Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Видеоновости » Чăваш Енре туризм эрни вĕçленчĕ

28 сентября 2017 г.

turizm_zavershenie

Паян – Пĕтĕм тĕнчери туризм кунĕ. Ăна халалласа Чăваш Енре ятарлă эрне иртрĕ. Республикăна хăна ытларах явăçтарас ыйтусемпе семинарсем, конференцисем йĕркелерĕç, çавăн пекех экскурсисемпе презентацисем пулчĕç. Тĕп пĕтĕмлетÿ – Чăваш Енре тусем, тинĕс çук пулин те, туризма аталантарма майсем çителĕклĕ. Çакăн пиркиех культурăпа ÿнер институтне пуçтарăннă экспертсем те калаçрĕç.
Надежда Александрова, Никита Углев

Шупашкара туристсен нумай маршрутне кĕртнĕ. Çапах та вăл ытларах транзитлă хула шутланать. Кунта çынсем кĕске вăхăтлăха - 3-4 сехетлĕхе кăна чарăнаççĕ. Çавăнпа та туристсене илĕртмелли майсем шырамалла. Чăваш республикинче туризма аталантарассипе нумай çул тухăçлă ĕçлекенсем пур. Николай Балтаев скульптор «Чувашия» санатори çывăхĕнче «Сувар» этнокультура паркĕ йĕркеленĕ. 18 çул каяллах туристсене илсе килме пуçланă. Кашни çулах унта скульптăрсен симпозиумĕ иртет. Çулсерен парк çĕнĕ кÿлепесемпе пуянланать. Трактор историйĕн музейĕнче те туристсене илĕртме вĕренсе çитнĕ. Кунта çитес çул Республика кунĕнче ĕлĕкхи техника фестивальне ирттерме хатĕрленеççĕ. Шупашкар районĕнче вырнаçнă «Ясна» этноэкологи комплексĕн директорĕ Марина Федорова туризма аталантармалли мелсем пирки хавхаланса каласа кăтартрĕ. «Ачасене ку ĕçе явăçтарни питĕ витĕмлĕ»,- терĕ вăл. „Çавра сĕтеле“ хутшăннисем Чăваш Ен уйрăмлăхне шута илсе шалти туризма аталантарма майсем çителĕклине çирĕплетрĕç. Источник: http://chgtrk.ru/news/17158

Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики
Телефон: (8352) 64-20-80
http://culture.cap.ru