Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Видеоновости » Элĕк районĕнче купăста касаççĕ

21 октября 2013 г.

2013.10.21_kapusta_chuv

Халĕ çĕр ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ – пахча-çимĕçе пуçтарса кĕртесси. Элĕк районĕнче пурăнакансем уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă кураççĕ. Сăмахран, Эдуард Лебедев фермер хуçалăхĕнче, купăста касаççĕ.
Элĕк районĕнче 82 гектар пахча-çимĕç, 76-шĕ- купăста. Çак культурăпа ытларах фермерсем ĕçлеççĕ. Паянхи кун тĕлне 45 гектар çинчи çимĕçе пуçтарса кĕртнĕ. Гектартан вăтамран 500 цЕнтнер. Эдуард Лебедев фермер 3-мĕш çул купăста туса илет. Малтанах 5 гектар кăна пулнă, кăçал - 20 гектар. Çанталăк çумăрлипе кăçал купăста касасси вăраха кайнă. Çапах та ку çимĕçе шăн тивесрен хăрамалли çук. Купăста 5-6 градус сивве те тỹсет. Çимĕç мĕнле упранасси ăна хăш вăхăтра пухса кĕртнинчен тата сортран нумай килет. Купăста касма кашни кун 50-60 çын тухать. Йышра пенсионерсем те, ачапа ларакан хĕрарăмсем те пур. Тепĕр эрнерен купăстана пуçтарса кĕртессе шанаççĕ. Çимĕçе сортсем çине уйăрса нỹхрепе хураççĕ. Вентиляци пуррине кура каярах пулаканнисем май уйăхĕчченех упранаççĕ. Хуçалăх ертỹçи Эдуард Лебедев голланди сорчĕсене ырлать. Вĕсен пуçĕсем ытлашши шултра мар, лайăх хĕл каçаççĕ.

Оксана Баскакова, Александр Яковлев

Подробнее...

Официальный портал органов власти Чувашской Республики
428004, г. Чебоксары, Президентский бульвар, д. 10
Телефон: