Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Тĕп хулана ялпа ылмаштарнă

04 октября 2018 г.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче 23 фермер хуçалăхĕ. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, пахча-çимĕç, тыр-пул туса илеççĕ, хурт-хăмăр тытаççĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ мĕн-пур ĕçе хăйсен вайĕпе туса пыракан Чугуновсен хуçалăхĕнче пулса курчĕ.

Чугуновсем 12 çулМускаврапурăннă, 2013 çултаывăлĕсемашшĕ çуралса ÿснĕ тăрăхрамалтанфермапулнă вырăнатуяннă тавыльăх-чĕрлĕх ĕрчетмепуçланă. Малтанах хуçалăхра çар çынни пулнă тăванĕ ĕçлесе пурăннă. Вăл курдюклă 50 сурăх тытнă. Паллах, пысăк йыша пăхма çăмăл пулман. Вара Владимирпа Галина Мускавран тăван ялне таврăнса хăйсем ĕçе пуçăннă. Сурăх шучĕ 90-ран та иртсе кайнă. Вĕсенчен тупăш сахал пулнипе кĕçех йышне чакарнă. Каярах 20 пăру туяннă. Халĕ хуçалăхра 18 сăвакан ĕне, сурăхсем, кайăк-кĕшĕк. Пысăк йывăрлăхсемех çуккине палăртрĕç Чугуновсем.

Мотоблок — хуçалăхри пĕртен-пĕр техника. Кулленхи ĕçре ытларах алă вăйне шанма тивет. Çавăнпа та хăйсене пулăшма ялти 2 çынна чĕннĕ мăшăр. 

Утă-улăмасутăнилеççĕ Чугуновсем. 15 сотăй çинче кавăн ÿстереççĕ, кăшман лаптăкĕ — 50 сотăй. Кавăна анкартине çум курăкран тасатас тесе тата ĕнесем çак çимĕçе уйрăмах кăмăлланипе нумай лартаççĕ. Фермăран аякра мар 2 пĕве пур, ытармалла мар илемлĕ тавралăх. Çакă та илĕртнĕ мускавсене çуралнă вырăна таврăнма. Ывăл-кинĕсем, мăнукĕсем те май тупăнсанах васкаççĕ яла.

Çитес çул 50 гектар çинченумай çул ÿсекенкурăк çитĕнтересшĕнмал ĕмĕтлĕ фермерсем. 
aКăçалхи 8 уйăхра районти фермерсем 302 тонна сĕт суса илнĕ, 16 тонна аш-какай тирпейленĕ. Ку вăл, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, нумайрах. Чутай тăрăхĕнчи фермерсен мăйракаллă шултра выльăх шучĕ те 65 пуç нумайланнă.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров 

Подробнее...

Тĕп хулана ялпа ылмаштарнă
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика