Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Восславим женщину» 3-мĕш фестиваль иртрĕ

22 ноября 2013 г.

Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Восславим женщину» 3-мĕш фестиваль иртрĕ.
Вăл тĕрлĕ ĕçре тăрăшакан хĕрарăмсене пĕрлештерчĕ. Фестивале республикăри ял-хулара пурăнакан 25 хĕрарăм хутшăнчĕ. Пурте вĕсем †хăйсен тăрăхĕсенче мала тухнисем. Кулленхи тата обществăлла ĕçе хастар хутшăнаççĕ. «Хĕр арăм †пурнăç тыткăчи, çемье тĕрекĕ. Вăл †кил ăшшине упракан, ачана кун-çул парнелекен...»-терĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май. Чăваш Енре иртнĕ икĕ çулта демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнă - нумай ачаллă çемьесен шучĕ 10 процент ỹснĕ. Вĕсенче 2 пин те 758 ача хушăннă. Республика Пуçлăхĕ хĕрарăмсене ĕçре, çемьере пуçаруллă та ĕçчен пулнишĕн ырларĕ. Фестивале хутшăнакансене тĕрлĕ номинацире наградăларĕç. Шупашкарта пурăнакан Людмила Черновăн 2 ача. Пĕри сусăр çуралнă †утаймасть. Ăна Людмила 21 çул пăхать. Хĕрарăм «Обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн тата çемьери йăласене тытса пынăшăн» тав хутне тивĕçрĕ. Кашни хĕр арăмăн хăйĕн тивĕçĕ - ача-пăча çитĕнтереççĕ, тăлăхсене хăйсен хỹттине илеççĕ, ĕçре çитĕнỹсем тăваççĕ. Вĕсем тĕрлĕ отрасльте тăрăшакансенсем - предприятисен ертỹçисем, тухтăрсем, педагогсем, культура ĕçченĕсем... Сăмахран, хĕр арăмăн ялта ĕç нумай. Хăш чухне ларса канма та вăхăт çук. Апла пулин те тĕрлĕ ĕç-пуç ирттерме ỹркенмеççĕ. Çапла майпа ялти культура вучахне сỹнме памаççĕ. Хĕрарăмсем хăйсемпе, çемйисемпе тата кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Хăйне евĕрлĕ ĕçсемшĕн дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.

20131122_vosslavim_jen_chuv
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика