Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Вĕсем те хăйсен сумлă тỹпине хывнă

Çĕнтерỹ кунне çывхартнă çĕрте тыл ĕçченĕсен тỹпи те пĕчĕк мар. Манăн шăпах çавăн пек çынсем çинчен каласа парас килет те паян вулакансене. Нина аппа (АРЖУКОВА Нина Димитриевна), 1927 çулта çуралнăскер, вăрçă пуçланнă чухне 14 çулта пулнă. Çемьере тăватă ача ỹснĕ. Вĕсен алă усса ларма вăхăт пулман, аслисемпе тан колхозра ĕçленĕ. Ялта вăйпитти арçынсем пулман пирки пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ, çамрăклах утă çулма та кайнă, çурлапа тырă вырнă, тыррине те алăпах акнă. "Вăрçă пуçлансан манăн кукка, Василий Федорович Кузнецов, Ленинграда хỹтĕленĕ çĕрте пулнă. Унăн мăшăрĕ, Ольга Филипповна, икĕ пĕчĕк ачипе хуларан тухса кайнă чухне вĕсен эшелонне нимĕçсем персе салатнă. Нумайăшĕ вилнĕ. Телее, Ольга, ачисемпе сывă юлнăскер, упăшкин килне Элменкасси ялне таврăннă. Василий Федорович 1944 çулта Ленинграда хỹтĕлесе вилнĕ. "Çак пĕчĕк ачасене манăн пăхма лекрĕ, мĕншĕн тесен Ольга Филипповнăна ялта колхоз председательне суйларĕç", - каласа парать Нина аппа. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Нина аппан пурнăç çулĕ çинче тумхахсем нумай пулнă. Çамрăк хĕрсем тăваттăн Йĕпреç вăрманне йывăç касма та кайнă. Вăрçă хыççăн Нина аппа Иван Антоновпа мăшăрланнă. Çемьере 1957 çулта Володя ывăлĕ çуралнă. Çак савăнăç нумая пыман. Йывăр чире пула упăшки çамрăклах вилет. Нина пĕр çул та сакăр уйăхри ачипе тăрса юлать. Ывăлĕпе йăпанасси те нумая пыман. 1961 çулта Хуракасси шкулĕнчи пушарта пĕртен-пĕр ывăлĕ çунса кайнă. Нина хур-лăхне ĕçпе пусарнă. Нумай çул хушши вăл фермăра дояркăра ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та совхоз кантурĕнче техничкăра ĕçленĕ. Халĕ Нина аппа 88 çул тултарчĕ. Килте хуллен кăштăртатса çỹрет-ха. Ăна иккĕмĕш упăшкин ывăлĕпе кинĕ пăхаççĕ. Нина аппан иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Зинаида Егоровна БЕЛОВА çинчен те асăнса хăварас килет. Вăл 1929 çулта çуралнă. Унăн çамрăклăхĕ ыттисенчен уйрăлса тăман. Тылри геройсем тесе калама пулать вĕсем çинчен. Вăл вăхăтра пĕтĕм ĕçе вăрçа пула тăлăха юлнă хĕрарăмсемпе ачасем, инвалид пулса таврăннă арçынсем туса пынă. Куççульпе аса илеççĕ çав вăхăтсене тыл ветеранĕсем. Зинăн аслă аппăшĕ Оля тата виçĕ шăллĕ пулнă. Чи кĕçĕнни, Женя, икĕ çулта кăна пулнă. Зина аслисемпе танах ĕçленĕ. Кунĕпе ĕçлесен пĕр татăк çăкăр панă вĕсене. Йывăр вăхăта пăхмасăр Зина вĕренме тăрăшнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Зинаида Егоровна Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Вĕренсе пĕтерсен 20 çул хушши Октябрьски больницинче ĕçленĕ. Сакăр çухрăмри ĕçе кашни кун çуран çỹренĕ. Зинаида Егоровнăн пурнăçĕнче хурлăхлă кунсем килсе тухнă. Йывăр чирпе чирлесе упăшки çамрăклах вилет. 1961 çулта Фаина хĕрĕ те шкулти пушарта çунса каять. Ытла та йывăр пулнă-çке Зинаида Егоровнăна çав вăхăтра. Пурнăç малаллах шăвать. Мĕнле те пулин пурăнмаллах. Хуракасси ялĕнче ача сачĕ уçăлсан, унта Зинаида Егоровна 17 çул хушши воспитатель пулса ĕçлет. Мĕнле юратнă ăна садикри ачасем! Паянхи кун та, хăйсем ача амăшĕсем, ашшĕсем пулнă пулин те, Зина аппана час-часах аса илеççĕ вĕсем. Зинаида Егоровна юрлама юратнă, обществăлла ĕçсене чунне парса хутшăннă. Тыл ĕçченĕсем Хуракасси ялĕнче нумай юлмарĕç ĕнтĕ. Зина аппа та 86 çул тултарчĕ. Хуларан ачисем час-часах килсе çỹреççĕ. Нина аппапа Зина аппан та ĕçри тĕрлĕрен Тав хучĕсем, вăрçă вăхăтĕнче тылра тăрăшса ĕçленĕшĕн панă медальсем пур. Иккĕшĕ те вĕсем "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ. Кăçал та вĕсене Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă ятпа медаль панă. Нинăпа Зина кỹршĕллех пурăнаççĕ. Иккĕмĕш сыпăкри тăвансем яланах туслă пулнă. Чыс та мухтав тыл ĕçченĕсене! Р. МИХАЙЛОВА. Хуракасси ялĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429570, Чувашская Республика, г. Мариинский Посад, ул.Советская,1
Телефон: 8(83542)2-11-81
http://marpress.cap.ru/default.aspx