Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Пулăмсем  »  2018 çул  »  Ҫĕнĕ ҫул тата ҫутă Раштав уявĕпе
Ҫĕнĕ ҫул тата ҫутă Раштав уявĕпе
Ҫĕнĕ ҫул тата ҫутă Раштав уявĕпе

Сире ҫывхарса килекен Çĕнĕ ҫул ячĕпе тата Христос çуралнă çутă кунпа ăшшăн саламлатпăр! 

Тăван чĕлхе кашнине пĕрлĕх туйăмĕ парса тăтăр.

Хăвăрăн, ҫывăх ҫынсен тата тус-тăвансен сывлăхне упрăр, пурнăҫа юратăр, чун-чĕре илемне хаклăр. Ĕҫлĕх туйăмĕ нихăҫан та ан иксĕлтĕр!

Эсир шанни, ĕмĕтленни пурнăçлантăр! Сирĕн килĕрсенче яланах ача-пăча кулли янăратăр, унта чун ăшши хуçалантăр!     

Çĕнĕ 2018 çулта сире  ăнăçупа тăнăçлăх тата телейпе ырлăх сунатпăр!    


Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика