Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Тылра та çăмăл пулман

Мĕшĕл ялĕнче çулланнă хĕрарăм - тыл ĕçченĕ Лидия Васильевна АНДРЕЕВА пурăнать. Вăл вăрçă пуçланнă çул 16-ра пулнă. - Вăрçăн пĕрремĕш кунне лайăх астăватăп,- каласа парать Лидия Васильевна. - Эпир çав кун юлташ хĕрачасемпе Октябрьскинчи ярмăрккана тухса кайрăмăр. Кунĕ хĕвеллĕччĕ, ăшăччĕ, таврара чечексем ешеретчĕç, кайăксем юрлатчĕç. Çул тăрăх утнă май хамăрăн, хĕрсен, вăрттăнлăхĕсем, малашнехи плансем çинчен калаçса пытăмăр. Кĕçех ярмăрккана çитрĕмĕр. Халăх нумайччĕ - çывăхри пур ялтан та, аякри хăшпĕр ялсенчен те пынăччĕ. Кунта çитсен пĕлтĕмĕр те эпир вăрçă тухни çинчен. Çынсем хурланса ỹкрĕç, килĕсене васкаса саланма пуçларĕç. Эпир те, анчахрах хаваслăхпа çиçекенскерсем, ялалла утнă май çул тăршшĕпех макăрса пытăмăр. Халĕ пире черчен чечексен хитрелĕхĕ те, кайăксен çĕкленỹллĕ юрри те савăнтармарĕ. Пирĕн ял çыннисем вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех фронта кайма пуçларĕç. Манăн атте те - Василий Яковлевич Лыкин - салтаксен малти ретне тăчĕ. Кĕçех ялта ватă арçынсемпе хĕрарăмсем çеç тăрса юлчĕç, вĕсен хулпуççийĕ çине тиенчĕ те вăрçăн йывăрлăхĕ. Калама та кирлĕ мар вăрçă халăха мĕн чухлĕ хурлăх илсе килнине, хĕрарăмсен, ачасен куççульне мĕн чухлĕ юхтарнине! Çĕршыва хытă юратни, тăшмана чун-чĕререн курайманни çеç тыл ĕçченĕсене иксĕлми вăй-хал парса тăнă, вĕсем кунĕн-çĕрĕн, ырми-канми Çĕнтерĕве çывхартас тесе ĕçленĕ. Лидия Васильевна тăван "Туйташ" колхозра тар тăкнă. Ашшĕсем, упăшкисем, пиччĕшĕсем вырăнне юлнă хĕрарăмсен пĕтĕм ял хуçалăхĕнчи йывăр ĕçе тума лекнĕ - ана сухаланă, тырă акнă, авăн çапнă. Хĕллехи вăхăтра Лида "Труд" промартельте ĕçленĕ. Унта тĕрлĕ цехсем, çĕвĕ, сăран, атă, кăçатă тумалли цехсем пулнă. Кунта ĕçлекенсенчен аякран килнисем Мĕшĕл, Караньял ялĕсенчи çынсен килĕсенче хваттерте пурăннă. Нумай çывăхри ял çыннисем те кунтах ĕçленĕ. Лида çĕвĕ цехĕнче вăй хунă, ыттисемпе танах кĕпе-йĕм, салтаксем валли ăшă тумтир çĕленĕ. Каçсерен краççын лампин вăйсăр çуттинче салтаксем валли çăм алсиш, нуски çыхнă. Артельте сăран цехĕ пулнă пирки чăтма çук йывăр шăршă тăнă, анчах пурин те çавăн пек условисенчех ĕçлеме лекнĕ. 1951 çулта Лидия Васильевна качча тухать. Упăшки, Семен Андреевич Андреев, çапăçу хирне 1943 çулта лекнĕ, Украина фронтĕнче çапăçнă, аманнă. Каярахпа СМЕРШ чекисчĕ пулнă. Андреевсем 4 ача пăхса ỹстернĕ. Çĕнĕ йăва çавăрма пултарнă. Халĕ Лидия Васильевнăн 5 мăнук тата 10 кĕçĕн мăнук. Хăйне вăл телейлĕ тесе шутлать. А.ЯКОВЛЕВА.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429570, Чувашская Республика, г. Мариинский Посад, ул.Советская,1
Телефон: 8(83542)2-11-81
http://marpress.cap.ru/default.aspx