Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Чăваш Ен паллă çыннисем  »  Чăваш тÿпинчи çăлтăр - Мефодий Денисов
Чăваш тÿпинчи çăлтăр - Мефодий Денисов

Мефодий Денисов... Çак ята асăнсанах халăхра вăл шăрантарнă халăх юррисем, классика произведенийĕсенчи партисем аса килеççĕ. Çак сасса, уçă та хăватлăскере, çемçе те çулăмлăскере, урăх никамăннипе те пăтраштарма çук. Каçхи тÿпери янкăр çăлтăр тейĕн. Тĕрĕсрех - чăваш тÿпинчи чи çутă çăлтăр.

Халăх юратакан юрăç пирки сăмах тапратма сăлтав пур. Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Мефодий Денисов çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Шел, çак куна Мефодий Иванович хăй кĕтсе илеймерĕ, унăн чĕри 1998 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче тапма чарăннă. Ячĕ вара, юррисем - яланах пирĕнпе.

Мефодий Денисов, Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалта çуралса ÿснĕскер, Тăван çĕр-шыв вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер, хăйĕн пурнăçне юрă, кĕвĕ-çемĕ тĕнчипе çыхăнтарнă. Ĕç-пуç акă мĕнле пулса иртнĕ. Пĕр хаçатра Саратоври Л.Собинов ячĕллĕ консерватори çумĕнче Чăваш студийĕ уçăласси пирки пĕлтерÿ пичетленнĕ. Профессионал юрăç пулас ĕмĕтлĕскер çак шанăçа çухатас темен, унта вĕренме кĕнĕ. 1952 çулта вара алла диплом илсе Шупашкара таврăннă, Чăваш патшалăх филармонийĕнче ĕçлеме пуçланă.

1959 çулта тĕп хулара Чăваш патшалăх музыка драма театрĕ уçăлнă. Чăвашсен пĕрремĕш оперине - Ф.Васильевăн «Шывармань» произведение - сцена çине 1960 çулхи çу уйăхĕнче кăларнă. Тĕп партие - Атнере - Мефодий Денисов юрланă. Куратпăр ĕнтĕ: чăваш опера искусствин аталанăвĕ Мефодий Ивановичăн пултарулăхĕпе тачă çыхăннă. Ентешĕмĕр ытти оперăра та палăрнă. Вăл «Хамăрьял» спектакльте Юманов партине юрланă, «Нарспире» - Тăхтаман, «Çеçпĕлте» - Чарлан, «Çăлтăрлă çулта» Çтаппан партийĕсене. Кусем - наци произведенийĕсем. Классика, вырăс оперисенче те палăрнă. Вĕсен шутне Онегин /«Евгений Онегин» - П.Чайковский/, Алеко /«Алеко» - С.Рахманинов/, Фурманов /«Чапай» - Б.Мокроусов/ тата ытти парти те кĕреççĕ. Унăн пултарулăх репертуарĕнче 600 ытла произведени.

Мефодий Денисов преподаватель ĕçĕнче те сахал мар вăй хунă. 1973 çултан пуçласа Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пулас юрăçсене вĕрентнĕ. Мефодий Иванович çав вăхăтрах концертсене хутшăнма та ĕлкĕрнĕ. Шупашкарта çеç мар, Мускав, Питĕр, Минск, Киев, Чулхула, Ĕпхÿ тата ытти хулара пурăнакансем унăн янравлă сассипе киленнĕ. Ку çеç-и: чаплă юрăç общество ĕçнче те палăрнă - 1966-1970 çулсенче СССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă.

Мефодий Денисов Чăваш АССР халăх, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕн ятне ти¬вĕçнĕ, Чăваш АССР К.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премине илнĕ. Унăн ятне республикăн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Юрăç çуралнă кун вара Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ун юбилейне халалланă концерт иртрĕ. Мефодий Денисов ячĕпе ырă сăмахсем каларĕç, вăл юрланă юрăсене шăрантарчĕç.

/Надежда СМИРНОВА

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика