӗплетес тата аталантарас ҫул-йӗре ҫирӗппӗн тытса пыратӑп. Чӑваш Ен  влаҫ органӗсем прессӑшӑн уҫӑ тата халӑх интересӗсене пырса тивекен ҫивӗч ыйтусем тӗлӗшпе журналистсен ыйтӑвӗсене хуравлама яланах хатӗр. Хам енчен эпӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсене професси тивӗҫне парӑнса ӗҫлеме, граждансен тӗрӗс информаци илмелли правине пӑхӑнма, объективлӑ тата социаллӑ яваплӑхлӑ пулма чӗнсе калатӑп.  Пирӗн халӑх: «Пĕр хĕлхемпе ял çунать, çын сăмахĕпе çын вилет», – тенине асра тытӑр.

 Хисеплӗ депутатсем, чӗннӗ хӑнасем!

Сӑмахӑма вӗҫленӗ май,  Чӑваш Республикишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланакан  йышӑну  –  «Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 550 ҫул тата Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен» калакан Раҫҫей Президенчӗн Указӗ пирки кӑштах асӑнса хӑварас тетӗп.

Юбилей датисене уявлама хатӗрленес ӗҫе Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫемьепе кашни ҫыннӑнах хутшӑнмалла. Республикӑна инвестицисем явӑҫтарма, тирпей-илем кӗртессине, юбилей объекчӗсене тӑвассине тата вӗсене юсаса ҫӗнетессине тивӗҫтерме, ҫавӑн пекех уяв мероприятийӗсене массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫутатса тӑма экономикӑпа управлени тытӑмӗн тата ӑс-хакӑлӑн вӑй-хӑватне пӗр тӗвве пӗрлештермелле. Мультипликативлӑ эффект кӳнипе пӗрлех ҫакӑ Чӑваш Енӗн лайӑх имиджне йӗркелеме пулӑшать. Ансаттинчен тытӑнмалла – пирӗншӗн йӑлана кӗнӗ ырӑ ниме мелӗпе уса курса хамӑр подъездра, картишӗнче, урамра йӗрке тумалла, ҫурт умӗнчи пахчара чечек лартса ӳстермелле, чалӑшса кайнӑ хӳмене тӳрлетсе лартмалла, ҫуртӑн мал енне сӑрласа илем кӳмелле. Тӑван ен тасалӑхӗ тата типтерлӗхӗ куҫа савӑнтарать, ырӑ шанӑҫ кӳрет, халӑх кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклет, ыранхи куна шанчӑклӑн кӗтме вӑй-хал хушать.

Раҫҫейре 2013 ҫула Тавралӑха хӳтӗлемелли ҫулталӑк тесе пӗлтернӗ. «Тавралӑх» текен ӑнлав ҫут ҫанталӑкпа экологи аспекчӗсене кӑна уҫӑмлатмасть, вӑл тата та анлӑрах. Эпӗ моральпе кӑмӑл-сипетӗн тӗп паллисем – чӗре ӑшши, ырӑ кӑмӑллӑх, тимлӗх, ыттисене хисеплени, тӳрӗ кӑмӑллӑх, хӑйӗн пурнӑҫне ыттисемшӗн пама хатӗр пулни – ҫинче никӗсленсе тӑракан «чун экологине» сыхласа упрасси пирӗншӗн кашниншӗн, ҫавӑн пекех пӗтӗм обществӑшӑн та уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп. Темле йывӑр пулсан та, пирӗн вӗсене сыхласа хӑвармаллах. Хамӑршӑн, ачасемшӗн, Чӑваш Ен пуласлӑхӗшӗн. Кашни ҫын чун-чӗринчех ҫутӑ тӗттӗме ҫӗнтерме, ырӑ вара усала парӑнтарма пултартӑр тесен, Тӑван ҫӗр-шыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлер, саккуна пӑхӑнса, таса чунпа пурӑнар. Пирӗн пӗрлехи ҫитӗнӳсен никӗсӗ – ҫакӑнта. Итленӗшӗн пысӑк тав.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика