Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Чăваш Ен паллă çыннисем  »  Алексей Афанасьевич Кокель "1880-1956": пирвайхи чăваш художникĕ
Алексей Афанасьевич Кокель "1880-1956": пирвайхи чăваш художникĕ

Ÿнер академине А.А.Кокель 1904 çулта вĕренме кĕнĕ. Вăл искусствăпа та, ытти наукăпа та питĕ тăрăшса тата ăнăçлă вĕреннĕ пулин те Алексей Афанасьевич пурлăх енĕпе пулăшма ыйтса çырнине академин аслă училищин канашĕ час-часах хирĕçленĕ. Çакă вăл политика енĕпе "шанчăксăр" пулнипе сăлтавланнă. Революци шухăш-кăмăллă студент-медиксемпе çыхăну тытнă, вĕсемпе тăван енрех паллашнă, вăл студентсен марксистсен кружокĕн членĕ пулнă, рабочисен кĕрешÿ дружинисен санитарĕсен вăрттăн курсĕсене пĕтернĕ, большевиксем йĕркеленĕ ятарлă комисси членĕ пулса "юнлă вырсарни кун" инкек тÿснисен шутне палăртмашкăн хутшăннă.

Ÿнер академийĕнче вĕреннĕ çулсенче А.А.Кокель çав вăхăтри чаплă художниксем патĕнче ăсталăха тăптанă: П.П.Чистяков патĕнче, 1907 çулта И.Е.Репин мастерскойĕнче, каярахпа унпа Д.Н.Кардовский усă курнă.

1912 çулхи чÿк уйăхĕнче Петербургри Ÿнер академийĕнче выставка уçăлнă. Кунта академире вĕреннисен - пултарулăх енĕпе аталанмашкăн икĕ çуллăха чикĕ леш енне командировкăна каймалли ирĕк паракан ылтăн медале çĕнсе илессишĕн кĕрешекен конкурентсен - хайлавĕсене тăратнă. Пичет ĕçченĕсем, тĕп хула общественноçĕ "В чайной" картинăна тÿрех асăрханă, вăл унăн авторне конкурсра çĕнтерÿ тата çав вăхăтри пысăк ăста чапне кÿнĕ. "Çĕр ытла художникпе скульптортан иккĕшĕ çеç искусствăра общество темисемпе кăмăл-туйăмне палăртнă, иккĕшĕнчен пĕри кăна хăйĕн тĕллевне ăнăçлă пурнăçланă", - çапла çырнă "Правда" хаçат халĕччен никам та пĕлмен çамрăк А.А.Кокель художник çинчен. Унăн картинине Мюнхенри тата Венецири пĕтĕм тĕнчери выставкăсене тăратнă. 1915 çулта унăн çĕнĕ ĕçĕсемпе передвижниксен 44-мĕш выставкинче паллаштарнă.

Чикĕ леш енне командировкăна каймалли ирĕк çĕнсе илнĕ май вăл Европăри паллă нумай ÿнер музейĕпе паллашнă. Чикĕ леш енче А.В.Луначарскипе, А.М.Горькипе тĕл пулнă, вĕсем талантлă художнике пысăка хурса хакланă. Çак тапхăрта вăл вырăс политэмигранчĕсен портречĕсен ярăмне, "Итальянсем" картина ÿкернĕ, "Чăваш сюитине" хатĕрлеме тĕллев тытнă. Ун чухнехи пичетре çапла çырнă: "Кокель хăйне тĕнче шайĕллĕ пысăк хайлавсем ÿкерме пултаракан ăста пек кăтартрĕ". Мĕн пур критик пĕр саслă пулса ăна пысăк пуласлăх кĕтни пирки каланă пулин те Алексей Афанасьевич Петербургра юлма /И.Е.Репин тата Д.Н.Кардовский хăварма ыйтнă пулин те/ е тăван ене килме пултарайман. Мĕншĕн тесен политика енĕпе "шанчăксăр" шутланнă. И.Е.Репин тăрăшнипех-тĕр ăна Харьковра ĕç шанса панă. Художник унта 1916 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче куçнă, яланлăхах çавăнта юлнă. Ăна лайăх педагог, художник тата общество ĕçченĕ пулнăшăн пысăка хурса хакланă.

Кокель Чăваш Енпе çыхăну татман. Тăван çĕр-шыва 1905 çулта литература кÿрекен пулса килнĕ, 1919 çулта кунта сипленнĕ. 1933 çулта правительство ăна Чăваш автономийĕ 15 çул тултарнине халалланă уяв тĕлне "Ликбез" ÿкерчĕк хатĕрлеме саккас панă. 1934 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче чăваш художникĕсен эскиз ĕçĕсен выставки иртнĕ, унта Кокель те пулнă. Сăмах май, нумаях пулмасть Алексей Афанасьевич Ю.Зайцев художникăн çав выставкăра паллаштарнă ĕçĕсене хакласа чăвашла çырнине тупнă.

1935 çулта саккаса пурнăçланă, "Ликбез" художникăн чи лайăх ĕçĕсенчен пĕри тесе йышăннă. Тăван Ене аса илсе Кокель хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă, чăваш хĕрарăмĕсен портречĕсене, "Чăваш сюитине" ÿкернĕ - чăваш халăхĕн культура йăли-йĕркине мухтакан ÿкерчĕксен ярăмне калăпланă.

Александр Афанасьевич 1956 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче Харьковра вилнĕ. Вил тăпри çинче - унăн вĕренекенĕсем тунă скульптура палăкĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика