Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Чăваш Ен паллă çыннисем  »  Ардалион Игнатьев – пĕрремĕш чăваш олимпиецĕ
Ардалион Игнатьев – пĕрремĕш чăваш олимпиецĕ

Ардалион Васильевич Игнатьев 1930 çулхи чÿк уйăхĕн 24-че Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнче çуралнă. СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ. 400 метра чупас енĕпе XVI Олимп вăййисен бронза призерĕ, Европа чемпионĕ /1954 ç./, Европа рекордсменĕ - 46.0 çеккунт /1955 ç./. 200, 400 метра чупас енĕпе тата 4х400 эстафетăра 15 хут СССР чемпионĕ. Вăрăм дистанцисенче 16 хут рекордсмен пулнă.Спортри пысăк çитĕнÿсемшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, "Хисеп Палли" орденпа наградăланă. Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. 1951 çулта ялти çамрăк учитель Ардалион Игнатьев пĕтĕм Союзри çăмăл атлетика ăмăртăвне хутшăннă, ăна çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командин тренерĕсем асăрханă. 1952- мĕш çулта вăл çĕр-шыв рекордне çĕнетсе 400 метра чупас енĕпе СССР чемпионĕ пулса тăнă. 200 метрлă дисанцире кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Çапла майпа Совет Союзĕн пĕрлештернĕ наци командине вирхĕнсе кĕнĕ.

1952 çулта Хельсинкире XV Олимп вăййисем иртнĕ. Ку - чăваш спортсменĕн Олимпиадăри дебючĕ. А.Игнатьев 400, 4х400 метрлă дистанцисенче вăй виçнĕ. СССРăн 3 рекордне çĕнетнĕ. 1953 çулта Румыни тĕп хулинче Бухарестра Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕнче 200, 400 метра, 4х400 метрлă эстафетăра чупса СССРăн çĕнĕ рекорчĕпе виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

1954 çул, Берн хули /Швейцари/, Европăн çăмăл атлетика чемпионачĕ. А.Игнатьев 400 метрлă дистанцире ылтăн çĕнсе илет, 200 метра чупса кĕмĕл медале тивĕçет.

1956 çул. Мельбурнри /Австрали/ XVI Олимп вăййисем. 400 метра чупса бронза медаль çĕнсе илнипе А.Игнатьев спорт биографийĕн чи çутă страницине çырать. Вăл чăваш спортсменĕсенчен пуçласа Олимп медальне çĕнсе илет.

Спорт карьерине вĕçленĕ хыççăн А.Игнатьев тĕрлĕ çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтĕнче /физкультура факультечĕн преподавателĕ/, Чăваш Енĕн Физкультурăпа спорт министерствин ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче /директор/ ĕçленĕ. Общество ĕçĕнче хастар пулнă. 909-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Çăмăл атлетика федерацине ертсе пынă.

"Чăваш Енри тĕлĕнмелле спринтер", - çĕр-шыври тата тĕнчери паллă хаçатсемпе журналсенче ун пирки çапла çырнă. Вăл 1998 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче, 68 çул тултариччен 1 уйăх пурăнса çитеймесĕр, вилнĕ. Ардалион Игнатева чысласа Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин "Аслă спорт ăсталăхĕн шкулне" унăн ятне панă, вăл Чăваш Енĕн пирвайхи олимпиецĕ, чăваш спортсменĕсенчен чи малтан Олимп вăййисен медальне çĕнсе илнĕ çын хывса хăварнă ырă йăласене малалла тăсать.

Шупашкарăн çур çĕр хĕвел анăç районĕнче, Елчĕк ялĕнче те А.В.Игнатьев ячĕпе хисепленекен урамсем пур. Чаплă спортсмена асăнса çуллен республикăн çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене йĕркелеççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика